Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак сăмахсем ялта пурăнакан чăваш çемйисем çинчен пыраççĕ. Хулара пурăнаканнисем çинчен те мар, ял халăхĕ çапла хăтланать.
Элкел районĕнчи Анат Качаел çыннисем пĕтĕмпех вырăса тухасшăн пулас. Мĕн тăвăн, шкул та вырăсла шутланать. Юрать-ха чăваш чĕлхипе литература вĕренткелеççĕ.
Вĕренткелеççĕ тени тĕрĕс мар, паллах. Анчах та урăхла сăмах çук. Шкулта кăна учитель ăс панипе, килте чăвашла калаçмасан, ăçтан атте-анне чĕлхине юратма вĕренĕн? Шутласа пăхăр-ха, эпир те шкулта нимĕç чĕлхи вĕреннĕ. Анчах та нимĕçе тухман вĕт. Килте те калаçнă пулсан, урамра та юлташсемпе нимĕçле калаçса вылянă пулсан, çав чĕлхе пирĕншĕн сĕре çывăх пулĕччĕ.
Анат Качаел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ Нина Баканова ачасене чунне парса тăван чĕлхене юратма вĕрентет те çав. Чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас тесе кружоксем те ертсе пырать.
– Ачасем кăсăклансах çӳреççĕ кружока. Юрăсем, ташăсем вĕрентетĕп вĕсене. Тухьясемпе хушпусем тума пĕлетпĕр. Чăваш кĕписене вара ялсем тăрăх пуçтарса çӳретпĕр. Кашни районта хăйне тĕрлĕ кĕпесем. Вĕсен тĕррисене, мĕнлерех çĕленине пăхса хăш вырăнти кĕпе пулнине палăртатпăр, – тесе каласа парать Нина Николаевна Сиктĕрме-Хусанкай ялĕн клубĕнче иртекен курава илсе килнĕ япалисем çине кăтартса. – Çаплах тĕрлĕ шыравсем туса тишкерӳ ĕçĕсем ирттеретпĕр. Малтанах ĕçлеме йывăрччĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те чăвашла вĕрентесшĕн марччĕ. Халĕ вара хăйсемех чĕлхене вĕрентме, йăла-йĕркесем çинчен каласа памашкăн ыйтаççĕ. Чăвашла юрланине пирĕн шкулта пурте юратаççĕ. Вырăс учителĕсем те чăвашла юрлама пуçларĕç. Концертсем те лартатпăр.
– Эсир шкулта ачасемпе мĕнле чĕлхепе калаçатăр? – кăсăклантăм эпĕ яланхи пек.
– Пирĕн шкул вырăс шкулĕ шутланать. Çавăнпа та вырăсла калаçма тивет, – хуравлать учитель. – Урокра чăвашла калаçатпăр, паллах.
– Ашшĕ-амăшĕ чĕлхипе лайăхах калаçаççĕ-и вара?
– Мĕнле каламалла ĕнтĕ, вĕсем килĕсенче те вырăсла калаçаççĕ.
Çапла, халиччен чăвашла калаçман ача, çитменнине тата ашшĕ-амăшĕ те тăван чĕлхепе усă курмасан, мĕнле чăваш пулса ӳстĕр ĕнтĕ вăл? Юрать-ха учительсем пур. Нина Николаевна пек пĕтĕм чунне, вăйне парса чăваш чĕлхине вĕрентсен ача ашшĕ-амăшĕ чĕлхине сума сăвасси паллă.
 
: 1268, Хаçат: 23 (1013), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Микулай (2013-06-10 12:58:45):
Тăван чĕльхене манмасăр вырăс чĕлхине те пĕльмелле...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: