– Ну, мĕнле, чирлеместĕн-и? – сывлăх сунас вырăнне ыйтрĕ Кавĕрле Катрашкин, каска çине юнашар вырнаçса.
– Чиперех çӳреп-ха.
– Ан парăн çав. Ан чирле, – тин алă тытрĕ Кавĕрле. – Атту чикĕ урлă каçнă вăхăтра йывăра килет.
– Чикĕ урлă тарма нихăçан та шутламан эп. Шутламастăп та. Тăвансенчен те çĕршыв тулашĕнче никам та çук. Узбексен чикки урлă сикме те, казахсенни урлă каçма та тĕлĕкре те тĕлленмен. Мана кунтах лайăх.
– Çапла-а-а, – сăмахне тăсрĕ Кавĕрле, – кун пирки шарламасса тăрăшатăр çав, ăшра кăна ĕмĕтленетĕр.
– Эс вара чикĕ урлă каçнă çын-и? – кулас килмен çĕртенех кулам пекки турăм эп.
– Турра шĕкĕр, чип-чиперех каçса кайрăм.
– Чикĕ çывăхĕнче те пулса курман эс. Салтакра пограничник та пулман. Ман пекех стройбатра тарланă. Хура пакунпа таврăнтăн. Чикĕ пирки лăпăртатса ларан тата! – хальхинче çилленсерех лаплаттарса хутăм эп.
– Чип-чипер каçса ӳкнĕ-ха Кавĕрле пиччӳ чикĕ урлă. Паян ши-ик! шăхăрса пурăнать.
– Шпион пултăн-и вара? – пат персе ятăм хам сисмесĕрех.
– Халь тин ĕнтĕ хăть шпион, хăть разведчик те. Каçнă – çавă паха.
Шухăша путрăм. Темиçе çул каярах пĕр вăхăт çухалса пурăнчĕ вăл. Нивушлĕ çавăн чухне пĕр-пĕр ют патшалăха лекнĕ? Разведчиках-ши? «Çĕпĕрте вăрман касрăм», – тенĕччĕ ун чухне. Вăрттăнлăх пулнă-ши ку? Калама юраман-ши?
– Эсĕ вĕт, манашкал, пĕр ют чĕлхе те пĕлместĕн. Мĕн тулкки сана чикĕ леш енне каçарнипе? – тапăнмаллипех тапăнма шутларăм эп.
– Ют чĕлхе пĕлни сана чикĕ урлă каçнă чухне пĕр-пĕр çăмăллăх парать тетĕн-им? Кĕтсех тăр! Хăть вунă чĕлхе пĕл – меллĕ самантра перет те ӳкерет. Вăт хĕрарăмсене çăмăлрах чикĕ урлă каçма. Арçынсем вĕсем чикĕ патне çывхарма пуçласанах тӳнме тытăнаççĕ. Тĕрĕс-тĕкел иртекенни сахал.
– Хĕрарăмсене ăçта та çăмăлрах çав, – сисмесĕрех Кавĕрле юхăмĕпе юхма пуçларăм пулас хам та. – Ак çула тухсан та, çула май пĕр-пĕр машина мана илмест, хĕрарăма, уйрăмах çамрăккисене, лартать те каять.
– Пире, арçынсене, леш усал шĕвекпе халь эс паклаттарса ларакан йытă çимен япала нумай чăрмантараççĕ. Çавсене пулах чылайăшĕ чикĕ çывăхĕнче йăванать те.
– Чикĕ урлă каçакан этем эрех ĕçсе те çăварне пирус хыпса тухас çук-ха, – хам мĕн шутланине персе ятăм эп.
– Ак эс хыпнă вĕт-ха. Кăштах сыпнă та курăнать.
– Эп чикĕ урлă каçакан çын мар.
– Халь миçере-ха эс?
– Утмăлпа пырап.
– Чикĕ патне çитнĕ ĕнтĕ! – чĕркуççирен хыткан аллипе шаплаттарчĕ Катрашкин. – Каçса каясси çеç юлнă.
– Мĕнле чикĕ?! – тарăхма пуçларăм эп.
– Пенси чикки, пенсие тухмалли чикĕ пирки калатăп ара.
Алăри пируса умри кӳлленчĕкелле пур пек вăйпа ывăтрăм.