Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 3-мĕшĕнче Хусанта XI Халăхсен хушшинчи тĕрĕк халăхĕсен «Науруз» театр фестивалĕ уçăлать. Яланхи пекех, Тутарстана çакăн пек пысăк уява пĕтĕм тĕрĕк тĕнчи пуçтарăнать: Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Алтай Республики… Енчен те инçетерех пурăнакан тăванăмăрсен театр искусствин аталанăвне пĕрер театр кăтартать пулсан, çывăхарах пурăнакансем, хуçасем фестивале темиçешер коллектив тăратнă. Çапла Пушкăртстанри Туймаза театрне те курма пулать, Пушкăртстан патшалăх академи драма театрĕ те, пукане театрĕ те Хусана килет. Тутарстан ятĕнчен вара фестивале Мензеле, Г.Кариев ячĕллĕ Тутар патшалăх çамрăк куракансен театрĕ, К.Тинчурин ячĕллĕ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрĕ тата, паллах, Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма театрĕ.
Тĕрĕк театрĕсен икĕ çулта пĕрре пулса иртекен çак пысăк уява Чăваш Ен театрĕсем те кашнинчех хутшăннă. Ĕçтешĕсем чăваш артисчĕсен ĕçĕсене ялан интересленсе пăхнă, ырласа йышăннă. Хальхинче Чăваш Республикине «Наурузра» икĕ театр кăтартать: июнĕн 4-мĕшĕнче 13.00 сехетре Тутар патшалăх «Экият» пукане театрĕн пысăк залĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕ пулать. «Турă патне çырнă 14 çыру» (Э.Э.Шмитт) пукане спектаклĕ, анчах унта хăнăхнă йăлапа пĕчĕк ачасемпе каймалла мар. Театрăн пултарулăх коллективĕ ку ĕçе çул çитменнисемпе аслисем валли лартнă. Вĕсемшĕн кунта шухăшламалли те тупăнать, вĕренмелли те пур.
Паллах, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕсĕр «Науруз» науруз та мар. Шупашкар артисчĕсем кашни килмессерен тĕнчипе пуçтарăннă ĕçтешĕсене хăйсен ăсталăхĕпе, анлă репертуарĕпе тĕлĕнтереççĕ. Фестивалĕн жюри членĕсем артистсен, спектакле лартакансен ĕçĕсене мухтаççĕ. Кăçал шупашкарсем Хусана «Шанель «пике» (авторĕ Н.Коляда, чăвашла Ю.Сементер куçарнă) 2 пайлă комеди илсе килеççĕ. Кунăн кĕске содержанийĕ çапларах. Ватă хĕрарăмсене пĕрлештерекен пĕртен-пĕр чун савăнăçĕ – районти инвалидсен обществи çумĕнчи «Шанчăк» ансамбль. Ушкăна кĕрекен кинемисенчен кашни хăйсенчен кăшт çамрăкрах «Шанчăкăн» илемлĕх ертӳçине куç хывать. Анчах шăп 10 çулхи юбилей каçĕнче ертӳçĕ тепĕр артисткăна илсе килет. Вăл çулĕсемпе те çамрăкрах, пĕччен юрлакан юрăç вырăнне те ăнах парасшăн. Çакă пурне те тарăхтарать, кĕвĕçтерет, шуйхантарать…
Спектакле Наталия Сергеева режиссер лартнă. Сценографийĕпе тумĕсен авторĕсем СССР халăх артисчĕ, РФ тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев тата Галина Герасимова.
Рольсенче: СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова, РСФСР халăх артистки Нина Григорьева тата Галина Кузнецова, РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Александра Зайцева, РФ тава тивĕçлĕ артистки Любовь Федорова, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Василиса Петрова, ЧР халăх артисчĕсем Вячеслав Александров тата Геннадий Медведев, ЧР тава тивĕçлĕ артистки, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Светлана Андреева тата Наталия Сергеева.
«Шанель «пике» спектакль июнĕн 5-мĕшĕнче К.Тинчурин ячĕллĕ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрĕн çуртĕнче 18.00 сехетре пуçланать.
«Науруз» фестиваль июнĕн 7-мĕшĕнче вĕçленет.
 
: 877, Хаçат: 21 (1011)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: