Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел вăтам шкулĕ районти чи ватă шкулсенчен пĕри, вăл май уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав кун шкула район ертӳçисем, ветеран-педагогсем тата тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă выпускниксем пуçтарăнчĕç. Уява хаваслă шăнкăрав янăраса пуçларĕ.
Çĕнĕ Йĕлмел нумай паллă çын ӳстернĕ, вăл – П.Миронов математикăн, К.Прокопьев этнографăн, Н.Ефремов драматургăн, Д.Архипов художник-портретист ăн, П.Головин ученăй-физикăн, Н.Калаков педагогика наукисен докторĕн, профессорăн, академикăн, Раççей Писательсемпе Журналистсен союзĕсен членĕсен Н.Казаковпа Н.Ларионовăн тата ТАССРпа РСФСРăн тава тивĕçлĕ агрономĕпе зоотехникĕн Н.Егоровпа В.Егоровăн тата ыттисен çуралнă ялĕ. Вĕсем пурте пĕлӳ тĕнчипе тăван шкулта паллашса çунат сарнă.
1863 çулта уесри пĕрремĕш чиркӳпе прихут шкулĕ пулса йĕркеленнĕскерĕн, паллă ĕнтĕ, историйĕ тарăн. Унăн кун-çулĕ чăваш просветителĕпе И.Яковлевпа та тачă çыхăннă, шăпах 1886 çулта çĕнĕ шкула Патриархăмăр уçнă-мĕн. Ачасене Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă учительсем М.Егорова, А.Николаева вĕрентнĕ. Учительсен династийĕсем те çук мар, Амосовсен, тĕслĕхрен, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 155 çул.
Ялтан çакăн чухлĕ паллă çын тухни, çитменнине тата пĕр сферăра кăна та мар, чи малтан педагогсен тӳпи, шăпах вĕсем ачасене нумай енлĕн пĕлӳ панă вĕт. 150 çулхи юбилей ячĕпе саламланă май район администраци пуçлăхĕ А.Шадриков уйрăмах ветеран-педагогсене палăртса чун инженерĕсем тесе хакларĕ, вĕсен ĕçне малалла тăсакан хальхи коллектива та (шкул директорĕ 2003 çултанпа В.Мискин) çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕ.
150 çул пĕр чарăнмасăр çамрăк ăрăва пĕлӳ паракан шкулта паянхи кун та 111 ача вĕренет. Аслă пиччĕшĕ-аппăшĕсем пекех тăрăшуллă вĕсем, вĕренӳре, спортра çитĕнӳсем тăваççĕ. Юбилея ятарласа килнĕ Çĕпрелĕнчи 90-мĕш профтехучилищĕн директорĕ Р.Ахметов та акă Çĕнĕ Йĕлмел каччисемпе хĕрĕсем училищĕн мăнаçлăхĕ, чи лайăх вĕренекенсем пулнине палăртса шкул коллективне Тав хучĕ парса чысларĕ. Хăйĕн вĕренекенĕсем çинчен çакăн пек ырă сăмахсем илтме шкул коллективне чăнах та кăмăллă.
Тăван шкула юбилейпе саламлама П.Головин ученăй-физик, Н.Калаков профессор, академик (Рязаньри çар аслă шкулĕн кафедра заведующийĕ), В.Лянкин хисеплĕ педагог, Н.Казаков халăх академикĕ, Н.Ларионов «Канаш» хаçат редакторĕ килни уява тата илем кӳчĕç. Паллă ĕнтĕ, вĕсем те тăван шкула, вĕрентекенсене юбилейпе саламларĕç, шкула асăнмалăх парнесем пачĕç. П.Головин физика кабинетне амперметр парнелерĕ пулсан, Н.Казаков шкул музейне пуянлатакан экспонатсем, паллă çынсен çырăвĕсем тата 50 çул каялла 6-мĕш класс ачисем кăларнă стена хаçачĕ илсе килнĕччĕ. 50 çул каялла кăларнă стена хаçачĕн копине алла тытса курасса никам та кĕтменнине кура-ши – ăна ял-йыш интересленсех пăхрĕ.
Çĕнйĕлмелсем чăнах та пултаруллă, тĕрлĕ професси çыннисем. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа Афган, Чечня вăрçисенче те пулнисем чылай. Шел те, Г.Чамина, Н.Прищельцевпа А.Шуркина çеç киле сывă таврăнма пӳрмен. Апла пулин те манмасть вĕсене ял-йыш, акă ĕнтĕ миçемĕш çул шкулта А.Шуркина халалласа кĕрешӳ турнирĕ иртет. Раççейри «Кĕрешӳ» федерацийĕн президенчĕ, кĕрешӳ енĕпе тĕнче категориллĕ судья, спорт мастерĕ В.Васильев ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, пирĕн ентеш Н.Угаслов пулăшнипе Çĕпрел районĕнче кĕрешӳ турнирĕсем иртнине палăртрĕ. Çак спорта аталантаракан шкул коллективне Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Спортзала вара малашне те çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарма сунса мечĕксем парнелерĕ.
Спорт тенĕрен, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă шкулĕн вĕрентекенĕ В.Лянкин ав халĕ те спортпа туслă-мĕн, çамрăках мар пулин те пĕр ăмăртуран та юлмасть. Спортпа ăна та тăван шкулах туслашма пулăшнă иккен. «Çĕнйĕлмелсене пире спортра районта пĕр шкул та çитейместчĕ», – тесе аса илчĕ вăл вĕренӳ çулĕсене.
Çĕнĕ Йĕлмелĕн потенциалĕ халĕ те пысăк, шкулта пĕр ялтан кăна 111 ача вĕренет. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Шихранов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче инфраструктура самай лайăхланнисĕр пуçне ялта тинех «Ромашка» ача сачĕ уçăлнă. Унта хальхи вăхăтра 25 ача çӳрет. Ветерансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнипе пĕрлех «Çамрăк специалист» программăпа та çуртсем лартнă. Плансем тата та пысăк-ха ялăн, вĕсенчен пĕри – Культура çурчĕ тăвасси. Пенсионерсене те компьютерпа ĕçлеме вĕрентеççĕ пулсан ялăн малашлăхĕ çук мар-ха.
Шкул юбилейĕ чăнах та пысăк праçник, унта ялти кашни çын хутшăннă. Шкулта тĕрлĕ стендсемсĕр пуçне концерт та хатĕрленĕ. Ялти учреждени ĕçченĕсенчен тăракан «Йĕлме» фольклор ушкăнĕ, шкул коллективĕ, шкул ачисемпе чи пĕчĕккисем, «Ромашка» ача сачĕн ачисем хаваслă концертпа савăнтарчĕç. Ачасем юрласа ташланисĕр пуçне ентешĕн Н.Ларионовăн сăввисене те каларĕç. Уяв ертӳçисем – директорăн воспитани енĕпе çумĕпе Г.Карсаковпа Н.Макарова педагог-организатор – хăйсем те концерта хастар хутшăнса илем кӳчĕç. Уяв вăраха тăсăлчĕ пулин те ял-йыш киле саланма васкамарĕ, вĕсене пурне те иртнĕ шкул пурнăçĕн асаилĕвĕ пĕрлештерчĕ.
Педагог-ветерансем.
Педагог-ветерансем.
В.Лянкин.
В.Лянкин.
Шкул ачисем концерт кăтартаççĕ.
Шкул ачисем концерт кăтартаççĕ.
 
: 982, Хаçат: 21 (1011), Категори: Юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: