Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕшуçăмсем васкаççĕ
Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи çĕр ĕçченĕсем васкаса выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Районти выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма пĕтĕмпе 5 пин тонна утă кирлĕ-мĕн. Хальлĕхе кунта çуррине кăна хатĕрленĕ-ха. Çавна кура мĕнпур вăя пухса ĕçе тытăнмасан, выльăх апачĕсĕр юлма та пулать тесе шутлаççĕ кунта. Çакна асра тытса «В.С.Зубов», «М.И.Козлова» ХФХсем, «Кулон», «Татарстан» агрофирмăсем выльăх апатне хăвăртрах хатĕрлесе юлас шутпа васкаса ĕçлеççĕ.
Калчасене типĕре мĕнле хӳтĕлемелле?
Çуркунне çĕр ĕçченне çителĕклĕ нӳрĕк пулнипе лайăх тухăç илме шантарчĕ пулин те юлашки вăхăтра йăлт урăхла пулса тухрĕ. Республикăра вырăн-вырăнпа çумăр пачах çумарĕ е кăшт çеç ӳккелерĕ. Çанталăк типĕ тăнăран тăпрари нӳрĕк тăрук чакнипе калчасен тымарĕсем аталанаймаççĕ, çавна кура майĕпен ӳсеççĕ. Кунсăр пуçне шăрăхра хурт-кăпшанкă, çум курăкĕсем тата ӳсен-тăран чирĕсем аталанаççĕ. Кун пек условисенче калчасене мĕнле сыхласа хăварасси пирки çак кунсенче республикăри ултă районта васкавлă ларусем иртнĕ. Специалистсем унта çĕр ĕçченĕсене калчасене типĕ çанталăкра сыхламалли майсемпе паллаштарнă.
Утăра мар-им?
Çарăмсан районĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнман-ха тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Нумай вăхăт çумăр çуманнипе курăксем вăй илейменнипе те çыхăннă-тăр-ха çакă. Анчах нумай çул ӳсекен курăк шăрăх çанталăкра тата çăмăлланнине манмалла маррине аса илтереççĕ ял хуçалăх специалисчĕсем.
Кун пек лару-тăру пĕр районта кăна мар-мĕн, выльăхсене хĕл каçарма çителĕклĕ апат хатĕрлеме Менделеевск, Павлă, Ютаза районĕсенче те питех васкани сисĕнмест. Вĕсем те июнĕн 18-мĕшĕ тĕлне утта 500 тоннăран, сенажа 100 тоннăран ытла хатĕрлемен.
Чире пула ĕнесене пусаççĕ
Çарăмсан районне тепĕр инкек те çитнĕ, туберкулез чирне тупнăран мăйракаллă шултра выльăха пусма тытăннă. Аш-какай комбинатне 24 ĕнене ăсатнă та ĕнтĕ. Çитес вăхăтра тата 100 пуçа яхăн пăрăва пусмалла, чир тупнă вырăнта пĕтĕмпе 3 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх тесе пĕлтерет ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Ветеринарин тĕп управленийĕ.
Районта маларах та ĕнесем туберкулезпа чирленĕ тĕслĕхсем палăрнă-ха, нумай пулмасть ветеринари специалисчĕсем «Утямыш», «Кади», «Кара Чишма» хуçалăхсенче, «Черемшан» агрофирмăра тĕрĕслев ирттернĕ те хăрушлăх халĕ те пысăккине палăртнă. Çавна кура выльăхсене пусма янă. Сăмах май, туберкулезпа чирлĕ выльăха сыватма çук, çавăнпа вĕсене аша çеç яраççĕ. Мĕншĕн тесен туберкулез палочкисем сĕтпе е ашпа çынна та куçма пултараççĕ иккен. Çавăнпа кун пек ĕнесен сĕтне ĕçме юрамасть, унран типĕ сĕт, ашĕнчен вара тушенка кăна хатĕрлеççĕ.
Выльăх апачĕсĕр хăвармаççĕ
Саба районĕнчи выльăх тытакан харпăр хуçалăхсене типĕ çанталăка пăхмасăр утăпа тата тырăпа туллин тивĕçтерĕç тесе пĕлтереççĕ ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинчен. Кам мĕн чухлĕ апат илесси ял хуçалăх предприятийĕсене мĕн пысăкăш лаптăк çĕре арендăна панинчен килет-мĕн. Çаплах пенсионерсен выльăхĕсем те апатсăр юлмĕç тесе ĕнентереççĕ.
 
: 1237, Хаçат: 25 (1015), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: