Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тунтикун çĕршыври библиотека ĕçченĕсем професси уявне палăртрĕç. Аксу районĕн ача-пăча библиотеки вара çак паллă куна тахçан малтанах уявлама тытăннă теес килет.
Пытармасăр каласан, нумайăшĕшĕн библиотекарь ĕçĕ кичем пек туйăнать: куллен вулакансене кĕнекесем памалла-йышăнмалла, пĕр еккипе пыракан ĕç. Анчах çапла шутлани тĕрĕсех мар иккен. Çакна аксусен тĕслĕхĕнчен куратпăр. Районăн тĕп библиотекин директорĕ Ирина Анатольевна Телешева ертсе пыракан коллектив пур социаллă ушкăна та тимлĕх уйăрма тăрăшать, библиотека алăкĕсем пуриншĕн те уçă. Вулакансем хăйсене кирлĕ литературăна туххăмрах тупаççĕ, тĕрĕсрех каласан вĕсене библиотека ĕçченĕсем тупма пулăшаççĕ. Манăн сăмахсем суя пулманнине çакă та çирĕплетет: библиотекăн чи аслă вулаканĕ 93 çулта, Нина Александровна Телешева. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă. Студентсем те йышлăн çӳреççĕ, паллах, вĕсем ытларах вĕренӳ ĕçĕсемпе пулăшу шыраса килеççĕ. Çитĕннисенчен çавăн пекех пенсионерсем, ĕçсĕр тăрса юлнисем библиотекăна тăтăш пыраççĕ. Вулакансем йышлă пулни пĕр енчен илсен аксусем компьютер саманинче те кĕнекепе туслă пулнине кăтартать, тепĕр енчен илсен – библиотекăн фончĕсем çĕнелсех тăраççĕ, кашни ӳсĕмри çын валли çĕнĕ литература килсех тăрать района.
Хăйсен тĕп ĕçĕсĕр пуçне библиотекарьсем массăллă мероприятисем те час-час ирттереççĕ: пĕтĕм республика, çĕршыв паллă тăваканнисене те, тĕрлĕ тематикăллă тĕлпулусем те йĕркелеççĕ. Аксу нумай нациллĕ, чăвашсем йышлă пурăнакан район. Çавăнпа ача-пăча библиотеки чăваш наци культурине упрасси, литературине сарасси çине пусăм тунинчен тĕлĕнмелле те мар-тăр. Кашни çулах май уйăхĕнче, чăваш халăх поэчĕ Н.Полоруссов-Шелепи çуралнă кунне халалласа «Чăваш чĕлхипе литературин эрни» ирттернĕ. Кăçал та пулчĕ литература эрни, яланхи пекех май уйăхĕнче, анчах ăна аслă çутта кăлараканăмăрăн И.Я.Яковлевăн 165 çулхи юбилейне халалланă. Майăн 24-мĕшĕнче «Мăнаçланатпăр чăваш чĕлхипе» семинар вара эрнелĕхе пĕтĕмлетрĕ. Ăна ача-пăча библиотекин заведующийĕ В.В.Давыдова уçрĕ, «Тăван чĕлхем. Таса хĕлхем» пуян шухăшлă доклад турĕ. Семинарта районти чăваш ялĕсенчи библиотека ĕçченĕсем нумай тухса калаçрĕç. Чăваш литературине пысăк тӳпе кĕртнĕ çыравçăсем Аксу районĕнчен нумайăн тухнă, чылайăшĕ вĕсенчен классик ĕнтĕ халь. Паянхи кун та пултаруллă чăваш çыравçисем йышлă кунта. Чăваш литературин эрнине хатĕрленнĕ чух çакна шута илни питĕ савăнтарать: çыравçă çуралнă ял библиотеки ентешĕ çинчен интереслĕн каласа парать, унăн кĕнекисене, япалисене курава тăратать. Вулакана авторпа тĕплĕн паллаштарать.
Аксури тĕп библиотека вырăнти Чăваш наципе культура центрĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. ЧНКЦ ертӳçи А.В.Калуков кăçал та семинара хутшăнса ЧНКА ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Библиотекарьсене тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă, хастар ĕçченсене В.С.Жирновăна, Г.М.Харитоновăна, И.И.Туйкинăна, Н.А.Сергеевăна, И.Н.Еремеевăна Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă.
Семинара пухăннисем «Сувар» редакци ĕçченĕсене савăнса кĕтсе илчĕç. Хаçатăн тĕп редакторĕ К.Малышев семинара хутшăннисене тăван чĕлхепе литературăна упраса хăварассишĕн, аталантарассишĕн тăрăшнăшăн тав турĕ, «Суварăн» малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ, ăнăçу сунчĕ.
Аксури тĕп библиотекăн директорĕн И.А.Телешевăн ĕçне ТР Культура министерстви пысăка хурса хакланă, Библиотека ĕçченĕсен кунĕ тĕлне «ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Эпир Ирина Анатольевнăна хисеплĕ ятпа саламларăмăр, библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтрăмăр. Ирина Телешева Елабугăри культура училищинчен библиотекаре вĕренсе тухнăранпах çак ĕçре – пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 31 çул, вĕсенчен 15-шĕ – директор должноçĕнче. «Директора лартнă чух манăн аслă пĕлӳ те çукчĕ, Хусанти культура институтĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм», – ăшшăн кулса аса илет халь.
Аксури тĕп библиотекăра 20 çын Ирина Анатольевнăна пăхăнса ĕçлет. Библиотекăн районти ялсенче тата 38 филиал, çавăнпа пĕтĕмĕшле илсен коллектив 60 çынна та çитет. Директор хăйĕн ĕçченĕсемпе питĕ кăмăллă: «Вĕсем мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ?! Тепĕр чух кам мĕнле мероприяти йĕркелеме тытăннине те пĕлсе ĕлкĕрейместĕн, хатĕрленсе çитсен çеç калаççĕ…». Чăнах та кунта кашни кунах кăсăк. Авă, иртнĕ эрнере çеç квест манерлĕ вăйă пулнă. Хăйне май «Ночь библиотек» теме те пулать ăна, мероприяти каçхине 10 сехетре çеç вĕçленнĕ. Вăйă тăршшĕпе вулакансем пытарса хунă тупра шыранă, паллах, вĕсене чăрмантаракансем те, пулăшакансем те тупăнсах тăнă. Ĕçтешĕсем çак мероприятире Ирина Анатольевнăран королева туса хунă. Хаваслă иртнĕ библиотекăри каç.
Аксу библиотекарĕсем ăнкаруллă, тунсăхлама юратман, вулаканĕсене кĕнекепе кăна мар кăсăклантаракан çынсем пулнине пур çĕрте те пĕлеççĕ-тĕр. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен проекчĕсемпе республика, çĕршыв шайне те тухаççĕ. Республикăра библиотекарьсем хушшинче иртекен конкурсра вĕсем 2012 çулта «Лидер» ят çĕнсе илнĕ. Библиотека ĕçченĕсемшĕн çак ят питĕ сумлă, пĕлтерĕшлĕ. Çулланнă çынсемпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн ТР Культура министерстви ырласа хавхалантарнă, тата тăрăшуллăрах ĕçлеме укçа парса хавхалантарнă. 2012 çулта аксусем Раççей шайне тухнă – тăван çĕршыв историйĕпе çыхăннă конкурсăн дипломанчĕсем пулса тăнă. Грант çĕнсе илесси, калăн, библиотекарьсемшĕн ача вăййи пек кăна. Паллах, ыттисен хушшинче вĕсен проектне суйласа илни савăнтарать, уйрăмах уншăн пысăк грант параççĕ пулсан, «РИТЭК» пек. Çак сумлă организаци Аксури тĕп библиотекăна 500 пин тенкĕлĕх грант панă. Çакăншăн ĕçченсем питĕ савăннă. Усăллăн тăкакласси пирки шутласа хунă та ĕнтĕ: палаткăсем (çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене çут çанталăк илемне кăтартмаллах тесе шутлаççĕ кунта), костюмсем, сĕтел-пукан, музыка аппаратури, профессиллĕ фотоаппарат туянма палăртнă.
Халĕ Ирина Анатольевнăпа ĕçтешĕсем библиотека умĕнчи лаптăка хăтлăх кĕртессишĕн тăрăшаççĕ, тепĕр майлă каласан ачасен тĕнчине уçассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ.
 
: 910, Хаçат: 22 (1012), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: