Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хĕлле шăнса пăсăлнă ача урама ярăнма тухайманнишĕн çеç куляннă пуль, ыттишĕн мĕн хуйхăрмалли: шкула каймастăн, килте ятламаççĕ, тутлă чейсем ĕçтереççĕ… Атте-анне вара ачисем чирлесен канăçне çухатать: сивĕ шыв ĕçнĕшĕн ӳпкелет, çил çинче çӳрени, çĕнелсе таврăннă грипп вирусĕ… Чир мĕншĕн çакланнине ăнлантарса паракан сăлтавсене хăвăрт тупма пулать, анчах тĕрĕсех-ши вĕсем? Пĕлекен çынсем пĕтĕмпех тĕрĕс тесе калама васкамаççĕ.
Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсен шухăшĕпе ача иммунитетне çулла çирĕплетмелле. Çапла тусан çеç вăл хĕлле сахалрах чирлĕ. Чи малтанах çакна каламалла: çулла та кун йĕркине пăхăнмалла, каникулта тесе хĕвел пуç тӳпине çитиччен çывăрмалла мар, шкула çӳренĕ чухнехи пек вырăн çинчен тăмалла. Ирсерен апатланнă чух сĕлĕ пăттипе чĕрĕ çĕр çырли, сырлан çырли е хурлăхан çимелле (вĕсенче С витамин нумай, апельсин, мандаринринчен те ирттерет). Çакăн хыççăн сивĕ шывпа чӳхенмелле. Çан-çурăма сивĕпе пиçĕхтернĕ чух асăрхануллă пулмалла. Тӳрех çăл шывĕпе чӳхенме тăхтамалла, шыва майĕпен кунран-кун «сивĕтсе» пымалла, калăпăр, 20 градуса çитиччен.
Хĕвел çинче хĕртĕнес текенсен те асра тытмалли пур: 11-16 сехетсенче, уйрăмах шăрăх вăхăтра, юрамасть. Ача çине хĕвелтен хӳтĕлекен кремсем-гельсем темĕн хулăнăш сĕрсен те черчен ӳте хӳтĕлеймеççĕ. Хĕвел çинче пиçсе кайни ача организмĕшĕн стресс, ăна пула иммун системи те хавшать.
Шăрăх вăхăтра ачапа вăрманта, уйрăмах лăсăллă йывăçсем ӳсекен çĕрте, уçăлса çӳрени усăллă. Кун пек вăрманта сывлăш фитонцидсемпе пуян, вăл ӳпкешĕн, сывлăш çулĕсемшĕн питĕ усăллă. Çавăнпа ашшĕ-амăшне ачине тропика çĕршывĕсене илсе кайма ан васкăр тесе калас килет. Тропикăри климат кунтинчен пач уйрăлса тăрать: микробĕсем те урăхларах, апачĕ те килтинчен тĕпрен уйрăлса тăрать. Иммун системине çĕнĕ йĕркене, микрофлорăна хăнăхма питĕ йывăр, çирĕпленес вырăнне хавшать вăл кун пек чух. Çул çӳрев ăнăçлă иртсен те, инçетри çĕрсенчен таврăнсан сывлăх аптрамасан та хĕлле тропиксенче чăтса ирттернĕ стресс хăй çинчен аса илтерет.
 
: 1319, Хаçат: 24 (1014), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: