Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тинех! Тинех пурнăçланчĕ Тутарстанри чăваш çыравçисен тахçанхи ĕмĕчĕ. Майăн 31-мĕшĕнче республикăмăрăн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакан калем ăстисем Алексеевски районĕнчи Пӳлере пуçтарăнса I учредительнăй съезд ирттерчĕç. Чи пĕлтерĕшли вара – ТР Чăваш писательсен союзне йĕркелерĕç. Мĕн чуль ĕмĕтленмен-ши вĕсем çакăн çинчен?! Нумайăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех калемне алран ямасăр çырнă, кĕнекесем те пĕрре мар кăларнă, анчах вăл тутар çыравçисен союзĕнче те, чăвашсеннинче те тăмасть. Шупашкарсем республика тулашĕнчи çыравçăсене «палламаççĕ», хамăр республикăрине кĕрес тесен унта паллакансем пулмалла, вĕсене рецензи çыртармалла… Кĕскен каласан – чăрмавĕ нумай. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Тутарстанри чăвашсем те ТР Писательсен союзĕ çумĕнче хăйсен секцине йĕркеленĕ пулнă-ха. Самай вăхăт хушши вăл ăнăçлăн ĕçлесе пынă, çыравçăсем пĕрре мар сборниксем, альманахсем кăларнă. Шел пулин те, Хусанта 1936 – 1963 çулсенче тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçата хупса хурсан чăваш секцийĕ те сӳннĕ. Çук, пирĕн çыравçăсем çырма пăрахман, кам район хаçачĕсене çырнă, кам Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсемпе çыхăну тытма пуçланă. 1993 çулта Хусанта чăвашла «Сувар» хаçат тухма тытăнни нумайăшĕшĕн çăлăнăç пекех туйăннă-тăр. Ара, халь çырнисене кăмакана пăрахма мар, хаçата ярса пама пулать вĕт! Чăн та, республикăмăрти поэтсемпе писательсем «Сувар» хаçат тавра чăмăртанчĕç, акă ĕнтĕ 20 çул хушши хăйсен хайлавĕсене редакцине ярса тăраççĕ вĕсем. Тата «Сувар» тăрăшнипе 1995 çултан «Шурăмпуç» журнала кăларассине йĕркелесе янă. Час-часах мар пулин те, вăл темиçе çулта пĕрре тухкаласах тăчĕ-ха. Журнал валли те çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене сĕнсех тăчĕç.
Кама-кама та, çыравçăсене пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни кирлех: сӳтсе явмалли вĕсен яланах туллиех. Иртнĕ кĕркунне Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкайри семинар пулнăранпа нумай та вăхăт иртмен пек пĕр шутласан, ку тĕлпулăва унта хутшăннисенчен нумайăшĕ килмĕç те тесе шутланăччĕ. Анчах та çук, хальхинче те йышлăн пуçтарăннă пирĕн çыравçăсем, инçе çулне те, ватăраххисем сывлăхĕ япăхраххине те пăхса тăман, палăртнă кун Пӳлере çитнĕ. Çакă мĕн çинчен калать-ха? Çыравçăсем хăйсем тăвакан ĕçе чунтан парăннă, ăна юратаççĕ, унсăр пурăнаймаççĕ. Апла-тăк чĕннĕ çĕре мĕншĕн каяс мар?
Чи малтанах çак мероприятисене ирттерме пулăшнăшăн район ертӳçисене тав тăвас килет: кĕркунне Элкел районĕ чăваш çыравçисене чаплăн кĕтсе илсе ăсатса ячĕ, хальхинче – алексеевскисем. Кашни кун йĕркине тахçан малтан планласа хунине пăхмасăр, Алексеевски районĕн пуçлăхĕ Владимир Константинович Козонков хăй те килсе саламлама вăхăт тупрĕ Пӳлере пуçтарăннă чăваш çыравçисене. Питĕ пысăк чыс. Алексеевски районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Николай Петрович Чурин, вырăнти ЧНКЦ председателĕ Николай Николаевич Сторожев, Пӳлер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Николай Николаевич Портнов çак мероприятие ирттерес тесе нумай тăрăшнă.
Паллах ĕнтĕ, съезда ирттерессине тата Тутарстанри Чăваш писательсен союзне йĕркелессине пуçараканĕ – ТР Чăваш наципе культура автономийĕ. Вăл çине тăмасан, пулăшмасан пĕрлĕх йĕркелеме йывăр паянхи кун. ТР ЧНКА председателĕ К.Г.Яковлев Сиктĕрме-Хусанкайра кĕркунне иртнĕ семинартах çыравçăсене союз йĕркелеме шантарнăччĕ. Константин Геннадиевич тăрăшнипе йĕркеленчех ку пĕрлĕх.
– Эпĕ 12 çул ертсе пыратăп ТР Чăваш наципе культура автономине. Çак тапхăрта нумай ĕç пурнăçларăмăр, тумалли тата та нумай-ха. Ак паян тепĕр пысăк ĕç тăватпăр – Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзне йĕркелетпĕр. Эсир, çыравçăсем, пирĕн историе çыракансем. Сирĕн пĕрлешмеллех, мĕншĕн тесен пĕрлĕхре – вăй. Пĕчченшерĕн ĕç тума йывăр, ушкăнпа вара тем те тума пулать. Союз туса хунă хыççăн «Шурăмпуç» журнал çĕнĕ вăйпа тухма пуçласса шанас килет, вăл сирĕн, çыравçăсен, тĕп журналăр пулмалла, – терĕ Константин Геннадиевич.
Съезда пухăннă çыравçăсем те пĕрин хыççăн тепри сăмах каларĕç. ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ, республикăри ятлă журналист, темиçе кĕнеке авторĕ Н.М.Сорокин:
– Союз пире кирлех, ку хисеплĕ, савăнăçлă пулăм. Паян кунта 50 яхăн çын пуçтарăннă. Питĕ тĕлĕнтĕм çакăн чухлĕн пулнинчен. Пĕрлĕхсене йĕркелекенсем тĕпрен илсен вĕсене «кама-тăр хирĕç» е «камшăн-тăр» тăваççĕ. Эпир, чăвашсем, йăваш халăх. Эпир никама та хирĕç мар, çак союза туса хурса хамăр халăхшăн туслăн ĕçлĕпĕр, – терĕ.
– Пирĕн ертӳçĕсем çак союза тăвассишĕн тăрăшни сая ан кайтăрччĕ. Вăл еплерех ĕçлесси малашне хамăртан килет. Пирĕн хамăр хыççăн мĕн-тĕр юлтăр тесе ĕçлемелле. Ентешсем пире шанаççĕ, вĕсен шанăçне тӳрре кăлармалла. Çак куна пурнăçа кĕнĕ ĕмĕтĕн кунĕ тесе калас килет, – хăй савăнăçне пытармарĕ Павлă çыравçи В.Н.Козлов.
– Тутарстанра пурăнакан хăш çыравçă мĕнле кĕнеке кăларнине «Сувар» хаçата вуласа пĕлетпĕр. Анчах та çав кĕнекесене ăçтан туянмалла-ши? Тепĕр чух пит туянас килет пĕр-пĕр авторăн кĕнекине. Хамăр кĕнеке кăларсан та салатма йывăр ăна. Союз пулсан кĕнекесене халăхра сарассине те татса парасса шанатпăр, – сĕнчĕ Çĕпрел районĕнче пурăнакан çыравçă В.Ф.Макаров.
Аксу районĕнчи ЧНКЦ председателĕ А.В.Калуков та сăмах каламасăр чăтаймарĕ:
– Эсир, çыравçăсем, кĕнекесем çырса питĕ пысăк ĕç тăватăр. Халь халăх та вырăнти çыравçăсен кĕнекисемпе сĕре интересленет. Шкулсенче те сирĕн кĕнекĕрсемпе учительсем кулленех усă кураççĕ, вĕсенче ăслă шухăшсем шыраççĕ. Кĕскен каласан – эпир ачасене эсир çырнине тĕпе хурса воспитани пама тăрăшатпăр, – терĕ вăл.
Тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç. Акă союзăн правленийĕн членĕсене суйлама та вăхăт çитрĕ. К.Г.Яковлев тăхăр çынна суйлама сĕнчĕ. Акă вĕсем: Виталий Козлов, Михаил Мулеев, Валентин Бурайкин, Михаил Константинов, Николай Дворов, Николай Матросов, Николай Сорокин, Евгений Турхан тата Маргарита Литта. Н.Дворовпа М.Мулеев правленин пухăвĕсене час-час çӳреме май çук тесе хăйсен вырăнне урăх çынсене суйлама ыйтрĕç. Çапла вара вĕсен вырăнне Валери Туктарпа Андриян Григорьева суйларĕç. ТР Чăваш çыравçисен союзĕн председателĕ пулма пурте пĕр саслăн Николай Михайлович Сорокина, яваплă секретарьне Евгений Андреевич Турхана суйларĕç. «Шурăмпуçа» кăларассине йĕркелесе пыма унчченхи пекех «Сувар» ĕçченĕсене шанчĕç, журналăн тĕп редакторĕ К.А.Малышев тесе йышăнчĕç. Малашне журналта пичетленмелли хайлавсене малтан союз правленийĕн членĕсем пăхса тухĕç, унтан редакцие парĕç.
«Шурăмпуçа» кăларма патшалăх укçа уйăрмасть. Малашне вăл еплерех тухса тăрасси халĕ çыравçăсенчен, тин йĕркеленнĕ союзран, ТР ЧНКАран килет. Виталий Козлов çыравçă журнала укçа пуçтарса кăларма сĕнчĕ. «Хăвăн хайлавна журналта пичетлеттерес килет-тĕк, – терĕ вăл, – ăна кăларма хăв укçа пар», – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ вăл çыравçăсемпе канашланă май. Паллах ĕнтĕ, ку ыйтăва малашне союз правленийĕн кварталта пĕрре иртекен пухăвĕсенче тĕплĕнрех пăхса тухĕç-ха.
Съездри чи савăнăçлă самант унта хутшăннă çыравçăсене ТР ЧНКА çумĕнчи Чăваш писательсен союзĕн членĕ пулнине ĕнентерекен удостоверенисем пани пулчĕ-тĕр. 29 калем ăсти тин йĕркеленнĕ союза кĕчĕ çав кун. ТР ЧНКА председателĕ К.Г.Яковлев çыравçăсене удостоверенисем илнĕ ятпа саламларĕ.
– Эсир халь Тутарстанри Чăваш писательсен союзĕн çыравçисем. Çак кун сирĕн асăрта яланах упрантăр, çавăнпа та майăн 31-мĕшĕнче малашне кашни çулах Тутарстанри чăваш çыравçисен кунне ирттерме сĕнетĕп, – терĕ вăл.
Çыравçăсем ку сĕнĕве тăвăллăн алă çупса ырларĕç, икĕ çулта пĕрре Пӳлерте пухăнса съезд ирттерме калаçса килĕшрĕç. Алексеевски районĕн, Пӳлер ялĕн ертӳçисем те çыравçăсене йышăнма яланах хатĕррине пĕлтерчĕç. Сăмах май, тĕрлĕ сăлтава пула съезда килеймен çыравçăсен ТР ЧНКА çумĕнчи Чăваш писательсен союзне кĕрес тесен унăн председателĕн ячĕпе заявлени çырмалла.
Вырăнти кафере шăкăл-шăкăл калаçса тутлă апат çинĕ хыççăн çыравçăсем Валем хуçа çăлне те çитсе курчĕç.
В.К.Козонков сăмах калать.
В.К.Козонков сăмах калать.
Çыравçăсем.
Çыравçăсем.
Н.Н.Портновпа Н.П.Чурин.
Н.Н.Портновпа Н.П.Чурин.
Съезда хутшăннисем.
Съезда хутшăннисем.
 
: 925, Хаçат: 23 (1013)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: