Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çулталăк хĕрарăмĕ» республика конкурсĕн «Хĕрарăм-анне» номинацийĕн çĕнтерӳçисене, Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче пурăнакан Максимовсен туслă çемйине пирĕн вулакан лайăх пĕлет. Пултаруллă та пуçаруллă ентешĕмĕрсем нумай пулмасть тата тепĕр пысăк çитĕнӳ турĕç, май уйăхĕн 31 – июнĕн 1-мĕшĕсенче Пензăра иртнĕ «Атăлçин ăнăçлă çемйи-2013» фестиваль-конкурсра «Ырă чĕре» номинацире çĕнтерсе Диплома тата Андрей Первозванный фончĕн Хисеп хучĕпе «Аннелĕх сăваплăхĕ» медальне тивĕçрĕç.
«Атăлçин ăнăçлă çемйи-2013» фестиваль-конкурс Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ В.Бочкарев пуçарнипе тата РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ предcтавителĕ М.Бабич пулăшнипе иртнĕ. Кăçал унта 14 субъектран пурĕ 25 çемье (регионсенчи çĕнтерӳçĕсем) хутшăннă. Вĕсен йышĕнче иккĕшĕ Тутарстанран, Балтаси районĕнчи Зиятдиновсемпе Аксу районĕнчи Максимовсем. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчи обществăлла организацисен, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисенчен тăракан жюри виçĕ призера тата 10 номинацин çĕнтерӳçисене палăртнă. Тутарстансем пĕри те пушă алăпа таврăнман, Зиятдиновсем пĕрремĕш вырăн йышăннă пулсан, Максимовсем «Ырă чĕре» номинацире çĕнтернĕ.
– Регионти фестиваль-конкурса кашни районтан икшер çемье суйласа илнĕ. Аксу тăрăхĕнчен «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» номинацие Çирĕклĕри Васильевсем тата эпир «Ырă чĕре» номинацие хутшăнтăмăр, – каласа парать Татьяна Владимировна.
Максимовсене Атăлçи фестиваль-конкурсне яма ТР Президенчĕн социаллă ыйтусем енĕпе пулăшуçи Т.Ларионовăпа Çынсен прависен енĕпе Тутарстанри уполномоченнăйĕ С.Сабурская сĕннĕ пулин те Татьянăпа Михаил ниме пăхмасăр тăрăшман пулсан çĕнтерӳпе таврăнаймастчĕç-тĕр . «Эпир тĕллев лартнă-тăк, ниме пăхмасăр пурнăçлакан çемье. Пирĕн йăлтах хамăрăн: сценари, костюмсем, кĕвви», – шӳтлеççĕ хăйсем халĕ. Тĕрĕссипе, Тутарстана çакăн пек сцена çинче хӳтĕлесси (Хусантан хатĕрлентерме режиссер килсен те), калама çук йывăр-çке. Çитменнине тата хатĕрленме вăхăчĕ те Аксу чăвашĕсен питĕ сахал пулнă, пурĕ те икĕ эрне çеç. Яллă вырăнта слайд, портфолио хатĕрлесси пысăк чăрмав вĕт. Çапах та хăйсем тăрăшнипе кун пек лару-тăруран та тухнă Максимовсем. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар вĕт, Чистайра вĕренекен студент, Аксу каччи К.Лизунов слайд хатĕрленĕ пулсан, А.Ондиковпа А.Кубейкин юррăн оранжировкине çырса панă. Халăха социаллă пулăшу паракан «Нежность» центр (ертӳçи Р.Баширова) вара вĕсене Пензăна каймашкăн микроавтобус уйăрнă. Сăмах май, Татьянăпа Михаил фестиваль-конкурса хутшăнма ĕçпе, сĕнӳпе пулăшнă ентешĕсене пурне те чĕререн тав тăваççĕ.
Республика Максимовсене фестиваль-конкурса тăратнă чух усрав ачисем инвалидсем пулнине темшĕн палăртман. Тĕрĕссипе, ентешсем çакăн пек шайри мероприятире чирлĕ ача та шанăçсăр маррине кăтартасшăн пулнă-çке. Çапах та… Апла пулин те ваттисен пиллĕхĕпе пурăнса ачисене ӳстернине, усрав ачисем те вĕсен чунĕн пĕр пайĕ пулнине сцена çинче ĕнентерсе кăтартма кăна мар, хăйсем чăвашсем иккенне те пытарман. Çемйипех наци тумне тăхăнса тухнăcкерсем, юлашкинчен тăван чĕлхепе хитрен юрă шăрантарнă. Питех калаçайман усрав хĕрĕ Ангелина та сцена çинчен питĕ хитрен: «Папа, мама, люблю!» – теме пултарнах. «Ангелина хĕрĕмĕр сцена çинче çакăн пек калани пуринчен хытă савăнтарчĕ», – аса илеççĕ Максимовсем çав самантсене. Çĕнтерӳçĕсене Раççей эстрада юрăçи Д.Маликов саламланă-мĕн. Конкурс-фестиваль йĕркелӳçисем асăнмалăх мультиварка, ачисене кашнине пысăк çемçе теттесем парнеленĕ.
Икĕ куна тăсăлнă фестиваль-конкурсра Максимовсем питĕ нумай çемьепе паллашса туслашнă, вĕсенчен пĕри Самар облаçĕнчи Чекмаревсем (хăйсен 8 ачи пур пулсан та тата 26 ачана усрава илнĕ-мĕн). «Вăт ку çемье, ачана усрава илме шутлаканшăн çурт-йĕр пĕчĕк пулни чăрмав маррине ăнлантăмăр», – терĕ Татьяна Владимировна кун пирки. Уççăнах каламарĕç пулин те, Максимовсен çитес вăхăтра тепĕр тăлăха çемье ăшшине парнелес шухăш пуррине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку.
Саврăшпуçĕнчи пултаруллă çак çемье тунă çитĕнӳсемпе лăпланса лармасси те куçкĕрет, тĕслĕхрен, çемйипех Нурлатри Уява, Элметри Учӳка хутшăнма кăмăл тунине пĕлтерчĕç. «Ачасене аталантарас тесен тухса çӳремеллех», – теççĕ çеç. Мĕнех, ăнăçу вĕсене!
 
: 1667, Хаçат: 24 (1014), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: