Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнь уйăхĕн вĕçĕнче кашни çулах чăваш халăхĕ Элмет çĕрĕ çине çитсе ĕлĕкхи йăлапа иртекен мероприятие хутшăнать. Мероприяти Учӳк ятлă. Тутарстан çыннисемшĕн, уйрăмах Кама леш енчисемшĕн, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Кăçал та Патраклă ялне питĕ нумай халăх пуçтарăнчĕ. ТР Кама леш енче пурăнакан чăвашсен «Учӳк» VII уçă фестивалĕ июнĕн 29-мĕшĕнче иртрĕ. Учӳка чăнах та Кама леш енчисем çеç хутшăнаççĕ иккен. Халиччен те, кăçал та Атăл леш енчи районсем килсе çитеймен унта. Çĕпрел, Пăва, Теччĕ, Апас, Тури Услон тата ытти районсенче пурăнакан чăвашсем республика шайĕнче иртекен фестиваль çинчен «Сувар» хаçат вуласа çеç пĕлеççĕ.
Патраклă ялĕ питĕ хитре вырăнта вырнаçнă. Вăрманĕ, çаранĕ, çăл шывĕ, çырли тата… Кунта тĕне кĕмен чăвашсем хăйсен йăлисене питĕ çирĕп тытса пыраççĕ. Çавăнпа та Учӳка вĕсем йăлана пăхăнса ирттереççĕ. Фестиваль ял патĕнчи чи хитре вырăнта пулчĕ. Шанкăртатса юхса выртакан çăл шывĕ патĕнче эпĕ хама халапри пек туйрăм. Тĕрĕссипе каласан, çăтмахри пек. Ура пусма çук çĕр çырли ӳсет.
Çĕр çырли тенĕрен, кăçал çырла çулĕ темелле. Кунти пек çырла вырăнне эпĕ халиччен асăрхаман тесен те йăнăшмăп. Фестивале хутшăнакансем тата хăнасем, пуçĕсене çĕклемесĕр тенĕ пек, çырла пуçтарчĕç. Çичĕ-сакăр сехет пыракан фестиваль мĕнле иртсе кайнине сисмерĕмĕр. Халăх канчĕ. Уяв картисем туса, ĕлĕкхи юрăсем юрласа Патраклă ялĕн сăрчĕ çинче ватти-вĕтти тăнăçлăх туйрĕ.
Учӳк йăлипе патраклăсем кĕлĕ вуласа пăру пусрĕç. Темиçе хуран лартса фестивале килнисене пăтă пĕçерсе сăйларĕç.
Фестивале питĕ нумай хăна килнĕ. Кӳршĕ регионсенчен те чаплă хăнасем хутшăнчĕç: Челябинскпа Магнитогорск хулисен ЧНКА ертӳçисем килсе çитнĕччĕ. Шупашкартан «Сувар-фильм» студийĕн ертӳçи Олег Цыпленков, Валери Туркай поэт, Раиса Сарпи поэтесса тата Людмила Кинер композитор хитре сăвăсем вуласа тата юрăсем шăрантарса саламларĕç. ТР Халăхсен ассамблейин ĕçтăвкомĕн ертӳçи Николай Владимиров Учӳка кашни çулах хутшăнать темелле. Израильтен килнисем те пулчĕç. Патраклă ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Израильте пурăнакан Андрей Тимиров вăрăм та инçе çула пăхмасăр ялта иртекен фестивале хаваспах килсе курас тенĕ. Унăн мăшăрне, Александрăна та питĕ килĕшнĕ çак мероприяти.
Тутарстанра иртекен республика шайĕнчи пĕр мероприяти те ТР ЧНКА ертӳçисĕр Константин Яковлевсăр иртмест темелле. Кунта та вăл хаваспах хутшăнчĕ. Ăшă сăмахсем каласа фестивале хутшăнакансене саламларĕ.
Ĕлĕкрен пыракан Учӳк Патраклăра яланах пулса пынă. Ăна ял халăхĕ шăппăн кăна ирттернĕ темелле, халĕ вара Элмет районĕн ЧНКЦ ертӳçи Инна Альмукова тăрăшнипе Учӳк республика шайĕнчи фестивале çаврăнчĕ. Инна Ивановна Патраклăра ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса ял-йыша пулăшса пырать, йăла-йĕркесене пĕтерес мар тесе те нумай вăй хурать.
Фестиваль питĕ кăмăллă иртрĕ. Çакăн пек пысăк ĕç тунăшăн Патраклă ялĕн халăхне, ял хутлăхĕн тата Культура çурчĕн ĕçченĕсене тав тăватпăр.
Çапла Хусанти «Салам» чăвашсен фольклор ушкăнне те кăçал пĕрремĕш хут Учӳка хутшăнма Турă хушрĕ. Çакăн пек пархатарлă ĕç тăвакансен, Патраклă çĕрĕ çине çитсе курма май тупса пама тăрăшакансен умĕнче саламçăсем пуç таяççĕ.
 
: 964, Хаçат: 27 (1017), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: