Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. Казанка юхан шывĕ хĕрринчи ЗАГСăн хуран евĕрлĕ çĕнĕ çурчĕн официаллă ятне тинех çирĕплетрĕç – «Казан» Çемье центрĕ. Кун пек ят пани ахальтен мар, малашне унта çемьепе çыхăннă мĕнпур мероприятие (çырăнма заявлени панинчен тытăнса юбилейлă туйсем, Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ тата ытти те) ирттерĕç. Тахçантанпа кĕтнĕ «Казан» Çемье центрне паян хаваслă лару-тăрура уçса темиçе мăшăра çырăнтарчĕç.
 
ЭЛМЕТ хулинчи палăксене июль уйăхĕнче çĕнĕ сăн кĕртсе уçма йышăннă хула ертӳçисем. Строительсем июль уйăхĕнче Муса Джалиль, Халăхсен туслăхне халалланă палăксене юсаса пĕтерме планлаççĕ. Тепĕр эрне вĕçĕнче вара политика репрессийĕсенче шар курнисене халалланă çĕнĕ палăк уçăлать. Çаплах Тăван çĕршывăн вăрçинче пуç хунисене халалланă мемориал комплексне те çĕнетсе юсамалла. Элметĕн 60 çулхи юбилейĕнче телемарафон ирттерсе пуçтарăннă укçан чылай пайне унта ярĕç те. Хулари палăксене юсама хулари предприятисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсем хастар хутшăнаççĕ. Хулан – 60, Тутарстан нефчĕн 70 çулхи юбилейĕсен çулĕнче çаплах Гагарин урамĕнчи фонтана та юсама планлаççĕ.
 
ПĔКĔЛМЕ хула мэрийĕн представителĕсем «Импульс» велоюхăма хутшăнакансемпе пĕрле çак кунсенче Хусанти велотуристсене кĕтсе илнĕ. А.Хайруллинпа П.Грачев çĕр чăмăрне велосипедпа иртес тĕллевпе 2012 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче старта тухнăччĕ. Çав вăхăтранпа вĕсем 13 çĕршыв урлă (Раççей, Латви, Литва, Польша, Чехи, Австри, Итали, Франци, Испани, Португали, АПШ, Китай, Казахстан) тухма ĕлкĕрнĕ. Çапла майпа велотуристсем 100 çул каялла тĕнче тавра çул çӳрев иртнĕ О.Панкратов велотуриста аса илтерес, велотуризма пропагандăлас тата чи пĕлтерĕшли – планетăри çынсене çитес Универсиада пирки пĕлтерес тĕллев те тытнă. Çавăнпах ĕнтĕ маршрута тĕрлĕ çулсенче Универсиадăна йышăннă хуласене те кĕртнĕ. Çул çӳревре пухнă материалсене малашне документлă фильм ӳкернĕ чух усă курĕç. Пĕкĕлмере велотуристсем хăйсен çӳл çӳревĕ пирки каласа панă май, хула çыннисене çуллен иртекен «Тутарстан наркотиксемсĕр» веломарафона хутшăнма та чĕннĕ. Малалла вĕсем Лениногорск, Чистай, Хусан маршрутпа хăйсен çул çӳревне малалла тăснă.
 
ÇĔПРЕЛ районĕнче Çамрăксен кунĕнче «Выпускниксен аллейине» уçса сукмак валли пĕрремĕш чула хунă. Уява район ертӳçисем, Çĕпрел тăрăхĕнчи вĕрентӳ учрежденийĕсенчен кăçал вĕренсе пĕтернĕ каччăсемпе хĕрсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă. Сăмах май, çак вырăнта 40 çул каяллах Кивĕ Çĕпрел вăтам шкулĕн директорĕн И.Фасхутдиновăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пуçарăвĕпе выпускниксен паркне йĕркелес тĕллевпе хурăнсем лартнă пулнă, анчах вырăн парка çаврăнайман. Шăпах 40 çул иртнĕ хыççăн район администрацийĕ çак ырă шухăша пурнăçа кĕртме йышăннă. Парка уçнă хыççăн выпускниксем хăйсен ачалăхĕ, шкулĕсем çинчен Асăну кĕнеки çине çырса хăварнă. Малашне çуллен выпускниксем çапла хăйсем хыççăн йĕр хăварĕç, мĕншĕн тесен Асăну кĕнеки ăруран ăрăва куçса пырĕ.
 
: 1285, Хаçат: 27 (1017), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: