Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пурте юратакан Гайдай фильмĕнчи кино героини пирки: «Спортсменка, комсомолка и просто красавица», – текен сăмахсене лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ, пурнăçра час-час аса илетпĕр. Пирĕн паянхи пике пирки те çаплах каламалла. Сăмахăм Теччĕри педагогика колледжĕн студентки Вероника Николаева çинчен пырать. Кăçал вăл вĕренĕве вĕçлесе диплом илет, иккĕленместпĕр, ахальлине мар, хĕрлине. Пĕлтĕр вара вăл Пăвари «Чăваш пики» конкурсра çĕнтерӳçе тухнă. Эпир Вероникăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Вероника, çакăн пек илемлĕ, вашават, ăнкаруллă хĕр Пăва районĕнче çуралса ӳснине ăнлантăмăр-ха (урăхла пулсан районти пикесен конкурсне хутшăнайман пулăттăр), хăш ялтан эсир?
– Атав ялĕнчен, пирĕн ял Пăва хулинчен 3 километрта ларать.
– Çемйĕр пысăк-и?
– Виçĕ хĕр ача çитĕнеççĕ. Çакна каласа хăвармалла, пирĕн çемьере пурин ячĕ те «В» сас паллинчен пуçланать. Атте Владимир, анне Венера. Эпĕ ачасенчен чи асли Вероника, вăталăххи Виктори, кĕçĕнни, вăл 5 çулта çеç-ха, Варвара.
– Сире Течче чăваш музыкине питĕ юратни илсе çитерчĕ-и е аçăр-аннĕр культура ĕçченĕсем пулнипе вĕсен ĕçне малалла тăсасшăн-и?
– Çук, манăн атте-анне ĕçĕ культурăпа çыхăнман. Атте тракторист, анне фермăра ĕçлет. Вĕсем пире ялан пулăшма ăнтăлаççĕ, лайăх пĕлӳ парасшăн, пирĕн ĕмĕтсем пурнăçланччăр тесе пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ. Çавăнпах эпĕ шкул пĕтерес умĕн икĕ çул Пăвара музыкăна вĕрентĕм. Алла аттестат илсенех вара Течче çул тытрăм, чăнах та музыкăна питĕ юрататăп, хам та юрăсем çыратăп. Астăватăп-ха пĕрремĕш хут сцена çине тухнине. Эпĕ ун чух çичĕ çултаччĕ. Кукаçипе иксĕмĕр, вăл та атте пекех Володя ятлă, «Кукамипе кукаçи» юрра шăрантартăмăр. Кукаçи сĕрме купăс калать, эпĕ юрлатăп.
– Авă ăçтан пырать сирĕн кĕвĕ-çемĕ пултарулăхĕ?
– Манăн кукамай Нина та хитре юрлать, анчах вăл хăна-вĕрле пухăнсан кĕрекере кăна юрлать. Клубра лартакан концертсене хутшăнмасть.
– Йăмăкăрсен тĕслĕх илмелли çынсем пур апла, анчах вĕсемшĕн аслă аппăшĕ – эсир – пысăк тĕслĕх пулса тăратăр пуль, вĕсем те юрлама ăста-и?
– Варвара манран темиçе хут ирттерет, вăл кĕвве çивĕч туять, хăйне май ташлама та ăста, шпагат ларасси те уншăн çăмăл. Виктория вара пачах урăх çул суйласа илчĕ. Вăл ачаранах дзюдопа аппаланать. Шкул хыççăн Хусана юриста вĕренме кайса кĕчĕ, кĕçех пĕрремĕш курс пĕтерет ĕнтĕ. Профессие алла илсен вăл полицие ĕçе кĕресшĕн.
– Эсир вара хăвăрăн малашлăхăра искусствăпах çыхăнтарасшăн-и? Колледжран вĕренсе тухсан пĕрер консерваторире, культура институтĕнче пĕлӳ ӳстересшĕн-и?
– Шупашкара кайса унти вĕренӳ йĕркисемпе интересленсе пăхрăм ĕнтĕ, анчах эпĕ çав-çавах Течче юлма шут тытрăм. Кунта мĕнле шкула ĕçе вырнаçасси пирки те сăмах татнă ĕнтĕ. Иккĕн тан вĕренсен атте-аннене йывăр пулать, капла хуть пулăшу пултăр.
– Юрăсем çырни пирки каларăн, эстрада юррисем килĕшерех параççĕ-и сана е халăх юррисем?
– Эстрада юррисем. Шупашкара кайсан Раиса Сарпипе тĕл пултăмăр. Вăл хăйĕн 11 сăввине пачĕ мана. Улттăшне таврăнсанах çыртăм, ыттисем хальлĕхе хавхалану килессе кĕтеççĕ-ха.
– Теччĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнма ӳркенмеççĕ, кун пирки «Сувар» вулакансене пĕлтерсех тăрать. Эсĕ те çакăн пек ăмăртусенчен айккинче юлмастăн-тăр?
– Эпĕ колледжри ансамбльсене пурне те çӳреме ĕлкĕретĕп. Çавăнпа пирĕн вăл е ку ушкăн мĕнле те пулин конкурса хутшăнсан эпĕ те пуринпе пĕрле. Тĕслĕхрен, «Йолдызлык» пурте пĕлекен конкурсра тутар ансамблĕ I вырăн йышăннă, эпĕ те пулнă ушкăнра. Шупашкарта 5 регион хушшинче иртнĕ «Дебют» фестивальте чăваш юррипе çĕнтерӳçĕ ятне илтĕмĕр.
– Вероника, эсир «Чăваш пики» конкурса хутшăнса çĕнтерни çинчен те каласа парăр-ха пире.
– Конкурс пуласси пирки сас-хура тухсан Пăвари кану центрĕн ертӳçи сĕннипе хутшăнтăм унта. Эпĕ ун патне чылай вăхăт вĕренме çӳренĕччĕ, çавăнпа вăл мана лайăх пĕлетчĕ, шанатчĕ.
Конкурс пит пысăк пулнă теейместĕп – пĕтĕмпе те 8 хĕр ача хутшăннă. Тĕрĕссипе каласан, сăн-пит енчен эпĕ хама çав тери хитре хĕр ача тесех шутламастăп. Илемлĕ пултарулăх номерĕсем (чăвашла, вырăсла, тутарла, акăлчанла, украинла юрланă) килĕшрĕç курăнать жюрие. Тата кунта хĕр илĕртӳллĕ пулни, çын кăмăлне çавăрма пултарни те кирлĕ пулĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Пăван «Чăваш пики – 2012» конкурсĕнче çĕнтерни манăн пурнăçа та, характера та, пĕлĕшсемпе тахçантан пыракан хутшăнусене те улшăнусем кĕртмерĕ.
– Вероника, тавтапуç пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма ăнăçу сунатпăр.
 
: 1723, Хаçат: 20 (1010), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

тупата (2013-05-20 00:55:03):
Ку Атав ялне урăхла Сĕвеш темеççĕ-и-ха?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: