Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СЫР ЯШКИ
Кирлĕ: 2 чĕлĕ шурă çăкăр, 1 пуç сухан, 2 шăратнă (плавленый) сыр, 3-4 çĕр улми, тăвар, пăрăç, укроп, олива çăвĕ.
Сухана тураса олива çăвĕ çинче ăшаламалла. Кастрюле шыв ямалла та вĕреме кĕрсен ун çине теркăпа хырнă шăратнă сыр ямалла. Шуратнă çĕр улмине яшка çине тураса ямалла. Пăрăç, тăвар хушмалла. Ăшаланă сухана çĕр улми пиçсе çитсен ямалла. Çăкăр татăкĕсене пысăках мар тăваткалсем çине турамалла та ăшаламалла. Хатĕр яшкана турилккесем çине ярса тухмалла, ăшаланă çăкăр тата туранă укроп хушмалла.
 
«ГРЕЦИ» САЛАТ
Кирлĕ: 2 хăяр, 3 помидор, 1 пылак пăрăç, 1 пуç сухан, 3-4 пиçнĕ çăмарта, вăррине кăларнă оливка, 200 г пĕçермесĕр тĕтĕмленĕ кăлпасси, брынза, ешĕл салат çулçи, типĕтнĕ базилик, олива çăвĕ.
Хăярпа помидора, сухана, пылак пăрăçа, оливкăсене, кăлпассине, сыра, пиçнĕ çăмартана турамалла. Салат çулçине алăпа таткаласа вĕтетмелле. Компонентсене хутăштармалла, олива çăвĕ, тăвар, базилик хушса лайăх пăтраштармалла.
 
ШАУРМА
Кирлĕ: 200 г ветчина е кăлпасси, 150 г сыр, 2 помидор, 3-4 маринадланă хăяр (корнишон), 100 г корейла кишĕр, 2-шер кашăк кетчуп тата майонез, 1-2 шăл ыхра, 2 çӳхе лаваш, ешĕл укроп.
Соус хатĕрлемелле: майонеза кетчуппа пĕрлештермелле те вĕтетнĕ укроп тата ыхра хушмалла, лайăх хутăштармалла. Кăлпассие, сыра, хăяра тата помидора турамалла. Лаваш листисене çурмалла касмалла та соуспа сĕрмелле. Кашнин çинех сыр, кăлпасси, хăяр, помидор тата корейла кишĕр хумалла, чĕркемелле те микрохумлă кăмакара 1 минут ăшăтмалла.
 
СОЧНИК – ТĂПĂРЧПА
Кирлĕ: 200 г услам çу е маргарин, 1 стакан сахăр песокĕ, 2 çăмарта, 8 кашăк кефир е хăйма, 1 чей кашăкĕ апат соди, кăшт тăвар, çăнăх; ăшлăх валли 500 г тăпăрч, 2 кашăк çăнăх, 3 кашăк сахăр песокĕ, иçĕм çырли.
Кирлĕ компонентсене пĕрлештерсе çемçе чуста çăрмалла. Ăшлăх валли кирлĕ ингредиентсене те хутăштармалла. Чустана йĕтĕрлемелле те стаканпа çаврашкасем касса кăлармалла. Кашнин çинех ăшлăх хумалла та хĕррисене чĕпĕтсе тухмалла. Духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле, пиçсен çиелтен сахăр пудри сапмалла.
 
«СЮЖЕТ» САЛАТ
Кирлĕ: 200 г краб ашĕ (палочки), 2 хăяр, 100 г сыр, ешĕл сухан, майонез тата тăвар.
Краб ашне, симĕс сухана турамалла, сыра теркăпа хырмалла. Пĕтĕмпех пĕрлештермелле, тăвар тата майонез хушса пăтраштармалла.
 
КОНСЕРВА ЯШКИ
Кирлĕ: 1,5 л шыв, 1 банка çупа хатĕрленĕ консервăланă сайра, 1 пуç сухан, 5-6 çĕр улми, тăвар, лавр çулçи, ешĕл укроп.
Çĕр улмине шуратса турамалла та вĕрекен шыва ямалла. Вĕреме кĕрсен вĕттĕн туранă сухан хушмалла. Консервăланă пулла икĕ пая пайламалла та пĕр пайне вилкăпа ирмелле. Яшка пиçиччен пĕр 5 минут маларах пулла – ирнине те, ирменнине те яшка çине ямалла, тăвар, лавр çулçи тата туранă ешĕл укроп хушмалла.
 
ОКРОШКА
Кирлĕ: 2 пиçнĕ çĕр улми, 4 пиçнĕ çăмарта, 200 г ветчина е кăлпасси, 2 хăяр, 2 л кефир, укроп, петрушка, симĕс сухан, тăвар.
Çӳлерех асăннă ингредиентсене турамалла та хутăштармалла. Турилккесем çине хурса тухмалла, кефир, тăвар, вĕттĕн туранă укроп, петрушка тата симĕс сухан хушмалла, пăтраштармалла.
 
ÇĔР ÇЫРЛИПЕ АБРИКОС ВАРЕНИЙĔ
Кирлĕ: 0,5 кг абрикос, 0,5 кг çĕр çырли, 1 кг сахăр песокĕ, 1 чей кашăкĕ корица (порошокли), 1 стакан шыв.
Çĕр çырлине тасатмалла, çумалла та типĕтсе илмелле, сахăр песокĕ сапса икĕ сехет лартмалла – сĕткенĕ тухтăр. Абрикоса çумалла та икке касса вăррисене кăлармалла. Икĕ сехет иртсен çĕр çырли çине 1 стакан шыв, абрикос хушмалла та вăйсăр çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле. Пуçтарăннă кăпăкне илсе тăкмалла та хупкăçпа витсе плита çинчен илсе лартмалла – сивĕнтĕр. Варени сивĕнсен ун çине корица хушмалла та асăрхануллăн пăтраштарса ярса каллех плита çине лартмалла, вĕреме кĕрсен 5-10 минут пĕçермелле. Варение вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултармалла, металл хупкăçпа хупласа пуçхĕрлĕ çавăрса хумалла. Сивĕничченех çапла тытмалла.
 
: 955, Хаçат: 26 (1016), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: