Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майнинчи Культура çуртĕнче нумай çул ĕçлекен Людмила Павловна Никифоровăна кӳршĕлле районсемпе ялсенче пĕлмен çын сахал-тăр. 40 çул сцена çинче тăрăшать вăл. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннисем кăна çапла пĕр вырăнта нумай çул ĕçлеме пултараççĕ-тĕр.
Людмила Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинче ташăсем ташланă вăл. 1970 çулта Савгачевăри вăтам шкула пĕтернĕ хĕр. «Савгачево шкулĕнче музыкăпа Лев Николаевич Максимов вĕрентетчĕ. Клубра ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталья Сергеевна Леонтьева ташлама вĕрентрĕ», – аса илет халь Людмила Павловна. Шкул хыççăн пĕр çул тăван ялĕнчи клуб заведующийĕнче тăрăшнă вăл. 1972 çулта Чăваш Майни йĕкĕтне Вячеслав Никифорова качча тухнă.
1974 çултанпа Чăваш Майнинчи Культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи пулса тăрăшать вăл. 1982 çулта вăл тăрăшнипе Чăваш Майнинче фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Ушкăн малтан «Уяв» ятлă пулнă, каярах ун ятне улăштарса «Шуçăм» теме пуçланă. Палăртса хăвармалла: чăвашмайнисем кăтартнă чăвашăн туй йăли-йĕркине Хусанти телевидени те ӳкерсе илнĕ.
Виçĕ ача амăшĕ пепкисене ӳстернĕ май ĕçлеме те, Елабугăри культурăпа çутĕç училищине куçăн мар майпа вĕренсе пĕтерме те ĕлкĕрнĕ. Тăрăшулăхне курах Людмила Павловнăна 2003 çулта «ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă.
Людмила Павловна питĕ тăрăшуллă çын, халăхпа ĕçлеме пĕлет. Вăл хăй ертсе пыракан ушкăна çӳрекен хĕрсемпе каччăсене чĕререн тав тăвать. Кăçал февраль уйăхĕнче вăл 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна саламлама хăнасем чылайăн килнĕччĕ: районти культура уйрăмĕнчи методистсем, ялсенчи культура ĕçченĕсем, Алексеевскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Русская песня» ансамбль, Пӳлерти Культура çурчĕ çумĕнчи «Радуга» ташă ансамблĕ… Пĕрле ĕçлекенсем, Чăваш Майнинчи шкулта вĕренекенсем, вырăнти сăвăçсем Людмила Павловнăна саламларĕç.
Л.Никифорова ертсе пыракан «Шуçăм» ушкăн кашни мероприятирех чăваш юрри-ташшисемпе савăнтарать: Хусанта та, районсенче те, Нурлатра çуллен иртекен республика Уявĕнче те, Акатуйсенче те, Учӳкра та… «Шуçăм» пĕлтĕр хăйĕн 30 çулхи юбилейне уявларĕ. Çак тапхăрта ушкăн мĕн чухлĕ тав хучĕ, диплом илмен-ши – шучĕ те çук. Малашне те вĕсен шучĕ ӳссе кăна пырасса чĕререн шанса тăратпăр, Людмила Павловнăна тата «Шуçăм» ушкăна ăнăçусем, çитĕнӳсем сунатпăр.
 
: 1474, Хаçат: 25 (1015)

Комментарисем:

Татьяна (2013-07-01 17:22:04):
Лев Михайлович Максимов ,Николаевич мар

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: