Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Авалхи кĕпе хуçине тупас тесе эпир Çĕнĕ Ӳселĕнчен Беловка ялне (Аксу районĕ) çул тытрăмăр. Ватă çынсем каласа панă тăрăх 1919 – 1920 çулсенче Çĕнĕ Ӳсел çыннисен хушшинче пĕрне-пĕри ăнланманни палăрнă. Ял çыннисем виçĕ пая пайланнă. Пĕр пайĕ çĕнĕ вырăна – Ӳселпе Тимушкел хушшине куçса ларма калаçса татăлнă. Анчах та куçма Хусанти пуçлăхсем ирĕк пани кирлĕ пулнă. Чăвашсем хутсене тутарма хулана Иван Белова яма шутланă. Пĕчĕк пӳллĕскер, çирĕпскер, Иван шатра питлĕ пулнă. Çавăншăн халăхра ăна Шатра Ванькка тенĕ. Чăвашсем Белова хисепленĕ, тутарсем кăштах шикленнĕ те. Çĕнĕ Ӳселĕнчен Хусана çул çывăх мар – 240 çухрăм. Вăл вăхăтра çынсем тĕпрен илсен çуран, çăпата сырса çӳренĕ. Анчах вăл хăвăрт çĕтĕлнипе çула çынсем пĕрле темиçе çăпата илнĕ. Укçа пуçтарса тата темиçе мăшăр çăпата парса Белова Хусана ăсатнă. Кирлĕ хута тутарса Иван чиперех киле таврăннă.
1921 çулхи çулла Белов хăйĕн хуçалăхне çĕнĕ вырăна, Çĕнĕ Ӳселпе Тимушкел хушшине, Аслă Сĕнче шывĕн сулахай çыранне куçарнă. Ун хыççăн ытти чăвашсем те тапраннă, шывăн икĕ çыранне те ларса тухнă. Иван Белова чысласа яла Беловка тесе ят панă.
1930 çулта Беловка ял Советне Беловкăпа Алексеевка ялĕсем кĕнĕ. Беловкăра 474 çын, чăвашсем пурăннă. «Красное знамя» колхоза туса хунă тапхăрта пуянрах хуçалăхсене раскулачить тунă. Хăш-пĕрисем вырăнти влаçсем хĕсĕрленине чăтаймасăр Беловкăран тухса кайнă, çав шутра Беловсен темиçе хуçалăхĕ те пулнă. Ялта Николай Николаевич Белов çеç юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл фронта тухса кайнă та каялла килеймен. Мĕнпурĕ вăрçа Беловкăран 104 çын ăсаннă, вĕсенчен аллăшĕ çеç каялла таврăннă…
Вăрçă хыççăнхи çулсенче колхоз председателĕ пулса Николай Кудряшов тата Павел Погодин ĕçленĕ. 1950 çулта хуçалăха Н.Д.Герасимов ертсе пынă. 1965 çулта колхоз «Вперед», 1967-мĕшĕнче «Дружба» хуçалăхсемпе пĕрлешнĕ. Хуçалăха Габдулхай Ягудин ертсе пынă. Çак тапхăр Беловка историйĕнче интенсивлă социаллă аталану тапхăрĕ пулса кĕрсе юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнче колхоз икĕ хуçалăха уйрăлнă. Вĕсем: «Верный путь» тата «Чулпан» ятлă пулнă. Беловка кĕнĕ «Верный путь» колхоза ертсе пыма Александр Федорович Шуркина суйланă. Çак вăхăтра ялта çынсене лайăх пурăнма, пур енлĕн аталанма кирлĕ инфраструктура: соцкультбыт комплексĕ (колхоз правленийĕ, клуб, ялти библиотека, КБО, АТС), Аслă Сĕнчел урлă çĕнĕ кĕпер (1987 – 1990), тăррине витнĕ йĕтем, сысна ферми, ăшă гараж, АВМ, силос башнисем, тырă склачĕсем туса пĕтерсе хута янă. Александр Федорович ял çыннисене килти хуçалăхĕнче сухан туса илсе укçа ĕçлесе илме вĕрентнĕ. Вĕсен пурнăçĕ чылай лайăхланнă. Ял çыннисем чул çуртсем лартма, çăмăл автомобильсем, кирлĕ ытти япаласем туянма пуçланă. Ватă çынсем хăйсен юратнă председательне тав туса аса илеççĕ.
Александр Федорович Кивĕ Тимушкел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Совет Çарĕнчен таврăннă хыççăн пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе Красноярск крайне тухса кайнă, Шушари ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Анчах ăна ялан тăван çĕрелле туртнă. 1975 çулта яла таврăннă, колхозра ĕçлеме пуçланă, партин аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Трактор бригадин бригадирĕ, тĕп инженер пулса тăрăшнă. 1986 – 1993 çулсенче Шуркин «Верный путь» колхоза, унтан Кивĕ Тимушкелĕнчи куçса çӳрекен мехколоннăна ертсе пынă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Беловкăна Раççейри ытти пиншер ялсен шăпи пырса çапнă. Колхозниксенчен чылайăшĕ, ĕçсĕр юлнă хыççăн, айккинче ĕç шырама тытăннă. Ытти чылай пĕчĕк ялсем пекех ял пĕтме пуçланă темелле. Анчах Беловка çыннисем йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса ял пурнăçĕн çĕнĕ условийĕсене хăвăрт хăнăхса пынă. 1995 çулта хăйсен çурчĕсене газ, шыв, телефонсем кĕртнĕ.
Паян Беловкăра 112 кил, вĕсенче 364 çын пурăнать. Беловка – районти чи таса та тирпейлĕ ял шутланать. Çуртсем умĕнче тĕлсĕр-йĕрсĕр выртакан пĕр пĕрене тупаймăн. Вутăсене тирпейлĕн шаршанласа хунă. Ял çыннисем питĕ туслă. Ку ялта «манăн» е «санăн картиш» ăнлав çук, авалхи чăвашсен «ниме» сăмах пĕлтерĕшне аван пĕлеççĕ. Кам та пулин утă е вутă, ытти япала илсе килнĕ – чĕнмесĕрех пухăнаççĕ, пушатма, тирпейлеме пулăшаççĕ, çĕр улми лартма, çурт купалама, ытти ĕçсене пурнăçлама – каллех пĕрле. Уйрăмах ватă, пĕччен пурăнакансем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялти социаллă объектсем пурте уçăлнăранпах йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Клубăн малтанхи çурчĕ питĕ пĕчĕк пулнă. Унта зал, кинобудка, сулахай енче библиотека вырнаçнăччĕ. Клуб заведующийĕ пулса нумай çул Николай Петрович Шадрин ĕçленĕ. 1966 çулта ăна Елабугăри культурăпа çутĕç училищин режиссер уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă Вера Андреевна Дмитриева улăштарнă. 1967 çулта çĕнĕ çурт туса пĕтерсе хута янă. Унăн пĕр пайĕнче клуб, тепринче библиотека вырнаçнă пулнă. 1987 çулта ку çурт çунса кайнă. Кĕске вăхăтра ялта соцкультбыт комплексне туса хута янă, клубпа библиотека çак çурта куçнă. 2002 çултанпа ялти Культура çуртне Хусанти культура институчĕн оркестр уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ Тамара Леонтьевна Андреева ертсе пырать. Çав вăхăтрах вăл ача садĕнче музыкăна вĕрентме те ĕлкĕрет. Ăна илемлĕх ертӳçи Сергей Васильевич Уланов пулăшать. Культура çурчĕ çумĕнче хĕрарăмсен «Хозяюшка» клубне уçнă, баянпа гитара кружокĕсем ĕçлеççĕ, ачасен «Подросток» ансамбльне, «Хамăр ял» чăваш фольклор ансамбльне йĕркеленĕ. Уяв кунĕсенче кунта çамрăксен дискотекисем, тĕрлĕрен каçсем, КВНсем иртеççĕ.
Ялти малтанхи пуçламăш шкулта чăвашсен паллă поэчĕн Н.И.Полоруссов-Шеле пин ывăлĕ Александр Николаевич Полоруссов вĕрентекен пулнă. Кăштах вăхăт иртсен шкул çурчĕ çунса кайнă. Ун вырăнне çĕнĕ çурт туса лартнă. 1956-1996 çулсенче шкул заведующийĕ пулса Василий Романович Янилкин ĕçленĕ. Унпа пĕрле ачасене Ольга Кузьминична Кожеманова, Марина Васильевна Фомина, Мария Прокопьевна Селиванова вĕрентнĕ. 2009 çулта шкул «Верный путь» колхоз правленийĕн çуртне куçнă. 2011 – 2012 вĕренӳ çулĕнче унта 19 ача вĕреннĕ, ултă учитель ĕçленĕ: Любовь Владимировна Гаврилова, Татьяна Ивановна Бульбова, Любовь Ильинична Игнатьева – акăлчан чĕлхин учителĕ, Ольга Кузьминична Пименова, Елена Васильевна Кожеманова, Светлана Сергеевна Мелентьева – тутар чĕлхи учителĕ.
Вĕрентекенсем яланах пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ. Ĕçĕнче яланах инноваци технологийĕсемпе, Интернетри информаципе усă кураççĕ. Шкулта экранлă проектор пур. Пирĕнпе иртнĕ тĕлпулăва вĕренекенсем учительсемпе пĕрле тĕплĕн хатĕрленнĕ. Класс тулашĕнчи мероприятире чăваш тĕрри пирки кăсăклине нумай каласа пачĕç, хăйсен ĕçĕсене: тĕрленĕ салфеткăсемпе ал-шăллисене, хăйсем ăсталанă пуканесене кăтартрĕç.
Ялта пĕрремĕш библиотекарь Зинаида Алексеевна Селиванова (Наумова) пулнă. 1981– 2009 çулсенче библиотекăра Нина Владимировна Кожеманова ĕçленĕ. Халĕ кунта Евгения Ивановна Кожеманова тăрăшать. Кĕнеке фончĕ 6000 экземпляр.
Медицина пунктĕнче фельдшерта нумай çул З.В.Константинова ĕçленĕ. Ун хыççăн фельдшер пунктне 25 çул Валентина Степановна Селиванова ертсе пынă. 2010 çулта ăна Зоя Ивановна Евлампьева улăштарнă. Ача сачĕн заведующийĕнче Людмила Трофимовна Ярославлева ĕçлет. Ăна Алевтина Ивановна Ваструкова воспитательница пулăшать. Халĕ садике 13 ача çӳрет. Ялта харпăр çынсен икĕ лавкки ĕçлет.
Беловкăра чăвашсен паллă поэчĕ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи пурăннă. Вăл 1881 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Ӳселĕнче çуралнă. 1891– 1895 çулсенче Кивĕ Мăкшелĕнчи земски училищинче вĕреннĕ, 1905 çултанпа ылтăн шыракан вырăнсенче чукун çул рабочийĕ пулнă. 1907 çулта унăн пирвайхи хайлавĕ Хусанта тухса тăнă «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Киле таврăнсан вăл Çĕнĕ Ӳселĕнче учительте вăй хунă. 1914 – 1915 çулсенче Шелепи Хусанта «Çарăмсанпа Хăнтăрча» этнографилле поэма тата «Чăваш ваттисем Константинополе никĕслени çинчен» хайлав пичетлесе кăларать. 1916 çулта ăна патша çарне илеççĕ, анчах сывлăхĕ япăхланнипе вăл часах киле таврăнать. 1918 çулта чухăнсен комитечĕн членĕнче, ял Совет секретарĕнче, Кутуш вулăс ĕçтăвкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ. 1922 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, хăйĕн драмкружокне уçнă. 1926 çулта Шелепи хăйĕн хайлавĕсен пĕрремĕш сборникне пичетлесе кăларнă. 30-мĕш çулсенче унăн сăввисене вырăсла куçараççĕ. 1931 çулта поэта пысăк инкек пырса çапнă – вăл суккăрланнă. 1934 çулта ăна СССР Писательсен союзне йышăннă, тепĕр икĕ çултан «Чăваш халăх писателĕ» хисеплĕ ята панă. Тата тепĕр икĕ çултан вăл «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ. 1943 çулта унăн сăввисен ярăмĕ пичетленнĕ. Поэт, чылайччен чирлесе выртнă хыççăн, 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă.
Беловка çыннисем хăйсен ентешĕпе мăнаçланаççĕ. Ку ялта физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Васильевич Янилкин, хими наукисен докторĕ Виталий Васильевич Янилкин, Алена Селиванова çыравçă, Иван Яковлев скульптор, Шупашкарти «Трансгазсервис» директорĕ А.В.Уламасов çуралса ӳснĕ.
Авалхи чăваш кĕпин хуçине çавах та тупма пултартăмăр эпир – ялти библиотекарь пулнă, чăваш халăх поэчĕн Н.И.Полоруссов-Шеле пин тăван йăмăкĕн мăнукĕ Нина Владимировна Кожеманова иккен вăл. Ку кĕпене Евдокия кукамăшĕ ăна 20 çул тултарсан парнеленĕ. Йăла тăрăх, çемьери çак реликви ăруран ăрăва куçса пынă. Кукамăшне ăна хунямăшĕ панă, хунямăшне – унăн хунямăшĕ. Евдокийăн ывăлĕсем ир вилнĕ, пĕр хĕрĕ кăна тăрса юлнă, çавăнпа та кукамăшĕ çак кĕпене мăнукне парнелеме шутланă. Пĕррехинче Нина Течче кайса килнĕ. Унти музейре вара шăп çакăн пек кĕпе курнă. Кам çĕленĕ-ши ăна – никам та пĕлмест.
Вĕрентекенсем.
Вĕрентекенсем.
Н.В.Кожеманова.
Н.В.Кожеманова.
 
: 1046, Хаçат: 26 (1016)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: