Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Патшалăх халăха çурт-йĕрлĕ пулма пулăшас тĕллевпе юлашки вăхăтра нумай ĕçлет. 2007 çулта Тутарстанра план тăрăх 2 миллион ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Строительствăн ытларах пайĕ республикăн тĕп хулине тивет, çулталăк вĕçленнĕ тĕле кунта 825 пин тăваткал метр пурăнмалли лаптăк туса пĕтермелле. Кăçалхи тăхăр уйăхра Хусанта палăртнин 60 проценчĕ чухлĕ çурт хута яма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
«Раççей гражданĕсене – хăтлă тата илме май пур çурт-йĕр» нацин приоритетлă проекчĕ шайĕнче пĕтĕм республикăри пекех Хусанта та «Тутарстан Республикинчи социаллă ипотека» программа ĕçленине пĕлетпĕр-ха, çак темăпа çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе хамăр вулакансене паллаштарсах тăратпăр. Иртнĕ эрнере вара, тĕрĕсрех каласан октябрĕн 17-мĕшĕнче, Хусанта тепĕр программа – «Хула çыннисене çурт-йĕр» – хута кайрĕ. Ăна 2007–2027 çулсем валли йышăннă. Çак программа çинчен иртнĕ ытларикун Хусан хулин Ĕçтăвкомĕн Çурт-йĕр политикин управленийĕн пуçлăхĕ Э.Хуснутдинов тата унăн çумĕ А.Зиннуров журналистсене тĕплĕн каласа пачĕç.
Социаллă ипотека Тутарстанра ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ темелле, çурт хыççăн çурт çĕкленет. Анчах та çак программăпа пурăнмалли условисене лайăхлатма кашниех черете тăма пултараймасть: унпа бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен, çурт-йĕр тума укçа-тенкĕ уйăракан предприятисен ĕçченĕсен тата çав тери нушаланакансен кăна усă курма ирĕк пур. Ыттисен мĕн тумалла, камран пулăшу ыйтмалла-ши вара, тĕслĕхрен, администрацисенче вуншар-вуншар çул хваттер илес тесе черетре тăракансен? Çак ыйтусене татса парас тесе çĕнĕ программа хута яма шутланă та Хусан хулин мэрĕ И.Метшин (çавăнпах асăннă программăна та халăхра «Метшин ипотеки» теççĕ). Э.Хуснутдинов каланă тăрăх, хулари районсен администрацийĕсенче 24 пин çемье хваттер илес тесе черетре тăрать, хăшĕ-пĕрисем 1962 (!) çултанпа. Юхăннă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерес программа вĕçленнĕренпе патшалăх халăха тӳлевсĕр çурт-йĕр пама пăрахрĕ. Çавна кура черет вырăнтан та тапранманни каламасăрах паллă.
Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха «Хула çыннисене çурт-йĕр» программа? Хваттерлĕ пулас текенсен ăна илнĕ хыççăнах (асăрхăр: илнĕ хыççăн çеç, социаллă ипотекăри пек укçана маларах ятарлă счет çине хумалла мар) пĕтĕмĕшле хакăн 30 процентне тӳлесе татмалла. Юлнине 20 çул хушшинче уйăхсерен пĕр пек суммăпа тӳлесе пымалла. Çулталăкри процент ставки – 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен администрацисенче черете тăнисемшĕн 7, каярах тăнисемпе халь тăрас текенсемшĕн 11 процент. Малтанхи взнос вырăнне халь пурăнакан çурт-йĕре те йышăнаççĕ, ăна ятарлă комисси килсе хаклать. Хусан хулин Ĕçтăвкомĕн Çурт-йĕр политикин управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Зиннуров тĕслĕх те илсе кăтартрĕ: пĕр пӳлĕмлĕ хваттер илес текен 30 процентне малтан тӳлесе татсан, кайран унăн 20 çул хушши уйăхсерен 5 пине яхăн тӳлесе пымалла пулĕ. Çемьери пĕрлехи тупăш 12-13 пин тенкĕ пулмалла ку чухне.
Программа хута кайрĕ кăна-ха, унпа ятарлă çуртсем хăпартса ĕлкĕреймен хальлĕхе. Апла пулин те 100 çемьене 2007 çул вĕçлениччен Хусанти Чапаев урамĕнчи пĕр çĕнĕ çуртра хваттерсем пама планлаççĕ мэрире. Кăçал пĕр тăваткал метр хакĕ – 25 пин тенкĕ пулĕ.
«Хула çыннисене çурт-йĕр» программа пирки тĕплĕнрех Хусан хулин Ĕçтăвкомĕн Çурт-йĕр политикин управленине (Миславски урамĕ, 4 çурт, 101 пӳлĕм) кайса е 292-60-30, 292-47-89 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
 
: 1166, Хаçат: 43 (721)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: