Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 16-мĕшĕнче çĕршыв медицина ĕçченĕн кунне паллă турĕ. Сывлăх хуралĕнче тăракансен професси уявĕ хăйсемшĕн кăна мар, вĕсем патĕнче сипленнисемшĕн те паллă кун. Çак кăткăс яваплă профессире çитĕнӳсем тунисене тав тума, ĕçтешĕсене хавхалантарма Тутарстан Республикинчи медицина ĕçченĕсен хушшинче «Врач года – Ак чәчәкләр» конкурс ирттереççĕ. Кăçал улттăмĕш хут çулталăк врачне тупса палăртрĕç, апла пулин те залра ларакансем те, номинантсем те чи пĕрремĕш хут иртнĕн хумханчĕç.
Универсиада Ялĕнчи Халăхсен хушшинчи информаци центрĕнче йĕркеленĕ чаплă лару-тăрăва «Первый каналăн» телетухтăрĕ Елена Малышева ертсе пычĕ. Конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕсен çĕнтерӳçисене наградăсем пачĕç. Унта РФ Правительство Председателĕн çумĕ Ольга Голодец тата ТР Президенчĕ Рустам Минниханов хутшăннă.
Кăçалхи конкурсăн тĕп уйрăмлăхĕ – унта хутшăнакансене пурне те, номинантсене те, çĕнтерӳçĕсене те чикĕ леш енчи çĕршывсен чи лайăх клиникисенче стажировка иртме грантсем пани пулчĕ.
Уяв каçне уçса ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов ĕçтешĕсене саламларĕ, профессие парăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ.
Рустам Нургалиевич вара çак чаплă каç информаци центрĕнче республика шайĕнче иртекен пĕрремĕш мероприяти пулнине палăртрĕ. Вăл Çĕнĕ Салманри врач амбулаторийĕнче ĕçлекен врач-терапевта Анвар Катеева ятарлă приз пачĕ – автомобиль уççи. Сывлăх хуралĕнче 38 çул тăракан тухтăр «Пĕрремĕш звенори чи лайăх врач» номинацире çĕнтернĕ. Вăл ĕçленĕ çĕрте ача çуратакан хĕрарăм вилни пулман, юлашки 8 çулта вара ачасем те вилмен.
Сывлăх сыхлавĕн легендине Алмас Ахунзянов ача-пăча хирургне чыслăхшăн, танлăхшăн тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани панăшăн палăртнă. Вăл ача-пăча хирургийĕнче 50 çул ĕçлет. Çак вăхăтра ачасене 50 пин ытла операци тунă.
«Çулталăкăн медицина ĕçченĕ» номинацире вара Мамадыш районĕн тĕп больницинче физиотерапевт кабинетĕнче вăй хуракан медсестра Любовь Мазилова, 9 ача амăшĕ, çĕнтернĕ.
«Тĕлĕнмелле пулăм» номинацие врачсен виçĕ ушкăнĕ хутшăннă, вĕсене пурне те çĕнтерӳçĕсем тесе йышăннă. Пĕвер трансплантацийĕн операцийĕшĕн (ТР РКБ), чĕре куçарса лартнăшăн (МКДЦ) тата тин çуралнă хĕр ачан ыйхă шăмми таврашĕнчи шыççа касса илни (ТР АРКБ). Çав хĕр ача халь 4 çулта.
Конкурсăн «Çулталăк врачĕ» тĕп номинацийĕнче Рафкат Тазиев врач-онколог çĕнтернĕ. Вăл ертсе пынипе 45 çул ытла кăкăр, вар-хырăм шыççисене операци тунă чух шанчăклă меслетсемпе усă кураççĕ тухтăрсем. Вăл хăй кăна 250 операци тунă, рак хирургине аталантарма пысăк тӳпе кĕртнĕ.
Медицина ĕçченĕсене професси уявĕпе «Голос» проект çĕнтерӳçи Дина Гарипова саламларĕ.
Уяв каçне, «Врач года –Ак чәчәкләр» конкурсра çĕнтернисене наградăланине «ТНВ» каналпа июнĕн 23-мĕшĕнче 14.00 сехетре курма пулать.
 
: 904, Хаçат: 25 (1015)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: