Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АКСУ район территорийĕнче 2,5 пине яхăн тĕп йывăç лартнă. Çапла вара райцентрти тĕп тӳреме, çăла, тĕп тата çавра çулсен хĕррисене малашне кăвак чăрăшсем, пилешпе çăкасем, хурăнсем илем кӳрĕç. Ял хутлăхĕсенче те ĕç вĕренĕ, вĕсем те парксене çĕнетнисĕр пуçне çĕннисене йĕркеленĕ. Емелькино ял хутлăхĕнче, тĕслĕхрен, нумай функциллĕ центр йĕри-таврашне йывăç лартнă.
ПАВЛĂРИ библиотекăсен парăмçисем çак кунсенче кĕнекесене тавăрса шӳтлĕ дипломсемпе тата пылак парнесем илме тивĕçнĕ. Акци вăхăтĕнче парăмçăсене штраф тӳлеттермен, кĕнекесене «Тинех кĕтсе илтĕмĕр» курава çеç тăратнă. Библиотека ĕçченĕсем ку енĕпе чăнах та питĕ нумай ĕç пурнăçланă, вĕсем акцие хутшăнмалли йыхравсене кашни шкулах салатнă-мĕн. Вулакансем те вĕсене ăнланнă, çапла вара акци вăхăтĕнче 50 ытла кĕнекене тавăрса панă.
ПĂВА районĕнчи Пӳркел ялĕ лаша спорчĕн сезонне уçса пĕрремĕш ăмăрту ирттернĕ. Виçĕ çул каялла йĕркеленнĕ ипподромра ытти çулсенче пурĕ те 5 лаша кăна ăмăртăва хутшăннă пулсан, кăçал вĕсен шучĕ 32 çитнĕ. Хальхинче старта «Тăхăръял», «Вамин-Буа» агрофирмăсен лашисем Ульяновск облаçĕн, Теччĕ районĕн, Чăваш Республикин лашисемпе ăмăртнă. Рысаксенчен финиша чи малтан «Тăхăръял» лаши çитнĕ Çĕнĕ Мертлĕ, Пӳркел лашисем те лайăх результатсем кăтартнă. Сăмах май, Универсиада çулăмĕ Пӳркел тата ытти ял хутлăхĕсен территорийĕ витĕр икĕ хутчен иртет. Çак хыпара пăвасем савăнса йышăннă.
АНАТ КАМА çыннисем пилĕк эрне Интернет-сасăлав мелĕпе районти чи юратнă ача-пăча тухтăрне суйланă. Тухтăрсене вĕсем интереслĕ сăнӳкерчĕксемпе, ӳкерчĕксемпе, тĕрлĕ историсем, тавсем çырса пулăшнă. Конкурса пурĕ 580 медицина ĕçченĕ (педиатрсем, медицина сестрисем) хутшăннă. Хальхи вăхăтра конкурс вĕçленнĕ ĕнтĕ, сасăсене те шутланă. Анчах çĕнтерӳçĕсене Медицина ĕçченĕсен кунĕнче (июнĕн 16-мĕшĕнче) кăна пĕлтерĕç. Чи юратнă ача-пăча тухтăрĕсене хаклă парнесем кĕтеççĕ.
ТЕЧЧĔРИ Культура çуртĕнче майăн 20-мĕшĕнче «Çулталăк студенчĕ» район конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Финала тухнă ултă конкурсантăн хăй çинчен кăна мар, социаллă пĕлтерĕшлĕ проект, район аталанăвĕнче çамрăксен вырăнĕ пирки те каласа пама пĕлмелле пулнă. Хăйсен проекчĕсене çирĕппĕн хӳтĕленĕ тăрăх, çамрăксем хастарри, вĕсене район пурнăçĕ хумхантарни курăннă. Конкурсăн çĕнтерӳçи Теччĕри педагогика колледжĕн студентки Н.Антипова пулнă. Вăл Теччĕ район администраци пуçлăхĕн премине (5000 тенкĕ) тата Çамрăксен аграри юхăмĕн парнине (электронлă кĕнекене) тивĕçнĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ браконьерсемпе кĕрешме общественноçа та явăçтараççĕ. Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулă тытмалли тетел (сеть) пухмалли пĕтĕм хулари конкурс иртет. Хула мэрĕ каланă тăрăх, чи вăрăм тетел илсе килекене парне пулать. Тен, çапла майпа Çырчалли тăрăхĕнчи Кама юхан шывĕнче браконьерсене чарма пулĕ? Мĕншĕн тесен пăр кайнă хыççăн пулă тытма юрамасть пулин те Рыбнадзор сотрудникĕсем куллен юхан шывра 3-рен кая мар тетеле туртса илеççĕ.
 
: 893, Хаçат: 21 (1011), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: