Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭЛМЕТ районĕнчи Кузайкино ялĕ çывăхĕнче çӳп-çап пуçтаракан станцин строительствине пуçланă. Ун валли уйăрнă вырăна карта тытса пӳлнĕ. Района çакăн пек станци кирлех, мĕншĕн тесен Элмет тăрăхĕн тăршшĕ 75 километр ытла. Çавăнпа та ялсенче пухăннă çӳп-çапа тĕп свалкăсене леçме тăкаклă. Çитменнине куллен пуçтарăнакан çӳп-çап ялсенче хуларисенчен нумайрах. Пысăк контейнерпа стационарлă пресран тăракан станци вара пĕр хутĕнчех 10-12 машина çӳп-çапа пресласа калăпăшне 5-7 хут пĕчĕклетме май парать. Пысăк контейнерпа мультифильтрлă машинăсем пресланă çӳп-çапа тĕп свалкăсене леçĕç. Оборудование Элмет валли ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви туяннă. Элмет ĕçтăвкомĕ çӳп-çап турттаракан тепĕр икĕ машина (пĕри мультифильтрли) туянма укçа-тенке район бюджетĕнчен уйăрнă.
ПАВЛĂ хулинче çак кунсенче хулари мĕнпур предприяти-организа ци ĕçченĕсем пархатарлă ĕç пурнăçланă. Субботник йĕркелесе хула территорийĕнчи виçĕ масара çӳп-çапран тасатнă. Пĕр масар çинчен кăна çав кун 100 ытла çын, тăватă КамАЗ машина тата 2 трактор ĕçленĕ.
АНАТ КАМĂРИ сотовăй çыхăну операторĕсем Раççей акцине хутшăнса районти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли сотовăй çыхăну çăмăллăхĕсене палăртнă. Тĕслĕхрен, «Мегафон» ветерансем валли ятарлă «Ветеран» тариф хута ярать. Унпа килĕшӳллĕн, Анат Кама ветеранĕсем пĕр-пĕрин патне тӳлевсĕрех шăнкăравлама пултараççĕ. «ВымпелКом» УАО мĕнпур ветерана кашни уйăхра тӳлевсĕр 300 минут парать. Ку тарифпа хамăр регионта кăна усă курма пулать. «МТС» УАО та ветерансене Çĕнтерӳ кунĕпе саламласа çăмăллăхлă тариф илме ятлă сертификат валеçме планлать.
***
Камские Полянынче палатка лагерĕ кăçал та ĕçлет тесе пĕлтернĕ Районти çамрăксен ĕçĕсен тата спорт управленийĕн пуçлăхĕ Р.Хусаенов. Лагерь çарпа прикладной тата спортпа техника юхăмĕпе ĕçлĕ. Палатка лагерĕн тĕллевĕ – ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси тата çара хатĕрлесси. Кăçал та унта районти 380 ача канĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ май уйăхĕн 15-31-мĕшĕнче хулара «Кӳршĕсен кунĕ» праçниксем иртеççĕ. Ăна Çырчалли мэрĕ Василь Шайхразиев пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ. Ĕçтăвком постановленийĕпе килĕшӳллĕн, хулари кашни комплексра уяв ăçта, хăçан иртнине палăртнă та ĕнтĕ, унпа хулан официаллă сайтĕнче паллашма пулать.
ЧИСТАЙРА студентсен хăрушсăрлăх службисен хушшинче пултарулăх фестивалĕ иртнĕ. Ăна ТР правăна сыхлакан çамрăксен аталанăвĕ 15 çул тултарнине халалланă. Фестивале пурĕ 4 команда хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
ПĂВА Пĕтĕм Раççейри «Çемье кунне» çуллен уявлать. Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче хулари Тĕп паркра ашшĕ-амăшĕсемпе, ачасемпе хаваслă мероприяти йĕркеленĕ. Тĕрлĕ конкурса ашшĕ-амăшĕсем те, ачисем те хаваспах хутшăннă. Мероприяти вĕçĕнче конкурссене хастар хутшăнакансене парнесем парса савăнтарнă.
 
: 825, Хаçат: 20 (1010), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: