Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕрĕ-çĕвĕ ăсталăхĕ авалтан килекен пултарулăх. Ĕлĕк чăваш тĕрĕçи 200 ытла тĕрĕ пĕлнĕ теççĕ. Акă мĕнле пуян вăл чăваш тĕрри. Унăн ĕмĕрхи илемне туйма вĕрентекен ăстасем паян та пур-ха. Вĕсенчен пĕри – Нурлат районĕнче пурăнакан Светлана Аркадьевна Сандрюхина.
Якаел ал ĕç ăстине районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вăл – Чăваш этнокультурин деятелĕ, тĕрлĕ конкурсăн («Çулталăк учителĕ», «Ватан» республика фестивалĕн тата ыттин) çĕнтерӳçи, лауреачĕ. Унăн ĕçĕсене Мускаври, Хусанти тата ытти хуласенчи куравсенче, Нурлатра çуллен иртекен Пĕтĕм Раççейри «Уяв» праçникĕнче пĕтĕм Раççей курса тĕлĕнет.
Чăнах та асамçă тейĕн çав çак чăваш хĕрне. Аллинче çӳпĕ те сая каймасть-çке, самантрах куçа илмелле мар илеме çаврăнать. Чи пĕлтерĕшли вара хăй мĕн пĕлнине йăлтах ачасене вĕрентни. Светлана Аркадьевна Якаел вăтам шкулĕнче акă ĕнтĕ 15 çул технологипе черчени урокĕсене илсе пырать. Хĕрсем кăна мар, каччăсем те ал ĕçне пĕр-пĕр ăстаран кая мар тума пĕлеççĕ кунта. Паллах, чăваш тĕррине кăна та мар. С.Сандрюхина мĕнле кăна технологие пĕлмест пуль: тĕрлĕ мелпе тĕрлесси, çекĕлпе çыхасси, витраж, квиллинг, кĕленчене ӳкерсе илемлетесси, вак шăрçаран эрешсем хатĕрлесси, канзаши… пурне те каласа та пĕтерме çук. Вăл хатĕрленĕ тухья-хушпу хăй кăна мĕне тăрать тата?!
«Камран вĕреннĕ эсир ал ĕçĕ тума?» – тесе ыйтсан: «Анне, кукамай ал ĕç тунă-ха ĕнтĕ, çапах та мелсене ытларах хам тĕллĕн вĕреннĕ эпĕ», – пулчĕ унăн сăпай хуравĕ. Тĕрĕссипе, Светлана Аркадьевнăшăн ал ĕçĕ – чун киленĕвĕ. Шкул пĕтерсен шăпах çак туртăм профессие çавăрăннă та. Пĕкĕлмери индустрипе педагогика техникумне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер, тăван ялти шкулта ачасене технологи, черченипе рисовани урокĕсене вĕрентме тытăннă. Каярах И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ, Хусанти аслă шкулсенче пĕрре мар пĕлĕвне ӳстернĕ. Сăмах май, пур çĕрте те хăйĕн пĕлĕвне кăна мар, ăсталăхне те ӳстерме тăрăшнă вăл. Калăпăр, чăваш тĕррине Шупашкарта ятарлă курссенче вĕреннĕ. Халĕ те Светлана Аркадьевна хăй мĕн пĕлнипе кăна лăпланмасть, тата çĕнĕрен çĕнĕ мелсене малтан хăй хăнăхать, каярах ачасене вĕрентме тăрăшать. Хальхи вăхăтра, тĕслĕхрен, вĕсем ачасемпе пĕрле канзаши (лентăсенчен чечексем, эрешсем хатĕрлесси) мелне алла илеççĕ.
«Творчествăллă учителе халĕ ăсталăха ӳстермешкĕн Интернет нумай пулăшать. Эпĕ те тĕрлĕ информацие Интернетран илетĕп, технологипе вĕрентӳ программисемпе, пособисемпе паллашатăп, электронлă журналсем çырăнса илетĕп», – тет вăл кун пирки.
Светлана Аркадьевна уроксене питĕ интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ ирттернипех ĕнтĕ ачасем çак предмета питĕ юратаççĕ. Сăмах май, «Декоративно-приклад ное творчество» «Техника квиллинга» енĕпе ачасене куржоксенче тата элективлă курсра вĕрентме автор программине те хатĕрленĕ вăл. Кунсăр пуçне кашни çулах «Уçă урок» Пĕтĕм Раççейри педагогсен идейисен фестивальне хутшăнмасăр юлмасть.
С.Сандрюхина паллă педагог А.Макаренко пекех, «эпĕ каланă пек мар, эпĕ тунă пек ту» принциппа ĕçе йĕркелет. Çавăнпа ачасене тарăн пĕлӳ пама тăрăшать, паллах, уроксенче кăна та мар. «Творчество валли урок вăхăчĕ çителĕксĕр. Урокăн вăхăта тата плана çирĕп пăхăнмалла. Кружок вара – урăх калаçу. Ача унта хăй ирĕкĕпе килсе чылай вăхăт юратнă ĕçпе аппаланать», – пĕлтерет вăл хăй шухăшне. Çавăнпа шкулта «Ал ăсти», «Эрешсем», кăçалтан «Чăваш наци тĕрри» кружоксем йĕркеленинчен тĕлĕнмелли çук. Кружоксене те тĕрлĕ енлĕн ирттерме тăрăшать-мĕн Светлана Аркадьевна. Тĕслĕхрен, чăваш тĕррипе, тумĕпе кĕнеке тăрăх кăна паллаштармасть, таврари ал ĕç ăстисене те чĕнет. Нумай пулмасть акă Лачака ялĕнчи 85-ри ал ĕç ăсти Елизавета Павловна Сенькина ачасене хăйĕн опычĕпе паллаштарнă.
Вĕренекенсем технологи предмечĕпе çулран çул ытларах кăсăкланни çак предметпа олимпиадăсене хутшăнакансен шучĕ ӳснинчен курăнать. Ачасем олимпиадăсене хутшăнаççĕ кăна мар, малти вырăнсене те йышăнаççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, 11-мĕш класс вĕренекенĕ О.Магусева районти олимпиадăра III вырăн йышăннă. Элмет хулинче «Россыпь творческих фантазий», Çырчаллинче иртнĕ «Чудо-лоскуток» конкурс-куравсенче, Павлăра пулнă «Калейдоскоп фантазий» ӳкерчĕксен куравĕнче ачасем тĕрлĕ степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Якаел вĕренекенĕсем çаплах «Апельсин» тата «Южный полюс» халăхсен хушшинчи ача-пăча пултарулăх фестивальне, Пĕтĕм Раççейри Уява та хутшăнмасăр юлмаççĕ.
Шкулта кашни çул вĕрентекенпе ачасен пĕрлехи ĕçне пĕтĕмлетекен технологи эрнине ирттересси йăлана кĕнĕ-мĕн. Вăл ачасен пултарулăхне кăна мар, учителĕн ăсталăхне те кăтартать-çке. Унта ачасен чи лайăх ĕçĕсен куравне, конкурссемпе мероприятисем йĕркелеççĕ.
Светлана Аркадьевнăн тепĕр ĕçне те палăртса хăвармасăр май çук. Вăл хăйĕн предмечĕн учителĕсем валли тĕрлĕ темăпа семинарсем, уçă уроксем те ирттерет. Çаплах мастер-классем йĕркеленине, республикăн наукăпа практика семинарĕсене, районти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма ӳркенмест.
Ентешĕмĕр семинарсенче чăваш тĕррин илемне туллин кăтартнине уйрăммăн палăртас килет. Кун пекки пирĕн республикăра урăх çук та пуль. Светлана Аркадьевна хăйĕн ĕçĕпе наци культурин аталанăвĕшĕн калама çук пысăк ĕç пурнăçланине кăтартать çакă. Иртнĕ эрнере вăл каллех шкулта чăваш тĕррипе район семинарне ирттерчĕ. Унта 7-мĕш классемпе уçă урокра канзаши искусствипе паллаштарчĕ çеç мар, мастер-класс та кăтартрĕ пулин те çавах хальхинче те тĕп вырăнта чăваш тĕррин ĕмĕрхи илемĕ пулчĕ.
«Ĕçĕм çухалмасть, мĕншĕн тесен технологи учителĕн профессине 5 вĕренекен суйласа илчĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ халĕ хăйсем ачасене вĕрентеççĕ», – пĕлтерет ал ĕç ăсти мăнаçлăн. Унăн çулне суйласа илекен пурри хăех ĕçлени ахаль пулманнине пĕлтерет-çке. Вĕсем те хăйсен вĕрентекенĕ пек, çамрăк ăрăва чăваш тĕррин, эрешĕн илемĕпе паллаштарса, ăна тĕрлеме-ăсталама вĕрентĕç. Эппин, çухалмасть-ха пирĕн ахах-мерчен пек илемлĕ халăх ăсталăхĕ.
С.Сандрюхинан ĕçĕсем.
С.Сандрюхинан ĕçĕсем.
 Кружок хăни  – Е.Сенькина.
Кружок хăни – Е.Сенькина.
 
: 1635, Хаçат: 21 (1011), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: