Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи çыхăну уйрăмĕсене илес пулсан Савгачевăри яланах «Сувара» çырăнтарассипе малти вырăнта пыракансенчен пĕри пулнă. Халĕ те çаплах. Ку тăрăхра пурăнакансем хаçатăмăра юратса вуланишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Аксу районĕнчи почта çыхăнăвĕн управленийĕ «Сувара» чи нумай çырăнтаракан тăватă почтальонкăна палăртнă хыççăн, эпир каллех çак района вĕçтерсе çитрĕмĕр, вĕсене хаçатăн Тав хутне тата асăнмалăх парне парас терĕмĕр.
Савгачевăри çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан Н.С.Семенова почтальонкăна эпир, редакцинче ĕçлекенсем, пĕлместпĕр мар. Командировкăна килмессерен кашнинче тенĕ пекех тĕл пулса калаçатпăр кунти ĕçченсемпе. Хаçатăмăра ытларах çырăнтаракан почтальонкăсен шутĕнче Наталья Сергеевна пулчĕ хальхинче. Савгачевăра пурăнакансене паянхи кун 57 «Сувар» валеçет вăл. Иккĕмĕш çур çула вулаканăмăрсен шучĕ Савгачевăра çеç мар, ку çыхăну уйрăмне кĕрекен ытти ялсенче те палăрмаллах ӳсессе шансах тăратпăр.
Емелькинăри çыхăну уйрăмĕ те хаçатăмăра çырăнтарас енĕпе районта яланах малта. Ку почтăна кĕрекен пилĕк ялтан тăваттăшĕнче чăвашсем, пĕринче вырăссем пурăнаççĕ. Кашни çырăнтарурах 120-130 экземпляр «Сувар» çырăнаççĕ кунта. Хальхинче вара çĕньялсен почтальонки Л.М.Долгова мала тухнă, шăпах Çĕньялта чăвашла вулакансем нумай. Шел те, эпир почтăна çитнĕ чух Людмила Михайловна кӳршĕ ялтан çитсе ĕлкĕрейменччĕ-ха, çавăнпа та парнене çыхăну уйрăмĕн начальникне И.В.Ильинана парса хăвартăмăр. 2013 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли хаçат çырăнасси те кал-кал пырать Емелькинăри почтăра: Ирина Владимировна каланă тăрăх, майăн 24-мĕшĕ тĕлне кунта 97 экземпляр «Сувар» çырăннă та ĕнтĕ. Маттурсем! Почтăра ĕçлекенсене халĕ те унчченхи кивĕ, хăтсăр çуртра ĕçлеттерни çеç пире хурлантарчĕ. Емелькинăра пĕлтĕр нумай функциллĕ пысăк центр та уçрĕç ĕнтĕ (йĕри-тавра миçе алăкчĕ-ши ун?), шкулта та пĕр пӳлĕм кăна тупăнмалла пек, анчах… лав халĕ те вырăнĕнчех тăрать-ха, шел пулин те.
Унтан пирĕн çул Аслă Сĕнчелнелле выртрĕ. Аслăсĕнчелсем те хаçатăмăра мĕн тухма пуçланăранпах юратса вулаççĕ. Кунти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен Зинаида Щербакова, Галина Уканеева, Наталья Апостолова почтальонкăсем тата вĕсен начальникĕ Любовь Крайнова килĕштерсе, тăрăшса ĕçлеççĕ. Хальхинче «Сувар» парнине Зинаида Щербакова тивĕçрĕ.
Аслă Сĕнчелĕнче те почта ĕçченĕсем валли вырăн тупас ыйту çивĕч. Вĕсем пĕрре пĕр çуртра, тепре тепĕр çуртра ĕçлеççĕ. Ял çыннисем вара почтăна кайма тухсан аптăраççĕ: почта унта-ши халь е лере-ши?
Çак ялсене тепре килнĕ çĕре çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсене вырăнти пуçлăхсем хăтлă çуртсенче çутă та ăшă пӳлĕмсем тупса парасса хытă шанатпăр.
 
: 863, Хаçат: 22 (1012), Категори: Çырăнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: