Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аван-и ку е çук, кăçал республикăра пăшаллисен шучĕ тата 400 ӳснĕ. Пăшал туянмалли сăлтавсем вара
иккĕ-мĕн. Пĕрремĕшĕ, сунар чун киленĕвĕ пулни, иккĕмĕшĕ (ку ĕнтĕ травматикăлла пăшал пирки) усал шухăшлисенчен кирлĕ вăхăтра хӳтĕленме хатĕрленни тесе пĕлтерчĕç ТР ШĔМĕнче çак кунсенче иртнĕ черетлĕ брифингра.
Пăшал авăрламан пулсан та çулталăкра пĕрре перетех тени ахальтен мар-тăр çав. Çавна курах ĕнтĕ пăшалпа усă курса тунă преступленисен шучĕ юлашки виçĕ çулта пирĕн республикăра та ӳсни сисĕнет. Кăçал пилĕк уйăхра кăна 12 тĕслĕхе шута илнĕ. Чăн та, Мускаври пек урам тăрăх персе çӳренĕ тĕслĕхсемех çук-ха хальлĕхе. Çапах та… Хулиганла шухăшпа травматикăлла е сунар пăшалĕсемпе усă курнах. Тĕпрен илсен, çак пăшалсен пурин те хуçи пур, урăхла каласан, республикăри шалти ĕçсен органĕсенче регистрациленнĕ.
ТР ШĔМĕн лицензипе ирĕк паракан тата детектив, сыхлав ĕçĕсене контрольлесе тăракан центрăн ертӳçи А.Кузнецов подполковник пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Тутарстанра 38 пин ытла çыннăн килĕнче пăшал пур-мĕн, вĕсенчен 8100-шĕ травматикăлли. Пĕтĕмпе учетра 70 пин пăшал. Çапах та халăх хĕç-пăшалланас енĕпе Тутарстан кӳршĕллĕ ытти республикăсемпе танлаштарсан чылай кайра. Пурĕ те 1,55 процент кăна (Ульяновск облаçĕнче 2,66 процент). Пăшаллисен шучĕ Тутарстанра сахалли республика питех вăрманлă маррипе, 1990 çулсенчи пек пĕр-пĕрне çуралнă кунпа е юбилейпе пăшал парнелес мода иртнипе çыхăннă, çапах та тĕп фактор та пур. ТР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшӳллĕн акă ĕнтĕ 18 çул законсăр çавăрнăшри пăшала хăйсен ирĕкĕпе кӳрсе парасси тӳлевлĕ. Урăхла каласан, полицие кӳрсе панă хуть мĕнле пăшалшăн та тӳлеççĕ. Хакĕ мĕнле пăшал пулнинчен килет. Калăпăр, тарпа перекеннисем 1000-3000, травматикăллипе газлисем – 500, сирпĕнекен веществосем, сирпĕтекен хатĕрсем – 2000, граната – 1500, патрон-таврашăн пĕр штукĕ – 20 тенкĕ (укçана счет çине 1–2 уйăхра куçараççĕ). Асăнса хăварар, кун пекки Раççейри ытти регионсенче çук. Полицире регистрацилемен пăшала тавăрса парас текенсен вырăнти шалти ĕçсен уйрăмне килсе заявлени çеç çырмалла.
Паллă ĕнтĕ, пăшалпа усă курса тунă преступленисем йĕрке хуралçисен çирĕп тимлĕхĕнче. ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав управленийĕн уйрăм начальникĕ В.Ефимов подполковник кун пеккисене пурне те тĕплĕн тĕрĕсленине пĕлтерчĕ. Шел те, хĕç-пăшал, сирпĕнекен веществосен, вăрçă хатĕрĕсен законсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ те кăçал 291 çитнĕ. Чăн та, пăшалпа вăрçă хатĕрĕсене туртса илнĕ тĕслĕхсем те нумайланнă.
Пăшал тетте мар, ăна туянакан яланах яваплă пулмалла. Хуть мĕнле пăшала регистрацилени кăна çителĕксĕр. Унпа асăрханса усă курнисĕр пуçне тата лайăх упрамалла та. Унсăрăн, усал шухăшлисем усă курсан пăшал хуçин те закон умĕнче явап тытма тивет вĕт. Пăшала çухатасси, манса хăварасси, вăрласси сайра тĕл пулакан пулăм мар пирĕн.
Универсиада çывхарнă май, килте пăшал пуррисене çирĕп тĕрĕсленинчен тĕлĕнмелли çук. Профилактика тĕллевĕпе полици сотрудникĕсем пăшал пуррисем патне ятарласа киле килсе сейфсене тĕрĕслеççĕ, спорт объекчĕсен çывăхĕсенче пурăнаканнисен пăшал сейфĕсене вара пичетлесех хураççĕ. Çавăн пекех пăшал сутакан лавккасен (вĕсем Хусанта 9) те Универсиада вăхăтĕнче тупăш пирки манма тивет, мĕншĕн тесен вĕсене полици çак вăхăтра хуть мĕнле пăшала та сутма хушман.
 
: 847, Хаçат: 25 (1015), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: