Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-25 №№.)
Арсен Ваганович лабораторине таврăнсан хăй патне Çинукпа Кирюка чĕнсе илчĕ, кĕскен ректор хушăвне пĕлтерчĕ.
– Эсир маншăн чи шанчăклă çынсем, хăвăрсăр пуçне тата кама ушкăна явăçтарасси пирки шутлăр тата университет библиотекинчен паянах çав чир пирки çырнă кĕнекесемпе, монографисемпе авăрланăр. Эмеле кĕске вăхăтра ăсласа тупмалла. Пирĕн клиникăрах çав чирпе хальхи вăхăтра 4 çын выртать, вĕсен шучĕ малашне ӳсме те пултарать, кашнин патне кĕрсе тухни ĕçе пăсас çук.
Çапла пуçланчĕ яваплă ĕç. Çинукпа Кирюк университет библиотекинче ăсчахсем çак чир пирки çырнă вун-вун ĕçе тĕплĕн тишкерчĕç, анчах юнри шариксен шучĕ мĕнле сăлтавпа ӳсме тытăннине пĕр ĕçре те татăклăн палăртман: хăшĕ шăнса пăсăлнă хыççăн веçех сывалса çитменнипе тет, тепри ялан пăлханнипе нерв системи хавшакланнипе, виççĕмĕшĕ япăх апатран, вăхăтра çименнипе тет. Ют çĕршывсенче ăсласа тупнă эмелсем çыннăн шалти органĕсене вăйлах сиенлетсе хăвараççĕ-мĕн. Çав эмелсен химилле формулисене çырса илсе вĕсем Арсен Вагановича отчет çырса пачĕç. Вăл чи пайталлисене суйласа илсе вĕсен сиенлĕхне чакарас тĕлĕшпе Çинукпа Кирюках ĕçлеме хушрĕ.
– Тен, хими препарачĕсен тытăмне сиплĕ курăксен сĕткенĕсене кĕртмелле е çав эмелсенчи сиен кӳрекен хими элеменчĕсене урăххисемпе ылмаштармалла. Пĕр сăмахпа, шырăр, тĕпчĕр, чир мĕнрен тапранса кайнине пĕлме клиникăра выртаканнисенчен тĕплĕн ыйтса пĕлĕр…
Вĕреннисĕр пуçне хушма ĕç хутшăннипе вăхăт çитми пулчĕ. Юрать-ха Мĕтри пиччĕш каçпа вун пĕр сехетре вĕсене хăй машинипе килне илсе каять. Пĕр ӳркенми пурнăçласа пычĕç студентсем Арсен Ваганович кăтартăвĕсене. Тăрăшни харама каймарĕ: пуш уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле эмел тупмалли тĕп çул çине тухрĕç. Эмелĕн пĕр варианчĕ хатĕр ĕнтĕ. Ăна шурă йĕкехӳресем çинче тĕрĕслесе сăнамалли çеç юлчĕ. Арсен Ваганович ытти вариантсене темшĕн вăрттăнлăхра тытать-ха. Сăлтавĕ хăвăрт уçăлчĕ. Республика хаçачĕн пĕр номерĕнче çивĕч фельетон пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ медуниверситетри эмел ăслакансен ушкăнне патшалăх укçине пĕр ахаль тăкаклаççĕ тесе пăр тустарать. Çав вăхăтрах фармакологи фабрикин ушкăнĕ эмеле шутласа тупнă, ăна çынсем çинче тĕрĕслесси ăнăçлă иртнĕ. Фельетон айĕнче Гавриил Костин ячĕпе хушамачĕ.
– Ара, ку пирĕн Кавĕрле-çке! – тĕлĕнеççĕ Çинукпа Кирюк. Арсен Ваганович, ахаль те тĕксĕм сăнлăскер, хура пĕлĕт пек çӳрет. Часах ăна ректор патне чĕнтереççĕ. Ун патĕнчен таврăнсан вăл Çинукпа Кирюка хăй пӳлĕмне чĕнсе кĕчĕ.
– Пирĕн ушкăнра сутăнчăк çын пур. Вăл халь эпир тĕрĕслекен эмелĕн формулисене, технологине фабрикăри ушкăна сутнă. Мĕншĕн тесен вĕсем эмелĕн формулине пирĕн ректора пĕлтернĕ. Акă вăл, ăна пирĕннипе танлаштарса пăхăр тата хатĕр варианта паянах йĕкехӳресем çинче тĕрĕслеме пуçăнăр. Эпĕ урăх никама та шанмастăп, пĕр сире кăна. Ĕç вĕçленмен-ха, пирĕн тата виçĕ вариант пур, вĕсене çавăнпах вăрттăнлăхра тытатăп.
Фабрикăран пĕлтернĕ эмелĕн химилле формулине Çинукпа Кирюк хăйсеннипе тĕплĕн танлаштарчĕç. Вĕсен пĕрпеклĕхĕ ушкăнра чăнах та сутăнчăк пуррине çирĕплетрĕ. Кам-ши вăл тесе пайтах пуçĕсене ватрĕç.
– Никам та мар, çак хура ĕçе тăваканни ман шутпа Антон Вермилов. Вăл пĕтĕм çĕре сăмсине чиксе çӳрерĕ, – тет Çинук.
– Эпĕ те çавă пуль тетĕп, – тавăрать Кирюк. Вĕсем хăйсен шухăшне ертӳçе пĕлтерчĕç те тĕрĕслев ĕçĕсене пикенчĕç.
– Ертӳçĕ хушнисене пурнăçларăмăр. Чăнах та укол тунă хыççăн йĕкехӳрен юнĕнчи хĕрлĕ шариксем ӳсме пăрахрĕç, анчах кирлĕ шая анмаççĕ. Çапла ик эрне иртрĕ. Тепĕр хут йĕкехӳрен юнне илсен унри хĕрлĕ шариксем геометри прогрессийĕпе ӳсме тытăннине куртăмăр. Шурă йĕкехӳре пирĕн куç умĕнчех питĕ асапланса вилсе кайрĕ, – отчет туса пачĕ Çинук ушкăн пухăвĕнче.
Çакна илтсен 5-мĕш курсра вĕренекен студент лабораторирен тухса кайма тăчĕ.
– Антон Вермилов студент, вырăнăра ларăр, – чарчĕ ăна Арсен Ваганович. – Аçупа аннӳ ăнăçлă ĕçлекен усламçăсем, вĕсем тархасланипе илтĕм сана ушкăна. Эсĕ хăв та мул хуçи пулас терĕн-им? Санăн килпетсĕр хăтланăву тăватă çын пурнăçне татма ĕлкĕрчĕ. Тата миçе чирли куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупасса пĕлместпĕр-ха. Сывлăх сыхлав министерствине лейкоз чирне хирĕç кĕрешме эмел хатĕр тесе рапортланă фабрикăри ушкăн преми илме васканă пулас. Юрăхсăр эмеле миçе клиникăна салатни паллă мар, пирĕннине тата сакăр çынна йышăннă. Хăшĕ-пĕрисене çав эмелпе уколсем тунă. Иккĕмĕш вариант хатĕр, ăна тĕрĕслеме пуçăнăр, Зинаида Филиппова тата Кирилл Самаев студентсем.
Ертӳçĕ хушăвне илтсен ушкăнра ĕçлекен ытти студентсем, аспирантсем шавласа кайрĕç:
– Мĕншĕн Самаевпа Филиппова кăна? Пире те çакăн пек яваплă ĕçри практика кирлĕ. Эпир сутăнчăксем мар…
– Апла пулсан вăрттăнлăхра тăракан ĕçсене уçнишĕн саккун умĕнче явап тытасси пирки ак çак хут çине алă пусăр. Эпĕ халь Самаевпа Филипповăсăр пуçне никама та шанмастăп, – хучĕ сĕтел çине алă вĕççĕн çырнă хута. – Прокуратура ахаль хăварас çук Антон Вермиловăн хура ĕçне. Çак инкеклĕ сăлтава ректора та пĕлтеретĕп. Эсĕ, Антон, чирлисен чĕрĕлес шанчăкне пĕр шутлами укçашăн татнă. Анчах пирĕн ĕç вăйă мар, ăнăçлăх патне кашни вĕт-шакăр çитменлĕхе шута илсен çеç çитме пулать. Чыс та, яваплăх та çук санра. Кирлĕ-и-ха ун пек специалист сывлăха сиплес ĕçре? Халь кайма пултаратăн.
Хут çине алă пуснă хыççăн эмел ăслакан ушкăн сăнава çанă тавăрсах пуçăнчĕ. Иккĕмĕш вариант пĕрремĕшĕнчен ăнăçлăрах, пайталлăрах пулнине пĕлчĕç, анчах вăл та пĕвере, пӳрене, ӳпкене, пыра аванах сиенлетсе хăварать. Арсен Ваганович ытти вариантсене те пĕр вăхăтрах тĕрĕслеме хушнă хыççăн сăнав ĕçĕсем малалла хăвăртланаççĕ. Юлнă виçĕ вариантран чи пайталли виççĕмĕш иккенне палăртаççĕ. Унпа усă курнă хыççăн йĕкехӳресем кăшкăрса чириклетнĕ чух вĕсен сассисем хулăнрах тухаççĕ. Юнри хĕрлĕ шариксен шучĕ хăвăрт чакать, эмелпе укол тума пăрахсан та вĕсен шучĕ ӳсмест. Çак тĕрĕслевсем хыççăн çеç пĕр уйăхран çĕнĕ эмеле çынсене сыватнă çĕре яраççĕ.
Республика хаçатĕнче фельетон пичетленнĕ хыççăн Çинук Кавĕрлене хăйсен клиникине чĕнсе илчĕ. Вĕсем лейкозпа чирленисен хутне хăпарчĕç. Коридорта краватьсем çинче икĕ çын выртать. Иккĕшĕ те юлашки сывлăшпа сывлани тӳрех курăнать. Краватьсем тавра тăрса тухнă тăванĕсем куççуль юхтараççĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 757, Хаçат: 26 (1016), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: