Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН çитес вăхăтра тепĕр Асăну кĕнекине кăларма хатĕрленет, хальхинче ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра ырми-канми тăрăшнă çынсене халаллаççĕ. Кĕнекене 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕччен ултă уйăхран кая мар ĕçленĕ, СССР орденĕсемпе медалĕсене, хисеплĕ ятсене (Социализмла Ĕç Геройĕ, Ленин, «Хисеп Палли» орденсем, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсем), ведомство наградисене тивĕçнисене кĕртеççĕ.
АКСУ тăрăхĕнче мухтава тивĕçлĕ чăн-чăн аннесем нумай. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче те акă ТР Президенчĕн Указĕпе Кивĕ Тимушкелĕнчи пилĕк ача амăшне А.Ястребовăна тата Беловкăри 7 ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă В.Волковăна «Амăш мухтавĕ – Материнская слава» медальпе наградăланă. Саламлатпăр!
ЭЛМЕТ. Шăрăх çанталăкра халăх шыв хĕрринчи кану вырăнĕсенче вăхăта ытларах ирттерме тăрăшать. Хулара кун пек вырăн – Хула кӳллинчи пĕвесен ярăмĕпе пляж. Ăна «Татнефть» УАО вăйĕпе темиçе çул хăтлăх кĕртнĕ. Шел те, халăх çакăн пек вырăна упрама пĕлмест, Хула ертӳçисен ытти çулсенче ватнă-тустарнă, пухăнса эрех-сăра ĕçнĕ тĕслĕхсемпе кĕрешме тивнĕ. Кăçал вара çирĕп мерăсем йышăннă. Вырăнти шалти ĕçсен уйрăмĕ хулапа районта «Курорт» план йышăннă. Полици сотрудникĕсем пĕвесен ярăмĕнче, хула пляжĕнче тата çакăн пек нумай халăх пуçтарăнса канакан Ленин тата Гагарин урамĕсенче кашни кун патруль йĕркелесе тĕрĕслеççĕ. Шел те, йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар, пĕр эрнере кăна акă обществăлла вырăнта сăра ĕçнĕшĕн 97 протокол çырнă. Чи хăрушши – вĕсен йышĕнче ачисен умĕнчех сăра ĕçекен çамрăк аннесем те пурри. Вĕсен енĕпе уйрăм протокол çырнă-мĕн. Çаплах кун пек вырăнсенче ӳсĕр çӳренĕ икĕ тĕслĕхе те шута илнĕ. Сăмах май, патруле полици сотрудникĕсемпе пĕрле журналистсем те тухаççĕ. «Луч» телеканалпа эрнере пĕрре рейдсенчи видеорепортажа кăтартаççĕ.
ХУСАН. Универсиадăна хутшăнакансем çак кунсенче Универсиада Ялĕнче Туслăх аллейи йĕркеленĕ, спортсменсемпе тренерсем ăмăртусенче ывăннине пăхмасăр кашни йывăç лартрĕ. Аллея малашне кунти студентсене Хусанта Универсиада иртнине аса илтермелли вырăн пулать тесе шанаççĕ. Аллейăна Универсиадăна хутшăннă мĕнпур çĕршывăн представителĕ пурĕ 180 тĕп тĕрлĕ йывăç лартĕ.
АНАТ КАМĂРА аслă çулти çынсене диспансеризацилес ĕç хĕрсе пырать. Пĕтĕмпе 22644 çын медицина тĕрĕслевĕ иртмелле-мĕн. Пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ те ĕнтĕ. Специалистсем кунне вăтамран 100 яхăн çынна йышăнаççĕ. Тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ – çынсене вăхăтсăр вĕлерекен, инвалида кăларакан чирсене (чĕрепе юн тымарĕн, онкологи, пырпа ӳпке, сахăр диабечĕ) çаплах тата туберкулез, алкоголизм, наркотикпа психоактивлă веществосемпе усă куракансене вăхăтра тупса палăртасси.
 
: 1362, Хаçат: 28 (1018), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: