Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шадриков пĕлтернĕ тăрăх, район кăçал çур акине вăхăтлă, кăлтăксемсĕр вĕçленĕ. «Ак Барс Дрожжаное» агрофирмăн Матак филиалĕнче те лару-тăру çаплах. Хуçалăх хирĕнче ытти çулсенчи пекех, сахăр чĕкĕнтĕрĕ (200 гектар), урпа (900 гектар), çурхи тулă (130 гектар), кукуруза (гектар) çитĕнĕ. Выльăх апачĕ валли 120 гектар курăк хутăшĕ те акса хăварнă. Çĕнĕлĕхсĕр те мар иккен, кунта кăçал пуçласа соя (150 гектар) акнă. Юлашки çулсенче апат-çимĕç промышленноçĕнче анлă усă куракан çак çĕнĕ культура мĕнле ӳсен-тăран пулнине хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен куçĕпе курса ĕненĕç çеç мар, ăна малашне мĕнле ӳстермеллине те вĕренĕç, чăн та, Матакăн хура тăпраллă хирĕнче ăнса пулсан.
Хуçалăхра опытлă механизаторсем, ишлĕ-матаксемех, тăрăшаççĕ. Кунтах нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Виталий Решетов, тĕслĕхрен, пенсире пĕр çул кăна мар ĕнтĕ, çапах та хăнăхнă ĕçе пăрахмасть-ха. Кăçал та акă хăйĕн хурçă учĕпе акана хутшăннă вăл.
Вырăнти хуçалăх ертӳçи В.Сурский (вăл та çак ял чăвашех): «Механизаторсем пирĕн хамăрăнах», – тесе мухтамасăр чăтаймарĕ. Район Акатуйĕ тăван ялта иртнине кура хуçалăх ĕçченĕсем тата тăрăшуллăрах ĕçленĕ-мĕн. Вăхăчĕ пĕрре те канмалли мар пулин те праçнике килсе курма самантлăха вăхăт тупнахчĕ хăйсем. Ака уявĕ çĕр ĕçченсемсĕр мĕнле пултăр-ха?
Хуçалăхра халĕ хĕрӳ тапхăр – утăçи, çавна кура А.Шумилов, О.Петрянкин, В.Желудкин, В.Шакин, Н.Тяхин, Н.Петрянкин, В.Казаков, Н.Несин, В.Ефрейторов механизаторсем, Г.Дунаев инженер, В.Кузнецов учетчиксем яланах иртен пуçласа каçчен ĕçре.
Çĕр ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, кун пек чух апатланмасăр ниепле те май çук. Икĕ яла пĕрлештерекен хуçалăх ку енпе ӳпкелешмест, столовăй ĕмĕртенех ĕçлет вĕт. Халĕ те хуçалăх поварĕсем В.Шумилова, И.Воробьевапа Л.Кузьмина механизаторсемпе хуçалăхăн ытти ĕçченĕсене куллен тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ. Вĕсем те хăйсен ĕçĕн ăстисем, иртен пуçласа каçчен столовăйран каймаççĕ. Пăтти-яшкине кăна мар, çисе тăранмалла мар тутлă çăкăрне те хăйсемех пĕçереççĕ. Ĕçченсене столовăйĕнче кăна мар, хире кайса та апатлантараççĕ. Сăмах май, Акатуй уявĕнче те вĕсен канма вăхăчĕ пулмарĕ, хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле уява килнĕ хăнасене тутлă апатпа сăйларĕç. Хуçалăхра тăрăшакансен ĕçĕ малашне те çапла ăнса пытăрччĕ, çĕр ĕçченĕ ĕçлеме кăна мар, тивĕçлипе канма та пĕлтĕр.
 
: 1050, Хаçат: 25 (1015), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: