Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районне кĕрекен Аслă Сĕнчелĕнчи Зинаида Николаевна Карандаевăн пахчи шкул çумĕнчипе кăна мар, унти тирпейпе куç тĕлне пулчĕ. Чӳрече умĕнче ӳсекен виктори, кишĕр, сухан йăранĕсем, пахчан хĕррисене лаппăшĕпех лартнă вун-вун тĕрлĕ чечек… Кĕçех пахчара Зинаида Николаевна хăй те курăнса кайрĕ. Чечек калчисем лартать иккен вăл. «Пахчи темех мар пирĕн, ялта кашнин çавăн пек», – текелеме пăхрĕ пахчаçă. Çавах та çĕр ĕçне ытти çынсенчен самай лайăхрах пĕлнине кура (вăл профессипе агроном тата «Вĕрентӳри тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» значока тивĕçнĕ I категориллĕ учитель-биолог) хăш-пĕр вăрттăнлăх çинчен ыйтса пĕлмех шутларăмăр. Хăйĕн пысăках мар пахчинче мĕнпур çимĕçрен пысăк тухăç илни пирки ял çыннисем маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ пире.
– Вăрттăнлăхĕ-мĕнĕ…çĕре юратмалла тата ĕçлемелле, ĕçлемелле, ун чух тухăç та пулать, – йăл кулчĕ Зинаида Николаевна. Çакăн пек пĕлӳпе тата опытпа вăл кашни культурăн агротехникине лайăх чухланинчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. «Кĕркунне çĕр улми кăларсан ăна нихăçан та ана çинчен тӳрех тĕпсакайне е шăтăка хума васкамалла мар, – паллаштарать вăл пĕр вăрттăнлăхĕпе. – Пĕрер кун хĕвел çинче типĕтмеллех, çапла тусан тымар çимĕç çинчи кăмпа йышши чирсем пĕтеççĕ. Вăрлăх хатĕрленĕ чух та тимлĕ пулмалла, чир палли çук çĕр улмие кăна суйласа илмелле. Вăхăтран вăхăта вăрлăха улăштармаллах.
Купăста лайăх ӳстерес тесен вара ӳркенмелле мар, ăна вăхăтра шăварнисĕр пуçне хуртран сыхламалла. Купăста лĕпĕшĕ вĕçме тытăнсанах çулçăсене кашни кун лайăх пăхмалла. Хам эпĕ химикатсемпе питех усă курмастăп. Çавах та вăйлă шăрăхра пĕр хутчен ятарлă хатĕрсемпе сапатăпах, унсăрăн май çук.
– Зинаида Николаевна, сирĕн виктори те лайăх ӳсет, кунта та майне пĕлмелле-тĕр-ха? – ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.
– Виктори те хăйне пăхнине юратать. Пысăк тухăç сортран кăна мар, тĕпсене çĕнетсех тăнинчен те килет. Пĕр тĕп темиçе çул çырла пама пултараймасть, ватăлать. Çавăнпа манăн пĕр лаптăкрах тĕмсем тĕрлĕ çултисем. Пĕлтĕр кăна лартнисем кăçал вăй илеççĕ-ха, икĕ çул каяллахисем вара тухăç пама тытăнаççĕ. Çапла çĕннисене кашни çул кăшт-кăшт лартса пымалла. Капла тусан пĕр çул та çырласăр юлмастăр. Эпĕ, тĕслĕхрен, çак пысăках мар лаптăкран кун сиктерсе икшер витре çырла пуçтаратăп. Паллă ĕнтĕ, çырлан ĕçĕ нумай, кĕçех акă вĕсен уссийĕсем кайма тытăнаççĕ. Вĕсене вăхăтра татса тăмалла.
Каларăм ĕнтĕ, çĕр вăл ĕçленине юратать. Кашни çумăр хыççăн кăпкалатма (тăпра типшĕрсен) ан ӳркенĕр, çапла тусан ӳсен-тăран хăвăртрах ӳсет. Халăх мелĕ çинчен те манмалла мар. Пахчари çум курăка кăларса пăрахма ан васкăр, вĕсене вĕттĕн турăр та пысăк савăт çине тултарăр, ун çине шыв (пусăри те юрать) ярăр та виçĕ кун йӳçĕтĕр. Унтан пĕр литр курăк шывне пĕр витре ахаль шывпа хутăштарса мĕнпур пахча çимĕçе сапăр. Ку лайăх удобрени. Хупах тымарĕн шывĕ те ӳсен-тăрансемшĕн питĕ усăллă. Тата вĕлтĕрене вĕттĕн-вĕттĕн тураса ӳсен-тăрансен тĕпне пăрахсан та аван.
– Сирĕн чечексем питĕ нумай, вĕсене мĕнле пăхмалла?
– Ытла йăвă та нумай лартма тăрăшмалла мар. Эпĕ пионсене те, тĕслĕхрен, питех хунаса кайма памастăп. Кун пек тусан вĕсем парка ӳсеççĕ тата ытти чечексем валли те вырăн çителĕклĕ юлать. Пахчара 20 ытла тĕрлĕ чечек ӳстеретĕп. Юр кайсан чечеке лараççĕ те вĕсем пĕрин хыççăн тепри юр çăвичченех чечек çураççĕ. Калатăп вĕт, ним хăйне евĕрлĕхĕ те çук ман пахчара, Аслă Сĕнчелĕнче пирĕн килĕрен çапла. Пурте арбуз, дыня таранах ӳстеретпĕр, юлашки çулсенче ялта тата теплицăра тĕрлĕ çимĕç ӳстересси йăлана кĕчĕ. Ак халĕ хăшĕ-пĕрин хăярĕсем ĕлкĕреççĕ те ĕнтĕ. Çавăнпа лайăх тухăçăн пĕтĕм вăрттăнлăхĕ те ĕçлеме ӳркенменнинче кăна.
 
: 1060, Хаçат: 23 (1013), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: