Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сувар» хаçат мĕнле тухма тытăнни çинчен шухăшласан унăн пĕрремĕш редакторĕ Владимир Данилов каланă сăмахсем аса килеççĕ. «Пирĕн хаçат страницисем килĕшӳлĕх, тăванлăх, ырă кăмăллăх чечекĕсем çеçке кăларакан, ешерекен çаран пек пулччăр», – тенĕччĕ вăл. Редакцире вăй хуракансем çак халала ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Вулакансем хăйсен савăнăçĕ, чун ыратăвĕ, ĕçри ӳсĕмсемпе çитменлĕхсем çинчен ентешсене пĕлтерсе тăма, çаплах вĕсен пурнăçĕпе паллашма май пулнишĕн кăмăллă.
Владимир Ильича, çутă тĕнчерен 45 çултах уйрăлса кайнăскере, эпĕ тахçанах, вăл парти райкомĕн инструкторĕ, унтан «Россия» колхозри партком секретарĕ пулнă вăхăтранах пĕлеттĕм. Хусанти патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухсан пирĕн «Дуслык», «Дружба», «Туслăх» хаçатра фотокорреспондент пулса вунă çул ĕçлерĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене юратса пурнăçланипех çырлахмастчĕ, вулакансене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма, хастар çынсем çинчен каласа пама васкатчĕ. Шкулта тăван чĕлхене вĕренме тӳр килменнипе вăл вырăсла кăна çыратчĕ, унăн материалĕсене эпир «Туслăх» валли чăвашла кăмăлпах куçараттăмăр. Яланах тирпейлĕ, тараватлă та пултаруллă журналиста коллективра хисеплетчĕç».
Çапла сăнласа парать «Сувар» хаçатăн пĕрремĕш редакторне Владимир Ильич Данилова хăйĕн «Тăванлăх чечекĕсем çеçке сараççĕ» очеркĕнче Октябрь (халĕ Нурлат) районĕнче çуралса ӳснĕ журналист, Нурлат районĕнчи «Туслăх» хаçатра 30 çул ытла, çав шутра 15 çул тĕп редактор çумĕнче вăй хунă Елизавета Илюшкина. Малалла вăл Владимир Данилов Анат Камăри «Ленинская правда» хаçатăн пай заведующийĕнче ĕçленĕ вăхăтра ăна хула çыннисем Тутарстан Республикин Аслă Канашĕн депутатне суйлани, Нурлата амăшĕ патне килмессерен вăл «Туслăх» хаçата кĕмесĕр кайманни, унпа иртнĕ тĕлпулусем пирки аса илет. Çĕнĕ «Сувар» хаçатăн пĕрремĕш номерне пĕр тĕркем йăтса килнĕ вăхăтра редактор куçĕсем епле çиçни çинчен çырать. Владимир Ильич Даниловпа иртнĕ калаçусене илсе кăтартать, асаилӳсемпе паллаштарать, сăмах çумне сăмах хушса чăваш патриочĕн, Хусанта чăваш хаçатне çĕнĕрен кăларма тытăнас тесе вăхăтне, вăй-халне шеллемен хĕрӳ чĕреллĕ çыннăн сăнарне вулакансен умне чĕртсе кăларать.
Çак очерк Елизавета Тимофеевнăн Шупашкарта, «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра пичетленсе тухнă «Асран кайми тĕлпулусем» кĕнекинче пичетленнĕ. Çĕнĕ кĕнекене автор тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вăхăтра тĕл пулнă хастар чăвашсем çинчен çырнă очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене кĕртнĕ. Вĕсене кĕнекере тăватă сыпăка пайланă.
«Вут-çулăм витĕр» тесе ят панă кĕнекен пĕрремĕш пайне. «Ах, епле хитреччĕ ирхи шуçăм…» очеркра Елизавета Илюшкина вăрçă инваличĕ, Ялавăр ялĕнче çуралнă Михаил Иванович Захаров (1925-1981) поэт пурнăçĕпе паллаштарать. «Вилĕмсĕр паттăрлăх» очеркра вăл Совет Союзĕн Геройĕ, Хуралту ялĕнче çуралнă, 1943 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче çапăçура пуç хунă Анатолий Иванович Кузнецов летчик-истребителĕн паттăрлăхĕ çинчен çырать, унăн пурнăçĕ, тăванĕсемпе тĕл пулни çинчен каласа парать.
«Вăрçă терчĕ» очеркра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Ленинграда, Сталинграда хӳтĕлеме хутшăннă Алексей Наумович Наумов паттăрлăхне çутатнă.
«Пысăк чăтăмлăх», «Лăпкă пурнăçшăн ăнтăлса», «Чăваш Менчин юлашки ветеранĕ» очерксем паттăр фронтовиксен – Ольга Кирилловна Пузырникован, Николай Ильич Гуляковăн, Илья Иванович Вырстаевăн вăрçăри паттăрлăхне, вăрçă хыççăнхи хастар ĕçне уçса параççĕ.
«Йывăрлăхсене çĕнтерсе» тесе ят панă иккĕмĕш пайри очерксене. Вĕсенче тылра вăй хунă ватăсем çинчен каланă, вăл вăхăтри йывăр пурнăçа ĕненмелле уçса панă. Наталия Сидоровна Булатова, Анисия Ефимовна Колесникова, Федот Ильичпа Пелагея Ивановна Булатовсем, Елизавета Дементьевна Яллина, Дария Ендимировна Сергеева, Александра Андреевна Борисова тата ыттисен кун-çулĕпе паллашма пулать ку пайра.
«Ĕçне кура хисепĕ» пайра хастар ĕçре чапа тухнă çынсем çинчен калакан очерксемпе тĕрленчĕксем вырăн тупнă. Николай Иванович Плониш ӳнерçĕ, Василий Прохорович Орлов, Федор Афанасьевич Савгачев, Николай Хайбуллович Паймуратов писательсем, Игорь Романович Михеев композитор, Аркадий Леонтьевич Клементьев тава тивĕçлĕ врач тата ыттисем çинчен каласа панă автор вĕсенче.
Тăваттăмĕш пай «Юрă-кĕвĕ пĕрлештерет» ятлă. Ятĕнченех паллă ĕнтĕ, кунти хайлавсенче юрă-ташă ăстисем сăнарланса юлнă. «Сывлăм» кăмăла çĕклет» репортажра Хăмăшлăри Культура çурчĕн «Сывлăм» юрăпа ташă ансамблĕ çинчен каласа панă. Коллектива 40 çул ытла ертсе пыракан Николай Ильич Бочкарев, унăн мăшăрĕ Галина Алексеевна, Ефремовсем, Андреевсем, Ямановсем, илемлĕх ертӳçи Борис Иванович Храбров çемйисемпе çӳреççĕ иккен ансамбле. Çавăн пекех Юрий Вурмандеев, Александр Кириллов, Викентий Кузьмин та активлă. «Ансамбль районта, республикăра илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хушшинче ирттерекен смотрсене каймасăр пĕрре те юлман», – тенĕ хайлавра.
«Иксĕлми хастарлăх» очеркра Анат Кама хулинче Наталья Александровна Зотеева йĕркелесе ертсе пынă «Тамаша» театр çинчен каласа панă.
Кĕнекере çавăн пекех Ирина Федоровна Ефимова, Владимир Леонтьевич Левуков, Елена Львовна Кондюкова тата ытти юрăçсем çинчен çырнисем пур.
Çĕнĕ кĕнеке питĕ кирлĕ, усăллă, чăвашлăха юратма, хисеплеме вĕрентекен, тăван культурăна аталантарма пулăшакан кăларăм тесе шутлатăп. Пархатарлă ĕçшĕн авторне пысăк тав!
 
: 986, Хаçат: 26 (1016), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: