Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРИ Раифа мăнастирĕ, Хусан Кремлĕ, «Елабуга» музей-заповедник, Сююмбике башня, Пăлхар хулашĕ, Свияжскри Успени мăнастирĕ, Благовещени соборĕ, «1000 çулхи Хусан лапам» «Россия 10» проекта хутшăнать. Раççей çыннисем çĕршыври чи илемлĕ архитектура палăкĕсене суйласа илмелле. Интернетри сасăлав тăрăх, хальлĕхе Кул Шариф мечĕт Атăлçи тăрăхĕнче 5-мĕш вырăнта. Уншăн 10russia.ru е 10россия.рф сайтсем урлă сасăлама май пур. Сăмах май, проекта мĕнпурĕ Раççейри чи хитре 700 ытла культура, архитектура тата ландшафт объекчĕ хутшăнать.
***
Пĕтĕм Раççейри Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче çакăн чухлĕ çĕнĕ çемье чăмăртанни пулман-ха хальччен, июлĕн 5-6-мĕшĕсенче çырăнас шутлисем ЗАГСа пурĕ 688 заявлени панă-мĕн. Вĕсенчен 209-шĕ Хусанта. Ахаль кунсенче туйсен шучĕ самай сахалрах иккен. ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ЗАГС Управленийĕн пуçлăхĕ Э.Зарипова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Çемье кунĕ тата паллăрах иртмелле. 25 çул пĕрле пурăннă 70 мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» обществăлла наградăпа чыслĕç, пĕлтĕр кун пеккисем 50 мăшăр кăна пулнă. Кунсăр пуçне 50, 55 тата 60 çул пĕрле пурăннă мăшăрсене те чĕнĕç. Вĕсене кашни районта, çав шутра тĕп хулара Хусанта та чыслĕç.
***
Июнĕн 22-мĕшĕнче «Кырлай» паркра «Пепкесем валли çуллахи театр» мероприяти иртет. Унта «Интерны» сериал çăлтăрĕ С.Пермякова хутшăнать. Мероприяти вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе ачасене тимĕр дефицичĕн (Раççейри ачасен хушшинче анлă сарăлнă) ыйтăвĕпе паллаштарĕç çеç мар, ачан рационне чи кирлĕ микроэлементсем кĕртсе мĕнле тĕрĕс йĕркелемелли çинчен каласа парĕç, апатлану енĕпе экспертсем консультаци парĕç. Ачасене спектакль кăтартнисĕр пуçне клоунсем савăнтараççĕ. Пĕчĕккисене конкурссемпе парнесем кĕтеççĕ, мероприяти ирхине 10 сехетре пуçланать.
***
ЕШĔЛВАР хулинче çак кунсенче çурт çумĕнчи чиркӳ ĕçлеме тытăннă. Храм унчченхи клуб çуртĕнче вырнаçнă, çитес вăхăтра ун çумĕнче инвалидсемпе ватă çынсем валли «Обитель Утешения» учреждени те уçăлать (хальхи вăхăтра çурта çĕнетсе юсас ĕç пырать). Чиркӳре пĕрремĕш кĕлĕ ирттернĕ те ĕнтĕ.
***
НУРЛАТРИ 3№ шкулти 25 вĕренекен çуллахи каникул вăхăтĕнче вырăнти кирпĕч заводĕнче ĕçлеме кăмăл тунă. Вĕсене унта районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вырнаçтарнă. Ачасем кирпĕч заводĕнче пĕрремĕш çул кăна ĕçлемеççĕ-мĕн. Сăмах май каласан, кунта ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, çитменнине планĕ пысăк. Кашни ача кунне 1000 штук кирпĕч транспортер çине вырнаçтармалла. Енчен те ытларах-тăк, 3 преми парăнать. Çавăнпа ачасем уйрăмах тăрăшуллă. Паллă ĕнтĕ, вĕсен ĕçне мастер пăхса тăрать çеç мар, хăрушсăрлăх çинчен те аса илтерет. Кашни ĕç кунне кунта шăпах инструктажран пуçлаççĕ-мĕн.
***
ХУСАН. «Казань-1», «Казань-2» чукун çул вокзалĕсенче июнĕн 18-мĕшĕнче Пассажирсен кунĕ иртнĕ. Мероприятире федераллă пассажирсен компанийĕн тата «Содружество» УАО хула çум пассажирсен компанийĕн представителĕсем çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.
 
: 1393, Хаçат: 25 (1015), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: