Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çуллахи вăхăтран лайăххи тата мĕн пур-ши – улма-çырла мĕн тĕрли кăна çук пуль, çи те çи тăраниччен. Витаминсемпе тата минералсемпе пуянскерсене хуть мĕн чухлĕ çисен те сиен пулас çук пек туйăнать. Анчах та ку чухне те виçине пĕлмелле иккен, унсăрăн сывлăха çирĕплетес вырăнне хавшатма пулать. Тутлипе усăллине мĕнле шайлаштарма пĕлмелле-ха? Диетологсен сĕнĕвĕсемпе паллашар-ха.
Çĕр çырли
Унра усăллă веществосем питĕ нумай, анчах та унран мĕн те пулин хатĕрленĕ чух вĕсенчен нумайăшĕн йĕрĕ те юлмасть. Çĕр çырли иммунитета çирĕплетет – тин кăна йăран çинчен пуçтарса илни те, ăна вĕретсе тунă шыв та. 100 грамм çĕр çырлинче 100 килокалори. Вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен çĕр çырлине ытлашши çимелле мар, аллерги пулма пултарать, вар витти пуçланма пултарать. Кунне çур килограмран ытла çимелле мар.
 
Хура çырла (черника)
Çут çанталăкри антисептик тата антибиотик, пектин веществисемпе пантотен кислоти вара веществосен ылмашăвĕшĕн лайăх. Куçсемшĕн усăллă, вар-хырăм, шăк çулĕсен чирĕсенчен профилактика тума аван. Юнри сахăра чакарать. 100 грамм хура çырлара 40 килокалори. Тин пуçтарнă çырлан варенирипе танлаштарсан усси самай пысăкрах.
 
Хура хурлăхан
Вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен хура хурлăхан çырлине çиме тăрăшмалла мар – унра улма-çырла кислоти нумай. Юн шĕвĕ маррисемшĕн те ăна çиме сиенлĕ. Хура хурлăханра пур эфир çăвĕсене пула хăш-пĕр çынсен аллерги пуçланма пултарать. Кунне 300 грамран ытла çимелле мар.
 
Хĕрлĕ тата шурă хурлăхан
Вĕсенче хура хурлăханрипе танлаштарсан аскорбин кислоти сахалрах, ун вырăнне хĕрлĕ тата шурă хурлăханра юн тымарĕсемшĕн усăллă тимĕр тата чĕрене çирĕплетекен кали нумай. Аппетита ӳстереççĕ, шыв ĕçес килнине ирттереççĕ, организмран токсинсемпе тĕрлĕ каяшсене кăларма пулăшаççĕ. Хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă çĕрнипе, гастритпа аптракансен ку çырласене çимелле мар. Пĕр кунра çимелли норма – 250-300 грамм.
 
Йĕплĕ хурлăхан
Веществосен ылмашăвĕ пăсăлнă-тăк, вар-хырăмпа пыршăлăх чирĕсем аптратаççĕ-тĕк – йĕплĕ хурлăхан çимелле. Çырларан сок хатĕрлесен аван – вăл веществосен ылмашăвне йĕркене кĕртет. Организмран йывăр металсен тăварĕсене тата радиоактивлă элементсене кăларать. Йĕплĕ хурлăханăн çитменлĕхĕ – организмран усăллă веществосене хӳсе кăларать тата шывсăрлатать.
 
: 843, Хаçат: 26 (1016), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: