Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕРТӲÇĔ УЛШĂННĂ
РФ Президенчĕн пулăшуçинче тăрăшнă Эльвира Набиуллина июнĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Банкне ертсе пыма пуçланă. Вăл çак постра Банка виçĕ срок ертсе пынă Сергей Игнатьева улăштарнă. Э.Набиуллина 1990 çултан шутласан Раççей Банкĕн çиччĕмĕш ертӳçи пулса тăнă.
ДЕФИЦИТ
Раççей регионĕсенчен нумайăшĕнче Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн представителĕсем автомобильсен регистрациллĕ паллисен запасĕ питĕ пĕчĕк пулни пирки калаççĕ. Регион кочĕ умне «1» хушни те проблемăна татса пама пулăшмасть иккен. Автомобильсен номерĕсен дефицичĕ уйрăмах Мускав хулипе Мускав облаçĕнче, Приморски тата Краснодар крайĕсенче, Пушкăртстанра палăрать. Ку ыйту çĕршывăн тĕп хулинче пуринчен те çивĕчрех. Çавăнпа та çывăх вăхăтра кунта «777», «797» тата «799» çĕнĕ кодсем хута кайма пултараççĕ. Çак ыйтупа çыхăннă приказăн проектне ШĔМре хатĕрленĕ те ĕнтĕ.
САВĂНТАРНĂ
Кăçал Раççейре пурĕ 860 пин çамрăк пĕрлехи патшалăх экзаменĕ панă. Çав шутран 754 пинĕ – кăçал шкул пĕтерекенсем.
4 пин ытла ача обязательнăй предметсемпе – математикăпа тата вырăс чĕлхипе – экзамена парайман. «Экзамена тытайманнисем пур пулин те, кăçалхи результатсем пире савăнтарчĕç. Регионсенче ППЭне йĕркене пăсмасăр, тĕрĕс ирттерме пуçлани куçкĕрет», – тенĕ РФ вице-премьерĕ О.Голодец Правительствăра ĕнер иртнĕ селекторлă канашлура.
ПУШАРА ХИРĔÇ РЕЖИМ
Хусанта Универсиада иртнипе июлĕн 1-20-мĕшĕсенче Тутарстанра пушара хирĕçле ятарлă режим пуçланать. Пушар тухас хăрушлăх пысăк вăрмансене шалти ĕçсен уйрăмĕсен ĕçченĕсем сыхлаççĕ. Вăрмансем урлă иртекен республика пĕлтерĕшлĕ автоçулсемпе федераллă трассăсем çинче пушар сӳнтерекен машинăсем дежурствăра тăраççĕ.
ШĂМАТКУН ПУЛАТЬ
Аксу чăвашĕсен Уявĕ июнĕн 28-мĕшĕнче пулать тесе пĕлтернĕччĕ иртнĕ номерте. Çак кунсенче ăна район ертӳçисем ырана куçарни паллă пулчĕ. Çапла вара кăçал Аксу районĕнче пурăнакан чăвашсен Уявĕ Аслă Сĕнчелĕнче июнĕн 29-мĕшĕнче иртет, 15.00 сехетре пуçланать.
 
: 985, Хаçат: 26 (1016), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: