Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

 
 
ЕЛЛИЕВ ЙĂХĔСЕМ
Çăлтăр тейĕн тӳпере, саланнă
Тĕнчене Сĕнчелĕн çыннисем.
Кашниех хăйне май тымарланнă,
Кашнинех хăйне ăраскалсем.
 
Чулхула е Шупашкар ăсчахĕ,
Пурăнать-и Çурçĕр Уралта.
Чикĕ леш енчин те ял вучахĕ
Йăлкăшса çунать ăшра – шалта.
 
Амăш панă чун-чĕре хĕлхемĕ
Сĕтпелен анчах çынна килет.
Çирĕп туйăм, юрату сĕвемĕ
Чыслăн сыхлама ăна чĕнет.
 
Савнă ял, атте-анне тивлечĕ
Вĕрентсе сиртен тăвать этем.
Вĕт эсир паян çĕршыв хăвачĕ –
Сĕнчелне вара хисеп-илем.
 
Çăлтăрла çиçеççĕ, ялкăшаççĕ,
Раççейре мухтавлă ячĕсем.
Паянхи историе çыраççĕ
Сĕнчелсем, Еллиев йăхĕсем.
 
УЯВ ТĔПЕЛĔ
Аксу тавраш çыннисемпе илемлĕ,
Уяв çитсен пурах мухтанмалли:
Пуян вĕсен хăнасемпе тĕпелĕ,
Сăлтавĕ пур пулсан савăнмалли.
 
Аксу енче хăна пăхма пĕлеççĕ,
Сăпайлăхпа та тарават кашни.
Тулли курка кĕрекере сĕнеççĕ –
Йăли çапла кунта чăваш çыннин.
 
Сар кайăкла санпа пупленĕ майăн
Хăв та сисмесĕр пĕртте мĕншĕнне.
Хитре юрра хуллен хускатса ярăн
Уçса ярса хĕрӳ чĕресене.
 
Кайран сана кунта ташша та чĕнĕç –
Тӳссенччĕ çеç юман урай кашти.
Каçса кайсах чечеткăна çаптарĕç,
Ташша ăста кунта ватти-вĕтти.
 
Янра, Аксу, янра уяв тĕпелĕ,
Янра хĕрсе кайса, хăна-вĕрле!
Пурин çине пăхма епле илемлĕ.
Пурнасчĕ-ха, туссем, çапла пĕрле.
 
УЯВРА
Симĕс тумлă лăпкă йăлăмра
Инçете юхать чăваш юрри.
Питравра пуçтарнă Уявра
Киленсе тапать кашнин чĕри.
 
Мĕнлерех илемлĕ тумĕсем
Ĕлĕкхи Нарспи-Сетнер пекех.
Йăлкăшса çунаççĕ куçĕсем,
Юрату хыпать сисмесĕрех.
 
Акăш туйĕ тейĕн ташлани –
Еплерех илем – авкаланни.
Тӳперех туять хăйне кашни –
Çакă вăл чăваш уяв туни.
 
Аксусем сире сума суса
Йыхăрса пуçтарчĕç чăвашсем.
Хĕвел евĕр ăшшăн йăл кулса
Çут телей сунаççĕ халь вĕсем.
 
Туслăх пултăр вăрăм, ĕмĕре
Кĕр! кĕрлеччĕр чаплă уявсем!
Ĕçлесе тата канса пĕрле
Хамăра çĕклер-ха, чăвашсем!
 
СĔНЧЕЛ ЕННЕ КИЛСЕМĔР ХĂНАНА
Варсем, çырсем пăрпа чӳхеннĕ чух,
Кăчăкине хускатнă чух хăва,
Сĕнчел енне курмашкăн килме тух,
Ун илемне куратăн эс хăвах.
 
Шур çĕмĕртсем сарсассăн çеçкине,
Сиренĕсем куçа шартарнă чух,
Пур кăмăлтан, чунтан-çке киленен.
Тăван, ан ютшăн, хăвăрт килме тух.
 
Ĕç шавĕпе кĕрленĕ чух хирсем
Е уçăмсем çăра ешернĕ чух.
Епле хитре юрлаççĕ-çке хĕрсем!
Çамрăкланса та кайĕ санăн чун.
 
Ыраш шăрка кăларнă чух хирте,
Уйран киле епле-ха таврăнан?
Пуян тыр-пул тулать пуль кĕлете,
Ыраш чĕлли тутанăпăр, тăван.
 
Кĕрхи хура кунсем çитсессĕн те,
Сĕнчел енче хăнашăн хапăлах.
Кĕтеп, тăван, хăçан килсессĕн те,
Ман алăк уçă саншăн янкăрах.
 
ШЕЛЕПИ ÇĔРШЫВĔ
Шелепи çĕршывĕ – Аксу ен:
Вăл Аксу та Тимушкел, Сĕнчел те
Илтрекьел вăл, Таркăн, Меречен,
Саврăшпуç, Савкаç та, Кив Ӳсел те,
 
Енрусьел, Паланлă, Киремет,
Çĕмĕртлĕ, Беловка, Хырăшни те.
Шелепи çĕршывĕ илĕртет,
Тĕнчере таçта çитсе килсен те.
 
Пур çĕрте те пирĕн йăхташсем,
Пур çĕрте те килĕшӳ те туслăх.
Пĕр-пĕрне шанаççĕ ентешсем,
Хăна килсен иксĕлми татулăх.
 
Шелепи пĕр ĕмĕр каялла
Çутталла чăвашсене васкатнă.
Ун чухне, тӳрех каламалла,
Аксу ен нушаллă, чухăн пулнă.
 
Çак тавраш, çут пиллĕ вырăнсем
Шелепин чун-чĕрине хускатнă.
Çăлкуçсен паха шывне ĕçсе
Ыраш çăкри çисе вăл хăватланнă.
 
Сарă кун çанталăкĕ, Сĕнче
Талантне çĕпре пек хăпартланă.
Çак илем мучин юррисенче
Шупашкар таранах янăранă.
 
Палăк вăл, тăрать халь Аксура.
Çакăнта ун халь сӳнми хăвачĕ.
Паллă çын вăл, классик пулнăран
Аксу ен çинчен ыр ят хăварчĕ.
 
: 777, Хаçат: 26 (1016), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: