Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕНРЕ июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Халăхсен хушшинчи VI фейерверксен фестивалĕ пулать. Республика кунне халалланă шоуна Шупашкартан, Мускавран, Санкт-Петербургран, çавăн пекех Белоруссипе Литваран командăсем хутшăнаççĕ. Фестиваль яланхи вырăнта – Атăл хĕрринче иртет.
Чăваш Республикинче чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала пĕр медиа-холдинга пĕрлештереççĕ. Çапла тума ЧР Правительствин июнĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче йышăннă. Çапла вара «Хыпар», «Атăл-Волга» Издательство çурчĕсене тата «Тантăш» хаçата улшăнусем кĕтеççĕ. Вĕсем пурте республикăра тăван чĕлхепе тухакан тĕп кăларăмсене кун çути кăтартаççĕ. ЧР информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министрĕ В.Андреева каланă тăрăх, чăвашла кăларăмсене пĕр холдинга пĕрлештерни пурлăхпа эффективлă усă курма, бюджетлă укçа-тенке перекетлеме, паха хаçат-журнал кăларма май парать. Шел пулин те, редакцисен штачĕсем те кĕскелеççех ĕнтĕ.
Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищи Чăваш Енре хисеплĕ, чыслă вырăн йышăнать. Акă ĕнтĕ 84 çул хушши вăл профессиллĕ музыкантсене вĕрентсе кăларать. Çак тапхăрта 3799 специалист пĕлӳ илнĕ унта. Хальхи вăхăтра училищĕре 181 студент вĕренет. Çак кунсенче асăннă вĕренӳ заведенине кăçал пĕтернисене диплом панă, чаплă мешехене ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ В.Ефимов та хутшăннă.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ Раççей кунĕнче, июнĕн 12-мĕшĕнче, 84 ача – 47 ывăлпа 37 хĕр çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем пурте «Раççей кунĕнче патриот çурат» акцие хутшăнакансем пулса тăнă. Асăннă акци регионта çиччĕмĕш хут иртнĕ ĕнтĕ. Акцие пĕтĕмлетсен пĕр çемьене приз – «УАЗ Патриот» автомобиль параççĕ. Облаçăн сывлăх сыхлав министрĕ В.Караулова REGNUM ИА корреспондентне пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр çак кун регионта 71 ача çуралнă. 2005 çултан пуçласа ача çуратаслăх 25 процента ӳснĕ. «Раççей кунĕнче патриот çурат» акцие июлĕн 8-мĕшĕнче – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пĕтĕмлетĕç.
ПУШКĂРТСТАНРА пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче вĕренекенсен тумне пырса тивекен требованисене çирĕплетнĕ. Паллах ĕнтĕ, шкул тумĕ санитарипе гигиена нормисене пăхăнса тăмалла. Нормативлă документра тумтирĕн стилĕ, тĕсĕ, аксессуарсем пуррипе çукки, тумăн вăрăмăшĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Постановлени кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕрет.
Июнĕн 14-16-мĕшĕсенче кăна Пушкăртстанри вăрмансенче çичĕ пушар тухнă. «Хĕрлĕ автан» хуçаланнă лаптăксен калăпăшĕ 9 гектара яхăн. Пушар тухнин сăлтавĕ – çынсем вут-кăварпа асăрхануллă пулманни тата аçа çапни.
ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔ. Пушкăртстанра çеç мар, Чулхула облаçĕнче те ку эрнере пушар тухнă. Выкса районĕн вăрманĕсенче вут-çулăм алхасма пуçласан «Звездный» ача-пăча лагерĕнче канакансене эвакуацилеме тивнĕ. Телее, пушара ытларикун сӳнтерме май килнĕ.
 
: 1553, Хаçат: 25 (1015), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: