Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Йывăç каснипе кăна вăрманта ĕç вĕçленмест, ăна çĕнĕ хунавсемпе çĕнетсех тăмалла. Аксу вăрман хуçалăхĕн Шупашкар участок лесничествинче те акă хальхи вăхăтра ĕç вĕрет. Н.Горбунов вăрманçă пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем вăрман ăшне 7 гектар çамрăк хунавсем лартнă. Кунсăр пуçне лесничество территорийĕнче тата çамрăк хунавсем ĕрчетекен питомник та пур. Эпир пынă чух Г.Мельникова, В.Ивановăпа Т.Краснова шăпах кăçал лартнă тополь хунавĕсен хушшисене пăчкă кĕрпи сапатчĕç. «Çумăр çуккипе çĕр хытса çуркаланать, тăпрари нӳрĕке сыхласа хăварас тесе пăчкă кĕрпи сапатпăр», – пулчĕ лесничество ĕçченĕсен хуравĕ.
2,5 гектар йышăнакан питомникра топольсемсĕр пуçне тата чăрăш, юман, акаци, каврăç (ясень), хурăн та ӳстереççĕ-мĕн. Вĕсене вара пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхмалла: çăвĕпе темиçе хутчен çум курăкран тасатмалла, çĕре кăпкалатмалла. Çуркунне вара хунавсенчен хăшне кăлармалла, хăшне сапанласа республикăн тĕрлĕ кĕтесри лесничествисене ăсатмалла та пушă вырăна каллех çĕннисене лартмалла. Çакна йăлтах бригадăри ултă çын: Г.Мельникова, В.Ивановăпа Т.Краснова тата И.Петров, И.Уляковпа С.Падеряков пурнăçлаççĕ-мĕн. Арçынсем техникăпа ĕçлеççĕ пулсан, хĕрарăмсем ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ: хунавсене çум курăкран тасатаççĕ, кăпкалатаççĕ, икĕ-виçĕ çул каялла лартнă хунавсен хушшине йывăç пуссан сайратаççĕ…
«Бригадăри çак ултă çын плана çĕр проценчĕпех пурнăçласа пыма ĕлкĕрет», – мухтамасăр чăтаймарĕ Н.Горбунов вăрманçă хăйĕн ĕçченĕсене. Апрель уйăхĕнчен тытăнса октябрьччен кунта ĕç пĕр куна та чарăнмасть. Тепĕр тесен, хăш чух хĕлле те ĕçĕ тупăнать-ха, калăпăр, хыр йĕкелĕ пуçтармалла.
– Питомникра кăна мар пирĕн ĕç, çул хĕррисенчи тин çеç лартнă вăрман йăрăмĕсене те (виçĕ çула çитиччен) çум курăкран тасатса тăмалла. Кăçал акă Киремет ялĕ патĕнчи тип çырмасене хунавсем лартрĕç тата. Кунсăр пуçне милĕк те çыхатпăр, выльăхсем валли çулçăллă апат хатĕрлетпĕр, акаци, каврăç, хурăн вăрри пуçтаратпăр. Ял хутлăхĕнче пысăк мероприятисем ирттереççĕ пулсан та пире пулăшăва яраççĕ. Çавах та матикрен ытла пирĕн алăра пуртă, вăрмантан тухма та пĕлместпĕр, – паллаштараççĕ хĕрарăмсем хăйсен ĕçĕпе.
Сăмах май каласан, вĕсем ĕçе лайăх пĕлсе пурнăçлакансем, лесничествăра пĕр çул кăна ĕçлемеççĕ вĕт. 11965 гектар йышăнакан вăрмана юлашки 8 çулта (вĕсем кунта шăпах çакăн чухлĕ тăрăшаççĕ) Николай Федорович вăрманçăран кая мар пĕлсе çитнĕ.
– Вăрман сферинчи реформăччен кун пек бригадăсем 6-7-ччĕ, халĕ пĕрре кăна хăварчĕç. Çавăнпа пур çĕре те хамăрăн ĕлкĕрме тивет, – тăсăлать малалла калаçу.
Çавна кура хĕрарăмсен нумай чухне арçынсенчен уйрăм ĕçлеме тивет. Вăрманта та вĕсем хăйсем кăна ытларах. Вăрман вăрман ĕнтĕ, тепĕр чух хăрушлăхĕ те юнашарах, тем тесен те тискер чĕр чунсемсĕр мар вĕт вăл. Икĕ çул каялла кĕркунне, тĕслĕхрен, чутах пысăк инкек сиксе тухман. Вĕсем çине урнă чирпе чирленĕ тилĕ тапăннă. «Хамăр çине сикекен чĕр чуна рычаксемпе аран хăратса ятăмăр», – аса илеççĕ хăйсем çак ăнсăрта. Телее, тилĕ хĕрарăмсенчен пĕрне те сиенлетеймен. Апла пулин те ĕçченсен профилактика мероприятине иртме тивнех. Хăйсем каласа панă тăрăх, вăрманта кĕркунне хăрушăрах-мĕн, мĕншĕн тесен урнă чирпе чирленĕ чĕр чунсем çавăн чух ытларах палăраççĕ иккен.
Лесничествăн бригадин ĕçченĕсем таврари тĕрлĕ ялтан (Саврăшпуçĕнчен, Савгачевăран, Акташран, Илешнирен, Заря поселокĕнчен) пулсан та вăрманçă хушнă вырăна вăхăтра çитеççĕ. Чăн та, ытти çулсенче вĕсене илсе çӳрекен ятарлă машина пулнă-ха, халĕ вара штата кĕскетнипе ку ырлăх та пĕтнĕ. Çавна кура тепĕр чух ĕçченсен темиçешер çухрăм çуран утма тивет. Вăрман ĕçĕ çуран утмасан та çăмăл маррине «çӳлтисем» маннă-тăр çав.
 
: 1006, Хаçат: 22 (1012), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: