Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-24 №№.)
– Ан пăшăрхан, кун пирки те эпĕ шутланă. Ача çуралсан академилле отпуск илетĕп. Манран уйрăлас темесен эсĕ те çав отпуска илĕн. Пирĕн пепке утакан пулсанах эпир вĕренĕве кӳлĕнĕпĕр.
Кирюк савнине ытама илсе хăй çумне ачашшăн чăмăртарĕ, хĕрӳллĕн чуп турĕ.
Çитрĕ кĕтнĕ кун. Мĕтри пиччĕшпе мăшăрĕ, Çинукпа Кирюк, Кавĕрле Тăрнапуçне çула тухрĕç. Ăшшăн кĕтсе илчĕç хаклă хăнасене тăван килĕсенче. Каç енне сулăнсан Ваççапа Верук, Кирюк пĕчĕк Петĕре йăтса кӳрше каçрĕç.
– Килĕр, хăнасем, иртĕр малалла, – кĕтсе илчĕç вĕсене Кĕтернепе Элекçей. Çинук аванах ӳснĕ Витюк шăллĕне аллинчен те ямасть куран – утьăкка сиктерет. Пĕчĕк шĕмпĕл аппăш аллинче йăл-йăл кулать. Ачасене ĕмкĕч хыптарса кайри пӳртри кравать çине вырттарчĕç. Вĕсем часах çывăрса та кайрĕç. Сĕтел хушшине ларнă самантра алăка шакăртаттарчĕç.
– Кĕрĕр, алăка питĕрмен, – кăшкăрчĕ малтинченех Элекçей.
Пӳрте Эрçюкпа Кулине, Кавĕрле кĕрсе тăчĕç.
– Эсир ялта пулсан та хусансенчен кая юлса çитрĕр, – ӳпкелешнĕн калаçрĕ Элекçей. – Хывăнăр та – сĕтел хушшине. Малтине мăн хырăмлă Кулине кĕрсе тăрсан Элекçей йĕплешмесĕр чăтаймарĕ.
– Эрçюк аванах тăрăшнă сана хĕрарăмах иккенне туйтарма. Хăçан çĕнĕ чун сирĕн килне килет-ха?
– Хам шутпа çак уйăх вĕçĕнче, – вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ Кулине.
Пурте сĕтел хушшине вырнаçсан, черккесене эрех ярсан Мĕтри вĕреннĕ çын тесе ăна сăмах пачĕç. Вăл ури çине тăрса кăххăм! тесе ӳсĕрсе илчĕ те:
– Йывăр вăхăтра пурăнатпăр эпир халь. Ĕç укçисем пĕчĕк, çавна пулах ача çуратасси паттăрлăха çаврăнчĕ Раççейре. Халăх йышĕ те çуллен чакса пырать. Экономика аталанăвĕ туйăнмасть. Çирĕм çул эпир пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăратпăр. Хальхи саманара йăх-несĕле ӳстерме çемьесем хăраса тăраççĕ. Ваççук пиччепе Верук аппана, аттепе аннене, часах ашшĕ-амăш пулса тăмалли Эрçюк шăллăмпа Кулине йăмăка йывăрлăхсене пăхмасăр ачаллă пулас тенишĕн чун-чĕререн саламлатăп. Сывлăхлă та тĕреклĕ ӳсчĕр сирĕн пепкĕрсем, хăвăр та сывлăхлă пулăр, вăл пулсан пурнăç та тулли пулать.
Черккесене пушатсанах Кирюкпа Çинук, Кавĕрле кăштах апат çырткаларĕç те кайри пӳрте тухрĕç. Кравать çинче Витюкпа Петюк тутисене чăплаттарса çывраççĕ.
– Эх, хăçан таврăнĕ-ши Маюк? Вăл таврăнсанах унпа пĕрлешсе çакăн пек шĕмпĕлсене çуратăттăмăр, – кулянать Кавĕрле.
– Ытла ан хуçăл-ха, Кавĕрле, Маюк ĕмĕрлĕхе кайман вĕт çар хĕсметне. Çĕртме уйăхĕнчех вăл, ак, Хусана куçăн мар вĕренме кĕме килет. Çавăн чухне эсир унпа тĕпĕ-йĕрĕпех малашнехи пурнăç пирки сӳтсе явăр. Вăл яла килсе амăшне курмасăр хĕсмете таврăнас çук. Тен, вăл амăш пĕчченлĕхне курса çартан яла таврăнĕ, – лăплантарать Кавĕрлене Çинук. – Эпир Кирюкпа пĕрремĕш курс экзаменĕсене ăнăçлă тытса иккĕмĕш курса куçсанах çуллахи каникулта мăшăрланма тĕвĕлерĕмĕр. Каникула килсенех туй тăватпăр.
– Кăна ĕненместĕп эпĕ, ман чĕрене пусарас тесе çеç эсĕ сăмах ваклатăн, – тавăрать Кавĕрле.
– Ĕненместĕн апла? Атя-ха, Кирюк, малти пӳрте, эсĕ те ут пирĕнпе пĕрле, Кавĕрле.
Çинукпа Кирюк алла-аллăн тытăнса малти пӳрте кĕрсен хĕрсе калаçакан хăнасем шăпăртланчĕç. Сăмах вĕсем çинчен пыни куçкĕрет. Çинук пăлханать, сăнĕ те хĕрелсе кайнă. Сĕтел хушшинчисем тĕлĕннĕн кĕтеççĕ хĕр мĕн каласса. Алла илчĕ вăл пăлханчăк кăмăлне.
– Юратнă аттепе анне, Мĕтри пиччепе инке, Эрçюк пиччепе Кулине аппа, эпĕ Витюка пĕрремĕш хут алла илсенех манра хамăн та анне пулас туйăм хăватлăн вăранчĕ. Эпир… мĕн… Кирюкпа пĕрремĕш курса вĕçлесен пĕрлешме сăмах татрăмăр… Эсир хирĕçлемесен…
– Аттепе анне, – тапратрĕ сăмахне Кирюк, – çак яваплă утăма эпир тĕплĕн шутларăмăр. Эпир вĕренме те пăрахмастпăр. Çинук ача çуратсан иксĕмĕр те пĕр çула академилле отпуск илетпĕр. Пирĕн пепке утакан-чупакан пулсан малалла вĕренме таврăнатпăр.
Пӳрте шăплăх пусса илчĕ. Сĕтел хушшинче ларакансем Çинукпа Кирюкран илтнĕ сăмахсене пуçĕсенче авăртаççĕ, ытла та кĕтмен сăмахсене илтрĕç-çке вĕсем. Шăплăха чи малтан Ваççа татрĕ.
– Ку, вăт, манла. Кирюк ывăлăм, эпĕ те вĕт сан аннӳ çине вăл вун тăххăра кайсанах авлантăм. Сирĕн йышăнăвăр та тем тесен те вăхăтлă. Çапла-и, Верук?
– Çаплине çапла-ха, кĕтмен çĕртен илтнипе çухалса кайрăм. Пур тапхăрăн та хăй вăхăчĕ пур. Кирюк ӳссе патварланнă, Çинук çырла пекех пиçсе çитнĕ. Эпĕ хирĕç мар.
– Ах Тур, Çинук, хăçан кĕтсе илĕп-ши тесе пурăнаттăм хĕрарăмлăх санра вăранасса. Ялан арçын ачасемпе вылянипе Кирюкпа иксĕр хушшăрта юрату чĕрĕлессе те шанман. Анчах çут çанталăк хăйĕнне илетех-мĕн. Савăнтартăн эсĕ мана паян. Шухăшăрсем каялла çеç ан çаврăнччăр. Сире эпĕ паянах пехил пама хатĕр, – йăл кулать Кĕтерне.
– Эпĕ те çавах, – тет Элекçей, – юратупа киленсе вĕренӳ çинчен çеç ан манăр.
– Ку, мĕн, ачасен урисене çунипе пĕрлех çураçу та иртрĕ-и? – тет Мĕтри пиччĕшĕ. – Атьăр-ха черккесене çĕклер çĕнĕ мăшăршăн! Пурнăç малаллах пырать вĕт, э?
Пурте черккисене шаккасах саламлаççĕ Кирюкпа Çинука, вĕсен телейĕшĕн тĕппи тăваççĕ черккисене.
Тепĕр кунне Мĕтрипе арăмĕн, Кирюкпа Çинук ячĕсемшĕнех мунча хутрĕç. Чăваш мунчинче хĕртĕнсе, тасалса тухнă хăнасем тепĕр ирпе Хусана вĕçтерчĕç.
 
* * *
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Арсен Ваганович Татулян доцента ректор патне чĕнтерчĕç. «Мĕскер амакĕ сиксе тухнă-ши?» – тесе пăлханса кĕчĕ вăл ректор пӳлĕмне.
– Салам, ирт çывăхарах, лар мана хирĕç, – сĕнчĕ пуçлăх. – Пĕлетĕн-и, Арсен Ваганович, пирĕн çине яваплă телей йăтăнса анчĕ. Университета патшалăх хăйĕн заказĕпе тивĕçтерчĕ. Юлашки вăхăтра халăхра лейкоз текен чир хăвăрт сарăлса пырать. Ахаль сăмахсемпе каласан, çыннăн юнĕнче хĕрлĕ шариксен шучĕ хăвăрт ӳснипе чирли пысăк асап тӳссе пурнăçран уйрăлать. Вăт çав чире чарма пире эмел ăсласа тупма шанаççĕ. Паллах, университетăн фармакологи лабораторийĕн хăватне шута илнĕ пулас. Заказа эпĕ йышăнтăм, санăн тивĕçӳ – чи лайăх вĕренекен студентсенчен ятарлă ушкăн йĕркелесе ĕçе пуçăнасси. Ушкăн ĕçне паллă ăсчахсене явăçтарма пултаратăн. Ертӳçи эсĕ пулатăн. Асăрхаттаратăп, пирĕн университетсăр çак ĕçпех фармакологи фабрикинче те ушкăн йĕркелеççĕ. Ушкăна йĕркелеме сана пĕр кун срок. Ăнланмалла-и?
– Веçех ăнлантăм. Ĕçшĕн пире вара хушса тӳлеççĕ-и?
– Ан пăшăрхан, вĕренӳ кунĕ вĕçленсен çур çĕрчченех ĕçлеме пултаратăр.
(Малалли пулать.)
 
: 818, Хаçат: 25 (1015), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: