Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 26-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнче савăнăçлă та хумхануллă кун пулчĕ. Кунта питĕ илемлĕ «Упи ен пики» конкурс иртрĕ. Шкул ачисем те, вĕрентекенсем те пурте конкурса пуçтарăннă. Кашни хăйпе пĕрле пĕр класра вĕренекен хĕр-пикешĕн пăшăрханни курăнчĕ.
Конкурса 8 хĕр хутшăннă. 7-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класра вĕренекен хитре хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕ: пĕри хитре юрлать, тепри ташлать, виççĕмĕшĕ тавçăруллăрах, тепри тата…
Тĕрлĕ конкурссем ирттерсе хĕрсене сăнарĕç. Конкурса питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ уписем: кашни çĕнĕ конкурс умĕн шкул ачисен ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ залра ларакансене.
Питĕ хытă тăрăшрĕç хĕрсем. Жюрире «Сувар» хаçат ĕçченĕсем те пулнине кура кăштах именчĕç те. Ара, вĕсем кун пек пысăк хăнасем пуласса шутламан та-ха. Çук, пĕрре те хăраса тăмарĕç пикесем, кирек мĕнле конкурса та тивĕçлĕ ирттерчĕç. Пĕрре те такăнмарĕç. Маттурсем!
Конкурса 8 номинаципе хакларĕç. Апла пулсан пурте пĕрремĕш вырăнта.
«Чи чипер пике» жюри 9-мĕш класра вĕренекен Эвелина Ефимовăна суйласа илчĕç. Тутлă апат пĕçерме пултарнăскере 11-мĕш класра вĕренекен Кристина Козловăна «Ĕçчен пике» тесе саламларĕç. «Куракансем кăмăлланă пике» номинацире 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Артемьева çĕнсе илчĕ. Ăспа палăраканни вара 9-мĕш класс хĕрĕ Евгения Арисова пулчĕ. Вăл – «Ăс пики». Чи çамрăк пикене Юлия Голубчика жюри чи çепĕççи пулнине сăнанă. Ăна «Çепĕç пике» номинаци панă. Юлия 7-мĕш класра вĕренет. «Хӳхĕм пике» номинацире хитре çан-çурăмлă 8-мĕш класс хĕрне Анастасия Сердцевăна суйласа илчĕç. «Вице-пике» ята 8-мĕш класс хĕрĕ Анна Куракина çĕнсе илчĕ. «Упи ен пики» вара Надежда Павлова пулчĕ. Надежда 10-мĕш класра вĕренет. Халĕ вăл Упи шкулĕнче чи хитре пике шутланать. Саламлатпăр!
Уписем пысăк ĕç туса ирттерчĕç темелле. Районта иртекен «Чăваш пики» конкурса ямашкăн вĕсен пике хатĕр.
Мĕн калăн? Уписем чăнах та ĕçлеме пĕлеççĕ. Ĕçленине кăтартма та пултараççĕ. Мухтамалли çеç юлать.
Çакăн пек мероприятисем уписем яланах ирттереççĕ темелле. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Алексей Ярухин каланă тăрăх, кăçал çулталăк пуçламăшĕнче кăна вĕсем ултă мероприяти ирттернĕ. Кунта, паллах, шкул тата клуб ĕçченĕсемсĕр те ĕç тухман. Пултараççĕ!
 
: 1493, Хаçат: 20 (1010), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: