Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сценари
 
Тĕпрен илсен çак уява яланах ача-пăчан çуллахи лагерĕсенче, пăрахутпа çул çӳреве тухсан «Симĕс чарăнура», тинĕс хĕрринче канакансемпе ирттернĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче ку уяв уйрăмах актуаллă пулса тухать. Çавăнпа ялсенчи çырмасен хĕррисенче ăна савăнăçлăн ирттерме пулать тесе шутлатпăр. Çитменнине тата кĕçех, июлĕн 14-мĕшĕнче, Пулăç кунĕ. Нептун кунĕнче пулăç уявне палăртма тата хаваслăрах.
Реквизит
1. Пулăç-ăмăртуçăсем валли вăлтасем.
2. Сĕреке.
3. Пульверизаторлă шыв тултарнă савăт.
4. Типĕтнĕ пулă.
5. Çăмăл материалтан тунă пысăк хулкка (поплавок).
6. Пулă виçме тараса, сантиметрлă линейка.
7. Икĕ витре шыв.
8. Икĕ кашăк.
9. Витĕр курăнакан икĕ савăт (кĕленче банкăсем те юраççĕ).
10. Мечĕк.
 
Сцена уçă çĕрте, çыранран аякра мар. Ăна карап палуби пек илемлетме пулать. Уява фанфарăсем уçаççĕ. Пухăннисен умне сценăн пĕр енчен Ертӳçĕ тухать, тепĕр енчен – паянхи конкурса хутшăнакансем.
Ертӳçĕ: Ырă кун, хаклă çыннăмăрсем! Паян эсир иртенпе пулла кайма хатĕрленни курăнать.
Пирĕн кӳлĕре кашниех пулăç хатĕрĕсене тĕрĕслесе пăхĕ. Кам пулă туртса кăларĕ, кама телей çакланĕ. Çавăнпа ăмăртăва хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр.
Пулăçсем, куракансем алă çупаççĕ.
Ертӳçĕ: Паянхи пулăçсен ăмăртăвне хутшăнакансене ятран асăнса тухар-ха….
Кашнин ятне каланă хыççăн хаваслă музыка (туш) янрать, куракансем алă çупаççĕ.
Ертӳçĕ: Паянхи уява пур тинĕссен, юхан шывсен, океансен хуçи Нептун уçать.
М.Глинкăн «Руслан и Людмила» оперинчи Черномор маршĕ янрать, сцена çине Нептун хăйĕн свитипе тухать: шыврисем, тритонсем, пулăсем тата ытти юхан шыв чĕр чунĕсем.
Нептун: Эпĕ – авалхи Нептун. Ĕмĕртен пыракан йăлана тытса çулталăкри пĕр шăрăх кун çĕр çине тухатăп, сирĕнпе, çынсем, тĕл пулатăп. Шыва юратакансене, шывăн аслă тĕнчине пĕлекенсене салам манран! Паян пĕрремĕш хут вăлта тытса пулла килнисене те саламлатăп!
Куракансем алă çупаççĕ.
Нептун: Куратăп-ха, пулăç ăраскалне тĕрĕслесе пăхас текенсем чылайăн пухăннă кунта. Вĕсемшĕн пăлханса ларакансем те нумай залра. (Зала) Эпĕ те сире пăхам-ха, пулă тытакансене наградăлам-ха, тин вăлта тытнисене шыва кĕртсе ят хурас.
Ертӳçĕ: «Пулăç» хисеплĕ ята илтме хатĕррисене пĕр утăм маларах тухма ыйтатăп.
Ăмăртакансенчен халиччен пулă тытманнисем пĕр утăм маларах тухса тăраççĕ.
Нептун: Сире пурне те пулăç пулма халалласа сĕрекепе витетĕп. Нептунăн пулăшаканĕсем сĕреке илсе тухса ăмăртуçăсене витеççĕ.
Пулли нумай кĕтĕр тесе таса шывпа пĕрĕхетĕп. (Савăтран пĕрĕхет). Пулă пек йăмпăлтăк, çаврăнăçуллă пулма çак асамлă пулла тутансамăр тата.
Шыврисем тип пулă татăкĕсемпе хăналаççĕ пулăçсене.
Нептун: Халĕ вара, тин кăна пулăç ятне илнĕ çамрăк туссем, вăлтаçă кĕллине сирĕн «çапла пултăр» тесе çирĕплетмелле.
Вăлта çиппийĕ татăлсан та,
Килте арăм тарăхсан та,
Тухтăр гриппа хăратсан та
Пурпĕрех пулла эс кай.
Пурте: Çапла пултăр!
Нептун: Пулли татса тарсан та,
Туссене кăштах суйсан та,
Кунĕпе ăнăçмасан та
Пурпĕрех пулла эс кай.
Пурте: Çапла пултăр!
Нептун: Ырашпăтри кăна лексен те,
Кăртăш кăтăш лартмасан та,
Пачах ним тытмасан та
Пурпĕрех пулла эс кай.
Пурте: Çапла пултăр!
Нептун: Ватлăх туяпа çитсен те,
Юн пусăмĕ çӳле сиксен те,
Тӳрех васка эс çырмана,
Пыр, чуп пулă тытма.
Пурте: Çапла пултăр!
Нептун: Курăк ӳснине те илтĕн,
Ӳхĕ ахăрни хăратмĕ,
Куç хупми эсĕ çĕр каçăн,
Ларах эс пулă тытса.
Пурте: Çапла пултăр!
Нептун: Хулккăр тăтăш путтăр –
Эсир вĕт пурте пулăçсем.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăрту пуçланнине пĕлтерсе пулăç хулккине çĕклеме ыйтатăп.
Параппан çапнă май Нептун свитинчи пĕр чĕр чун мачта çине ялав вырăнне бутафор-хулкка çĕклет.
Нептун: Пулăçсем, итлĕр! Сире пĕлсе тăма: ăмăрту икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрĕнче пулăçсен май пур таран ытларах пулă тытмалла.
Унтан пулăсене виçсе çĕнтерӳçĕсене наградăсем паратпăр. Асăрхаттаратăп: 1 грамм пулă – 1 балл.
Çакăн хыççăн иккĕмĕш тапхăр пуçланать. Сирĕн чи пысăк пулă тытмалла. Ăмăрту вĕçленсен пуллăрсен вăрăмăшне çăварĕ патĕнчен хӳри вĕçлениччен виçсе çĕнтерӳçе палăртăпăр.
Нептун: Ăмăрту пуçланнине пĕлтерсе сире пурне те ăнăçу сунатăп, çыран хĕрринчи вырăнăрсене йышăнăр.
Хаваслă музыка янăрать. Нептун хăйĕн свитипе пулăçсене сцена çинчен ертсе каять. Сцена çине ертӳçĕ тухать.
Ертӳçĕ: Пĕрисем пулă тытса рехетленнĕ чух эпир те сирĕнпе тунсăхласа лармăпăр, конкурс ирттерĕпĕр. Кăмăл тăвакансене, икĕ çынна сцена çине хăпарма ыйтатăп. (…) Сирĕн умра икĕ витре, вĕсенче шыв. Унта виçĕ метрта витĕр курăнакан савăтсем. Эпĕ паллă парсан витресенчи шыва кашăкпа витĕр курăнакан савăта куçармалла. Çул çинче кашăкри шыва тăкатăр-и, çук-и, ку пĕлтерĕшлĕ мар. Витĕр курăнакан савăтсенче камăн шыв нумайрах – çав çĕнтерет. Эпĕ паллă парсан конкурс вĕçленет. Куракансене ăмăртуçăсене хавхалантарма ыйтатăп.
Конкурс вĕçленсен çĕнтерӳçе парне параççĕ. Ку конкурса темиçе хут та ирттерме пулать, кун пек чух камăн савăтĕнчи шыв нумайрах – çав çĕнтерет.
Ертӳçĕ: Аван иртрĕ конкурс. Халĕ сирĕнпе ваттисен сăмахĕсене аса илĕпĕр. Паллах, вĕсем шывпа çыхăннисем пулĕç. Тĕслĕхрен, шывăн турачĕ çук. Кам ытларах ваттисен сăмахĕсене пĕлет, çав çĕнтерет.
Конкурс куракансемпе иртет, çĕнтерӳçĕсене парнесем параççĕ.
Ертӳçĕ: Маттур, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлетĕр эсир. Атăл çинче мĕнле хуласем лараççĕ? Пĕлетĕр-и? Çакна эпир вăйăран пĕлĕпĕр. Эпĕ сире мечĕк персе парăп, сирĕн вара Атăл çинчи хула ятне каласа мечĕке мана тавăрса памалла.
Вăйă пырать. Вăйă вĕçленсен хула ячĕсене тĕрĕс калакансене (пĕр хулана икĕ хут калама юрамасть) шариксем парать.
М.Глинкăн «Руслан и Людмила» оперинчи Черномор маршĕ. Сцена çине Нептун хăйĕн свитипе тухать.
Нептун: Пулăçсен ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнине пĕлтеретĕп (свитăран пĕри шăхличрен шăхăрать). Халĕ чи пăлхануллă самант пуçланать – пулăсене виçсе ăста пулăçа саламласси…
Çакăн хыççăн конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Ăна тытнă пулăсен вăрăмăшне виçсе те ирттерме пулать, вăхăт пур пулсан пулăçсене тепĕр хут çыран хĕрне «хăвалама» та юрать. Вĕсем пулă тытнă вăхăтра Ертӳçĕ куракансемпе вăйăсем ирттерет.
 
: 814, Хаçат: 26 (1016), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: