Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Фольклор ан тухтăр
Халăх чĕринчен.
Ял-йыш сумлатăр
Ĕмри иртиччен.
Çак сăмахсене эпир Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕн масарĕнче Яков Задоров вилтăприйĕ çине вырнаçтарнă асăну хăми çинче вуларăмăр.
Сатур Яккăвĕ «Сувар» хаçатра пĕрре мар пичетленнĕ. Хаçат тухма пуçласан, малтанхи çулсенче, унăн сахал мар статйи кун çути курнă. Уйрăмах «Йăвашкел историйĕ» асра юлнă вулакансен.
Яков Задоров – фольклорист. Ун пек çынсене пирĕн республикăра пӳрнепе шутласа кăларма пулать. Чăвашсем нумай пурăнакан районсене илсен те кашнинче пĕрер çын та тухмасть.
Сакăр вуннăпа пыракан Яков Алексеевича эпĕ хальхи пек астăватăп. 12 çултах хăрах урисĕр тăрса юлнипе вăл туяпа çӳретчĕ. Коридорпа туйине шаклаттарса килнинченех Çарăмсан шурсухалĕ утти паллăччĕ. Хăлхи те япăхрах илтнĕ унăн. Çавăнпа та вăл пĕр енчи хăлха çунаттине аллипе çĕклеререх тытса калаçатчĕ.
Яков Задоров Хусантан инçе мар вырнаçнă Осиново поселокĕнчен темиçе автобуспа килсе çӳретчĕ. Мăшăрĕпе Варвара Константиновнăпа вĕсем вăтăр çул пĕр сăмахлă пулса килĕштерсе пурăннă. Çамрăкрах чухне Яков Алексеевич учитель пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕн сăмахĕсемпе, вăл ялсенче те, Шупашкарта та ачасене пĕлӳ панă.
Задоровсен килне час-час чăваш çыннисем хăнана пухăннă. Уявсене тăван халăхпа ирттернĕ. Варвара Константиновна каласа панă тăрăх, вĕсен хваттерĕнче ялан хитре сасăллă чăваш юррисем шăраннă.
– «2000 çулччен» тесе сăмах калатчĕ кашнинче тост каланă чухне. Ку 2000 çулта тĕнче пĕтет тесе хăратнипе çыхăннă ĕнтĕ, – тесе каласа парать Варвара Константиновна. – Çапла 2000 çула кĕтсе илчĕ те, 2001 çулта июнь уйăхĕнче манран та, тĕнчерен те ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Çапла, туйнă пулас хăйĕн вилĕм кунĕ хăш вăхăталла килессе Сатур Яккăвĕ. Тăван ялĕнче пытарнă ăна. Мăшăрĕ те унран юлман темелле, яла пурăнма куçнă. Яккăвĕ çумнерех пулас тенĕ-тĕр.
Нумай хура-шур курнă ветеран тăван ялăн историне, авалтан пыракан йăла-йĕркесене, юрри-сăввисене, хăй куçĕпе курнă ĕçсемпе пулăмсене ĕнентермелле çырса пынă вăл. Хăйĕн ал çырăвĕсене редакцине илсе килсе паратчĕ. Эпир вара пичетлеме тăрăшаттăмăр.
Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ял историне вăл питĕ лайăх пĕлнĕ. Пĕлнĕ кăна та мар, кашни çулта мĕн пулнине хулăн тетрадь çине çырса пынă. Яков Задоров хăй çав ялта çуралса ӳснĕ те-ха. Çавăнти сывлăшпа сывласа, юрри-ташшипе киленсе çитĕннĕ.
Юрри-ташши тенĕрен, Сатур Яккăвĕ Йăвашкелĕнчи тата таврари ялсемпе районсене тухса çӳресе мĕнпур халăх юррисене çырса пынă. Çырса пынипе çеç çырлахман-ха вăл, вĕсене нотăсем çине куçарнă. 1979 çулта юрăсен пуххине кăларма май тупнă. Питĕ пысăк ĕç туса пынă Сатур Яккăвĕ чăваш халăхĕшĕн. Вăл чăваш культурине, фольклорне тата историне сыхласа хăварма тăрăшнă. «Кашни нацинех чĕлхене мĕн авалтанах ялсем тытса тăнă. Халĕ те çавах, таса чăн-чăваш ялĕсем пĕтмесĕр чăваш чĕлхи пĕтмест. Çавăнпа та чăваш ялĕсене тĕрĕс-тĕкел упраса хăварасси, вĕсене мĕнле майпа лайăхлатса, пуянлатса та хитрелетсе унти çынсене ялтан хуласене куçса кайса чăвашран ют наци пулассине чарса лартмалли çинчен ытларах пăшăрханса татăклах калаçса татăлмалла», – тесе шутланă вăл юрăсем çырса çӳренĕ май.
Питĕ тĕрĕс шухăшсем пулнă Сатур Яккăвĕн, хамăр халăхăн йăли-йĕркине, юрри-ташшине сыхласа хăвармасан, ăна аталантарса пымасан, чăвашăн малашлăхĕ пулмĕ. Ют халăх пурнăçĕпе пурăнмалла мар пирĕн! Хамăрăннипе мăнаçланмалла, ăна тата та илемлĕрех туса ытти халăха кăтартса савăнмалла.
Шăп çак ыйтăва тивĕçтерес тесе, ĕлĕкхи йăласене çĕнетсе ярас шухăшпа Сатур Яккăвĕн тăван ялĕнче фольклорпа çыхăннă фестиваль ирттерме шухăш çуралнă. Чăваш халăхне питĕ кирлĕ, пархатарлă ĕçе пуçарса ярас шухăш Яков Алексеевичăн тăванĕн, Хусанти ЧНКЦ ертӳçин Сергей Степченкон пуçĕнче сахал мар вăхăт явăннă.
Сергей Петрович, хăй те çак ялта çуралса ӳснĕскер, унти йăласене питĕ лайăх пĕлет. Çапла вăл каласа панă тăрăх, Йăвашкел ялĕнче кашни çул Питрав кунĕнче ял халăхĕ масар çине кайса, ваттисене асăнса, уяв карти çавăрса юрăсем юрлать. Паян кун та çак йăла сыхланса юлнă-ха. Питравра, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, уяв юррисен вăхăчĕ вĕçленет.
Çапла асăннă йăла малашне те сыхланса тата аталанса пытăр тесе июлĕн 12-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн фестивалĕ иртме тивĕç. Çак илемлĕ уява ирттермешкĕн район администрацийĕ икĕ алăпа сасăларĕ темелле. Вĕсене мероприяти шухăшĕ питĕ килĕшрĕ. Çарăмсан районĕн пуçлăхĕ Нурхамет Нуруллович Хамидуллин фестивальпе çыхăннă ыйтусене кирлĕ пек татса парса, питĕ пысăк шайра ирттерес тесе пулăшма пулчĕ. Нурхамет Нуруллович чăвашсене сума суни, хисеплени, вĕсен фольклорне юратни çинчен пĕлтерчĕ.
Фестиваль ирттермелли вырăна пĕтĕм делегаципе суйларĕç. Çарăмсан районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Талгатовна Ахтямовăпа Çарăмсан районĕн культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Ильхам Бариевич Галимов Йăвашкелне ятарласа килсе çитнĕ интереслĕ проекта ырлама. Сатур Яккăвĕ çуралса ӳснĕ ялăн шкул директорĕ те, Культура çурчĕн ĕçченĕсем те, ял хутлăхĕн ертӳçи те, Çарăмсан районĕн ЧНКЦ ертӳçи те пурте пĕр сăмахлă пулса фестиваль ирттермелли хитре вырăна суйласа илнипе кăмăллă пулчĕç. Чăнах та вырăнĕ питĕ хитре те меллĕ. Çавăнтах вăрманĕ, çавăнтах кӳлли, асфальтлă çул та яп-яка иртет. Урăхла каласан, пысăк уяв ирттерме ятарласа хатĕрлесе хунă тейĕн.
Уявĕ чăнах та пысăк та чаплă пулма тивĕç. Питрав праçникне Çарăмсан районĕн халăхĕ çеç уявламасть, паллах. Кунта пĕтĕм республика çыннисем хутшăнма пултараççĕ. Хитре костюмлă артистсем, фольклор ансамблĕсем пурте унта хутшăнма тивĕç. Тĕрĕссипе каласан, çак фестивале икĕ республика шайĕнче ирттерме палăртнă. Питĕ лайăх шухăш. Тĕрĕс те. Шупашкартан та пысăк хăнасем килме тивĕç. Ăста артистсем те Тутарстан çыннисене халиччен илтмен юрăсем юрласа савăнтарасшăн.
Çапла, пултаруллă çамрăксене те çакăнтах куç хывĕç. Юрă-ташă кăтартакансене сăнакансем те пулмалла. Специалистсем кашни участника сăнаса палăртса пырĕç. Çапла хитре саслă та пултаруллисен хăйсене кăтартма май пулать çак фестивальте.
Палăртса хунă ĕçе пурнăçлама Турă вăй патăр. Çак илемлĕ фестивале ирттермешкĕн Сергей Степченко куккăшĕн Сатур Яккăвĕн вилтăприйĕ çине кайса ирĕк ыйтрĕ. Яков Алексеевич, ман шутпа, тăванĕн шухăшĕпе килĕшет те, хытă савăнать те. Унăн ĕçĕ харама каймасть! Йăвашкел ялĕн халăхĕ те ырлать, паллах, çак шухăша. Апла пурте çулла иртекен уява çанă тавăрса хатĕрленер.
Фестиваль хатĕрленĕвĕн лару-тăрăвĕ çинчен, çĕнĕлĕхсем кĕртнине тата ыттине те хаçатра эпир пĕлтерсех тăрăпăр.
Сатур Яккăвĕн мăшăрĕ.
Сатур Яккăвĕн мăшăрĕ.
Çарăмсансем фестиваль иртмелли вырăнта канашлаççĕ.
Çарăмсансем фестиваль иртмелли вырăнта канашлаççĕ.
 
: 890, Хаçат: 20 (1010)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: