Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН та «Вăхăт пĕлтерĕшĕ» обществăлла юхăм ирттерекен «Фронтран çырусем» Пĕтĕм Раççей акцине хутшăннă. Мероприяти июнĕн 22-мĕшĕнче Çĕнтерӳ паркĕнче Ĕмĕрлĕх çулăм умне чечек хунипе пуçланнă. Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янранă май, хастарсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксемпе командирсен çырăвĕсен копийĕсене паркри çынсене валеçсе панă. Пухăннисем виç кĕтеслĕ çырусене интересленсех, куçран куççуль кăларса вуланă. Çĕнтерӳ паркĕнче пуçланнă мероприяти кăнтăрла 13 сехетрен 15 сехетчен пынă, кайран каçхине 17 сехетрен тытăнса 19 сехетчен Бауман урамĕнчи сехет патĕнче малалла тăсăлнă. Çырусене «Çĕнтерӳ мемориалĕ» музейран тата «1941-1945. Пуç хунă паттăрсем калаçаççĕ» кĕнекерен илнĕ-мĕн. Кун пек акцисем çав кун Мускав, Красноярск, Саратов, Волгоград, Курган тата ытти хуласенче те иртнĕ.
НУРЛАТ районĕнчи Ерепьел ялĕ çак кунсенче – 220, шкулĕ – 100 çулхи юбилейне паллă тунă май пысăк праçник иртнĕ. Ерепьелсене уяв ячĕпе саламлама нумай çын пуçтарăннă çав кун. Ĕçре палăрнă çĕр ĕçченĕсене, ытти ĕç çыннисене, педагог-ветерансене , чи ваттисене, хастарсене пурне те Нурлат район администраци пуçлăхĕн Н.Шараповăн, вырăнти ЧНКЦ, вĕрентӳ, ял хуçалăх уйрăмĕсен ячĕсенчен Тав хучĕсем парса чысланă. С.Алипова предприниматель шкулта вĕренекенсене, килес çул пĕрремĕш класа каякан ачасене – çемçе теттесем, педагог-ветерансене чей сервизĕ парса чысланă, ытти спонсорсем те пушă алăпа килмен. Вырăнти «Шăпчăк», Уксăмлăри «Уксăм» ансамбльсем, Ирина Красновăпа Ирина Сафандеева юрăçсем халăха хаваслă юрă-ташăпа савăнтарнă. Пермь облаçĕнчен ятарласа юбилея килнĕ, Ерепьелĕнче çуралса ӳснĕ Анатолий иерей пурне те пил панă çеç, тахçан кĕтнĕ çумăр çума та пуçланă. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Рахматуллин вара ял халăхне тата тепĕр ырă хыпарпа савăнтарнă – Ерепьел «Таса шыв» программăна кĕнĕ-мĕн. Унпа килĕшӳллĕн, çитес çул ялта шыв пăрăхĕсем хума тытăнаççĕ тата шкул строительстви (тен, Культура çурчĕпе пĕрле) те пуçланать.
АНАТ КАМĂРИ ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтĕрхи ырă йăлана малалла тăсса кăçал та декрет отпускĕнчи хĕрарăмсен пĕлĕвне ӳстермелли тӳлевсĕр курссем йĕркелет. Çамрăк аннесем парикмахера, ЭВМ операторне, «1С: Предприятие» смета ĕçне тата персоналпа ĕçлеме вĕренĕç. Занятисем сентябрьте кăна пуçланаççĕ пулин те курссене хĕрарăмсем январь уйăхĕнчех çырăнма тытăннă. 35 заявлени панă та ĕнтĕ. Кĕçех вĕсене конкурс ирттерсе суйласа илĕç. Сăмах май, пĕлтĕр кун пек курссем май уйăхĕнче иртнĕ.
***
Анат Камăра кун пекки хальччен пулман. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕ пĕрремĕш хут июнĕн 27-мĕшĕнче «Хĕрарăмсем çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» авточупу йĕркеленĕ. Илемлетнĕ автомобильсен колонни хулан тĕп урамĕсем тăрăх иртсе çынсене çул çинче хăрушсăрлăх çинчен манмалла маррине аса илтернĕ. Мĕншĕн тесен районпа хулари çулсем çинче кăçал пулнă 103 инкеке 12 ача лекнĕ, вĕсенчен 2-шĕ вилнĕ.
 
: 1318, Хаçат: 26 (1016), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: