Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«КĔНЕКЕНЕ ИККĔМĔШ ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕ»
Майăн 30-мĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшĕччен Тутарстанра «Кĕнекене иккĕмĕш пурнăç парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Енчен те камăн-тăр килĕнче вуласа тухнă кĕнекесем – вĕренӳ кĕнекисем, илемлĕ литература е тĕрлĕ энциклопедисем – пур-тăк, вĕсене шкула парнелеме май пур. Паллах, кĕнекесем вулама юрăхлă, тирпейлĕ пулмалла, çĕтĕлсе кивелнисене йышăнмаççĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – шкул библиотекисен фондне тĕрлĕ литературăпа пуянлатасси, задачи – ачасене кĕнеке ытларах вулама явăçтарасси, гуманизмпа ыр кăмăллăх туйăмĕсене вăратасси, кĕнекене типтерлĕн упрама хăнăхтарасси. Акцие шкул ачисем кăна мар, аслисем те хутшăнма пултараççĕ.
КАÇПА ВĔРЕНТМЕÇÇĔ
Çак кунсем 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн питĕ хĕрӳ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар – пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем хĕрсех пыраççĕ пур çĕрте те. Çав вăхăтрах аслă шкулсем абитуриентсенчен заявленисем йышăнма хатĕрленеççĕ. Кăçалхи çĕнĕлĕх – вĕренекенсене аслă шкулсене федераллă информаци системи урлă илеççĕ. Абитуриентсем çĕнĕлĕхе пит туймĕç: пĕлтĕрхи пекех документсене «Абитуриент» информаци системи урлă йышăнаççĕ, ун пирки вара кашни шкул ачи лайăх пĕлет.
Хусанти федераллă университетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ С.Ионенко сăмахĕсемпе, кăçал асăннă вуз вĕренме кĕрекенсене 4995 бюджетлă вырăн сĕнет, пурĕ вара, коммерциллисемпе пĕрле, 10 пин абитуриента йышăнма хатĕр.
Кăçалхи тепĕр пысăк хыпар: ХФУра кăçалтан каçхи формăпа вĕрентме пăрахаççĕ, çакă вĕренес текенсем сахаллипе çыхăннă.
ЦЕНТР КИРЛĔ
Юлашки тăватă çулта Федерацин Атăлçи округĕпе илсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра Тутарстанри шкул ачисен команди 1-мĕш, Раççейре вара Мускав, Санкт-Петербург хулисем тата Мускав облаçĕ хыççăн 4-мĕш вырăнта пырать. Кăçал Тутарстан ачисем Раççейре виççĕмĕш вырăна хăпарма пултарнă.
Ку вĕренӳ çулĕнче Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса Тутарстанран 76 ача призер пулса тăнă. Çак эрнере ТР Президенчĕ Р.Минниханов халăхсен хушшинчи тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăннă ачасемпе, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. ТР вĕрентӳпе наука министрĕн шучĕпе ачасем тата та лайăхрах результатсем кăтартчăр тесен Шкул ачисене олимпиадăсене хатĕрлекен центр туса хумалла. Республика ертӳçи çак шухăша ырларĕ.
МАТТУР, МИХАИЛ!
Кăçалхи февралĕн 23-мĕшĕнче Владивостокра пуçланнă Универсиада факелне йăтакансен маршручĕ тĕрлĕ хуласем урлă иртсе Хусаналла кунран-кун çывхарса килет темелле. Иртнĕ эрнере вăл Санкт-Петербурга çитнĕччĕ. Факел йăтакансен хушшинче пирĕн йăхташăмăр, Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш шкулне пĕтернĕ, халĕ Камски патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕнче вĕренекен Михаил Григорьев та пур. Михаил çак чыса хăйĕн çитĕнĕвĕсене пула тивĕçнĕ. Маттур, ентешĕмĕр!
 
: 927, Хаçат: 23 (1013), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: