Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Уяв хыççăн уяв
Çулла çитсен республикăри тĕрлĕ районсенче пурăнакан чăвашсем тĕрлĕ уявсем ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ юлашки çулсенче. Кăçал та кăмăл пуррисен тĕрлĕ районсенчи мероприятисене хутшăнма пулать. Ак, тĕслĕхрен, июнĕн 22-мĕшĕнче Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкайра районти чăвашсем Уяв, июнĕн 23-мĕшĕнче Павлă районĕн чăвашĕсем Васькино-Туйраллă вăрманĕнче Çимĕк, июнĕн 28-мĕшĕнче Аксу чăвашĕсем Аслă Сĕнчелĕнче районти Уяв, июнĕн 29-мĕшĕнче Элмет районĕнчи Патраклăра Учӳк, Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче Хăят, июнĕн 30-мĕшĕнче Нурлатра Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Уявне, июлĕн 12-мĕшĕнче Çарăмсан районĕнчи Йăвашкелĕнче Сатур Яккăвĕ ячĕллĕ фольклор фестивалĕ ирттереççĕ.
«Чун çӳрев-2013»
Халăхăмăрăн авалхи тата хальхи историйĕпе кăсăкланакансем кăçал «Чун çӳреве» июлĕн 7-мĕшĕнче тухса каяççĕ. Маршрут çапларах: Шупашкар – Ульяновск – Шняево (Саратов тăрăхĕнчи чăваш ялĕ) – Волгоград – Элиста – Каспи тинĕсĕ – Пенза – Шупашкар. Хутшăнас текенсен 89276679323 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле.
Паспортпа çӳремелле
Хусанта Универсиада пуçланиччен шутлă кунсем юлнине тĕп хулара пурăнакансем çивĕчрех туйма пуçларĕç – урамсемпе ют çĕртен килнĕ волонтерсем çӳреççĕ, çĕнĕ форма тăхăннă полицейскисен шучĕ те самай ӳсни куçкĕрет. Водительсем вара Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн патрулĕсен шучĕ ӳснине палăртаççĕ. Çакă антитеррористла акцин репетицийĕ-мĕн. Автомобильсене хуть ăçта чарса водительсен докуменчĕсене тĕрĕслеме пултараççĕ. Енчен те камăн-тăр çул-йĕр правилисене пăснăшăн тӳлемен штраф пур-тăк, штраф 1000 тенкĕрен каярах пулсан ун çумне тата 1000 тенкĕ хушса параççĕ, 1000 тенкĕрен ытла пулсан – çав суммăна ик хут ӳстереççĕ. Сăмах май, халĕ тĕп хулара пурăнакансен хăйсемпе пĕрле яланах паспорт чиксе çӳресен аванрах пулни пирки аса илтеретпĕр.
 
: 898, Хаçат: 25 (1015), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: