Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ кăçал Мускавра мар, Шупашкарта иртрĕ. Нихçанхинчен лайăх хатĕрленнĕ чăвашсен тĕп хули çак уява. Шупашкар 500 çуллăхне халалланă паркри «Ĕмĕр» ятлă пурнăç юпи патĕнче ĕлĕкхи йăласене ирттернĕ хыççăн Чăваш Республикин районĕсенчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Белоруссирен килнĕ юрăпа ташă ансамблĕсем («Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансем) пĕр пысăк колоннăпа оперăпа балет театрĕ çывăхĕнчи юрă лапамĕ енне утрĕç. Кунта Акатуйăн тĕп вырăнĕ пулчĕ. Чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ капăр сцена сарлакăшĕпе тĕлĕнтерчĕ. Акатуй уявне йĕркелекен комитет пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Александр Иванов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов уява уçса пухăннă хăнасене чăвашла саламларĕç. Патшалăх гимнĕсем янăрарĕç. «Алран кайми аки-сухи» янăранă вăхăтра Акатуй ялавне республикăри хисеплĕ çынсем çĕклерĕç. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш Николай Угаслов пулни уйрăмах савăнтарчĕ.
Сăмах май, Республика кунне халалласа «ТУС» строительство компанийĕ июнĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски сали çывăхĕнче «КЕТРА» ятлă керамика заводне хута ячĕ. Çулталăкне 60 миллион кирпĕч кăларакан хăватлă конвейера Италирен илсе килнĕ, заводра нимĕç тата яппун технологийĕсемпе усă кураççĕ. 192 метра тăсăлакан кăмакаран тĕслĕ-тĕслĕ тата тĕрлĕ калăплă кирпĕч тухать, унсăр пуçне черепица тата брусчатка. Республика экономикишĕн ку пысăк усă пулать, мĕншĕн тесен маларах Чăваш Енĕн çакнашкал материалсене тулашран илсе кĕме тивнĕ. Завод продукцине кӳршĕ регионсене сутма палăртаççĕ.
Акатуй лапамĕнче вара юрăпа ташă кĕрлерĕ кăна. Спорт мероприятийĕсем те иртрĕç. Савăнакансем патне каярах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинчи вĕрентӳ комиссийĕн председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа пĕрле вĕсем вырăнти районсем хатĕрленĕ «этнояла» курса тухрĕç. Кашни район пĕрер «кил-çурт» капăрлатнă, хăйĕн тăрăхĕнчи халăхсен культурипе паллаштарать. Лайăххисен шутĕнче Çĕмĕрлепе Патăрьел, Елчĕк районĕсемччĕ.
Хăйĕн саламлă сăмахĕнче Михаил Игнатьев наци культури тата истори еткерлĕхĕ хальхи çĕршыв аталанăвĕнче уйрăм вырăн йышăнни, çĕнĕлле янăрани, çĕнĕ ăрушăн çывăх тата ăнланмалла пулни çинчен каларĕ. «Пирĕн малашне те чăваш халăхĕн ăс-тăн пуянлăхне аталантарса ламран лама куçарса пымалла. Çак çирĕп никĕсе çухатма пирĕн ирĕк çук», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Уяв концерт программипе малалла тăсăлчĕ. Каçпа йăлана кĕнĕ фейерверксен фестивалĕ пулчĕ.
Çакна та каласа хăвармалла. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан Шупашкарти Акатуй самай интереслĕрех тата анлăрах иртрĕ. Ăна ирттернĕ çĕре хула влаçĕсем тата патшалăх органĕсем хутшăнни килес çулсенче чăваш халăх уявĕ тата анлăрах пуласса шантарать.
 
: 852, Хаçат: 26 (1016)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: