Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Универсиадăна ирттерме 2008 çулхи майăн 31-мĕшĕнче ирĕк çĕнсе илнĕренпе Хусан пилĕк çул канăçне çухатса пурăнчĕ, ĕçлерĕ. Çак тапхăрта хуламăр тĕпрен улшăнчĕ темелле, çĕнĕ спорт объекчĕсемпе студентсен кампусĕсĕр пуçне кунта пурăнмалли çуртсем те, хăна çурчĕсем те, суту-илӳ комплексĕсем те ӳсе-ӳсе ларчĕç, çулсем турĕç, пуррисем çине асфальт сарчĕç. Универсиада уçăлас кун çывхарнăçем ĕç хĕрӳленсе кăна пычĕ: объектсем хатĕр, халĕ пĕтĕм тимлĕх çак тĕнче шайĕнчи мероприятие хутшăнакансене тивĕçлĕн кĕтсе илесси, пăхасси, ăмăртусене йĕркеллĕ ирттерме пулăшасси. Çапла сисĕнмерĕ те – Универсиада уçăлмалли кун – июлĕн 6-мĕшĕ çитрĕ.
Уçăлу церемонийĕ 21 сехет те 40 минутра кăна пуçланчĕ пулин те 45 пин çынна вырнаçтаракан Kazan-Arena патне виçĕ-тăватă сехет маларахах çынсем пуçтарăнма пуçларĕç. «Килетĕп те хăвăрт кăна кĕрсе каятăп», – текенсен шухăшĕ тӳрре тухмарĕ. Обществăлла чарăнури çĕр айне кĕрсе тепĕр енне тухмалли каçă патĕнче те, унтан тухсан та кашни утăмрах полици ĕçченĕсем тăраççĕ. Пĕр утăм та юраман çĕрелле ямаççĕ вĕсем. Стадион картишне кĕриччен те сумкăсене, телефон-планшетсене темиçе хутчен те тĕрĕслеççĕ вĕсем. Унтах ОМОН, васкавлă пулăшу машинисем лараççĕ. Çӳлте вертолет вĕçсе çӳрет.
Трибунăсем çинче халăх хушăнса та хушăнса пычĕ. Церемони пуçланиччен те курма килекенсем тунсăхласа лармарĕç, стадион варринчи сцена çинче «Первый каналăн» телеертӳçи Яна Чурикова калаçать. Вăл куракансене шоу пуçлансан мĕн тумаллине ăнлантарать иккен. Трибунăсем çинчи кашни ларкăч çинех Универсиада эмблемиллĕ шурă хутаçсем хурса тухнă, вĕсен ăшне вара тĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк хунарсем, 3D куçлăх, тюльпан евĕрлĕ пластмасс япала, шăнкăрав, Универсиада çинчен çырнă брошюра хунă. Çав япаласемпе еплерех, хăш вăхăтра усă курмаллине ăнлантарчĕ те ĕнтĕ Чурикова. Тĕплĕ инструкци илнĕ куракансем кайран чăнах та темиçе хут репетици тунă артистсем пекех хастар хутшăнчĕç шоуна, хунарсемпе çутатмалла чух çутатрĕç, шăнкăрава шăнкăртаттарчĕç, тинĕс хумĕ пек тăра-тăра ларчĕç. Палăртнă вăхăт çывхарнăçем мероприяти вăхăтра пуçланасси пирки иккĕленекенсем те пулчĕç-ха, анчах та кăлăхах.
Куракансем тăна кĕрсе ĕлкĕриччен шоу тĕлĕнмелле чаплăн пуçланчĕ. Стадион тăрăх тĕрлĕ халăхсен тумĕсене тăхăннă, вĕсен пурнăçĕпе историне, юмахĕсене сăнлакан артистсем утрĕç. Мĕн-мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама кирлех те мар-тăр, мĕншĕн тесен Универсиада уçăлнине тӳрĕ эфирпа пĕтĕм çĕршыв курма пултарнă. Кĕскен калас пулсан питĕ чаплă шоу хатĕрленĕ йĕркелекенсем – Раççейĕн паллă композиторĕн Игорь Крутойăн компанийĕсен ушкăнĕ, Алексей Сеченов режиссер-постановщи к. Представление хутшăннисенчен 90 проценчĕ ытла Хусан çамрăкĕсем-мĕн. Пуçлансан пĕр чăрмав та сиксе тухмарĕ, веçех хăй йĕркипе, малтан шутласа хунă пекех пычĕ. Универсиадăна уçма-хупма ятарласа тунă сцена кăна мĕне тăрать: çап-çавракаскер çине çӳлтен пирамида евĕрлĕ конструкци анса хăпарать, йĕри-тавра шыв – вăл Атăлăн символĕ. Чи çӳлте вара Универсиада çулăмĕ валли пысăк алтăр.
Тăватă сехете тăсăлнă шоура куракансем пĕр минут та тунсăхласа лармарĕç. Представленисен вăхăтĕнче, тĕслĕхрен, пĕр пай вĕçленет те унта усă курнă япаласене хăвăртрах пуçтарса кĕртмелле. Çак вăхăтра залра çутă сӳнет те çӳлти экран çинче видеоролик пуçланать, кураканăн куçĕсем ирĕксĕрех ун çине куçаççĕ. Пăхмасăр май çук, интереслĕ-çке. Ролик вĕçленсе куçсем каллех аялалла пăхнă çĕре вара сцена çинче артистсем тепĕр тĕрлĕ представлени лартма хатĕр тăраççĕ, куракан унчченхисем хăш вăхăтра кĕрсе кайнине, теприсем хăш вăхăтра тухса тăнине сисмесĕрех юлать.
5 континентран, 162 çĕршывран килнĕ спортсменсене те хусансем ăшшăн саламларĕç, ку пирĕн çĕршыв спортсменĕ мар-ха тесе алă сулмасăр, кăшкăрмасăр лармарĕç. Раççей спортсменĕсен вĕçĕ-хĕрри курăнман команди тухсан вара тата та хыттăнрах саламларĕç. Хамăрăн вĕт!
XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăна уçас церемоние тĕрлĕ çĕршывсенчен паллă çынсем килнĕ, çав шутра Раççейрен те халăх лайăх пĕлекен çынсем сахал марччĕ. Паллах ĕнтĕ, кун пек пĕлтерĕшлĕ мероприятирен Раççей Президенчĕ юлмастех. Владимир Владимирович Путин церемоние тимлĕн пăхса ларчĕ. Яваплă вăхăт – Хусанта XXVII Пĕтĕм тĕнчери Универсиада уçăлнине пĕлтерме вăхăт çитсен сăмах каланă чух Президент хамăрăн аслă çĕршывпа, çав шутра Хусанпа та, пĕтĕм чĕререн мухтанни уççăнах палăрчĕ. Владимир Владимирович халăх çинче сăмах каланă чух сайра кăтартать хăй хумханнине, кунта вара çак туйăма пытараймарĕ.
– Сире пурне те хамăрăн калама çук пысăк та нумай нациллĕ çĕршывăн чи авалхи тата чи хитре хулисенчен пĕринче Хусанта пуçтарăннă ятпа саламлатăп. Паян кунта чи ăнăçуллă спортсменсем пуçтарăннă. Юлташсем, эсир тĕрлĕ континентсенчен, тĕрлĕ çĕршывсенчен килнĕ, анчах та сире пурне те Универсиада пĕрлештерсе тăрать, унăн масштабне вара шикленмесĕрех Олимп вăййисемпе танлаштарма пулать. Эпир çак спорт уявне хутшăнакансем хăйсене килти пек туйччăр, пысăк çитĕнӳсем тума пултарччăр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тума тăрăшрăмăр, – терĕ РФ Президенчĕ.
Халăхсен хушшинчи студентсен спорт союзĕн (FISU) Президенчĕ Клод-Луи Галльен та Хусанти Универсиадăна епле пысăк шайра хатĕрленинчен тĕлĕннине пытармарĕ.
– Эпир халь яланах çĕнĕлĕх патне туртăнакан Раççей çĕршывĕнче, унăн приоритечĕ вара çамрăксен пуласлăхĕ. Тутарстан тĕрлĕ цивилизацисем, культурăсемпе халăхсем пурăнакан тĕлĕнмелле вырăн. Унăн тĕп хули Хусан паян хăйĕн алăкĕсене пĕтĕм тĕнче хăнишĕн уçнă. 160 ытла çĕршывран килнĕ 14 пин ытла çын тĕлĕнмелле хитре Универсиада Ялĕнче пурăнать. Пире умра Хусанти нихçан асран тухман икĕ эрне кĕтет. Çак ултă çул хушшинче ырми-канми ĕçлесе Хусан хăй Раççей спорчĕн центрĕ пулма пултарнине, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттерме хатĕррине çирĕплетсе пачĕ, – савăнăçне пытармарĕ FISU Президенчĕ, унтан чăтса тăраймарĕ: «Ур-ра! Ур-ра! Ур-ра!» – тесе кăшкăрчĕ.
Юлашкинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин FISU Президенчĕпе Клод-Луи Галльенпа, ТР Президенчĕпе Рустам Миннихановпа тата ТР пĕрремĕш Президенчĕпе Минтимер Шаймиевпа пĕрле XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан Kazan-Arena тăрринче Универсиада çулăмĕ çунма пуçларĕ.
Каярах Халăхсен хушшинчи студентсен спорчĕн союзĕн çуллахи Универсиадăсен директорĕ Марк Ванденплас пĕлтернĕ тăрăх, Хусанти Универсиада пек чапли FISU историйĕнче халиччен пулман. Республикăн тĕп хули çакăн пек масштаблă мероприятие лайăх хатĕрленни пирки Универсиадăна хутшăнакан спортсменсем те, тренерсем те, ытти пысăк çынсем те палăртаççĕ. Питĕ лайăх. Тен, малашнехи Олимпиадăсенчен пĕрне Хусанта ирттерме май килĕ? Тем пекехчĕ.
 
: 768, Хаçат: 28 (1018)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: