Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАНТА кăçал виçĕ пляж – «Локомотив», «Нижнее Заречье» тата «Комсомольское» кӳлĕ – уçма хатĕрленнине сӳтсе явнă çак кунсенче хула мэрийĕнче иртнĕ черетлĕ ларура. 2013 çулти шыва кĕмелли сезонăн (уйрăмах Универсиада иртнĕ вăхăтра) тĕп тĕллевĕ шыври инкексен шутне чакарасси. Сăмах май, пĕлтĕр çулла Хусанта пурĕ 28 çын путса вилнĕ. Вĕсенчен 20 инкекĕ санкцилемен пляжсенче пулнă.
Хула мэрĕ И.Метшин шыва кĕмелли сезона ячĕшĕн кăна хатĕрленмелле маррине каланă. Çавăнпа та кăçал профилактика мероприятийĕсем çине (шывра тĕрĕс канас, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас енĕпе инструктажсем ирттересси) уйрăмах тимлĕх уйăрĕç. Хусан мэрĕ Ильсур Метшин хулари Вĕрентӳ управленине çуллахи сезон умĕн шкулсенче ку енĕпе ятарлă вĕрентӳ урокĕсем йĕркелеме хушнă.
ЕЛАБУГА урамĕсене кăçал 120 пин ытла чечек илемлетĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Пĕлтĕр 103 пин чечек пулнă. Пĕрремĕш чечексене (герань) кунта Çĕнтерӳ кунĕ умĕн Асăну тӳремĕнче лартрĕç. Клумбăсем пĕлтĕрхи вырăнсенчех пулаççĕ-ха, анчах вĕсен дизайне улăштарĕç. Çапла майпа Елабуга урамĕсенче кăçал пĕрремĕш хут чечексемпе, курăкпа илемлетнĕ слон кĕлеткисене те курма пулĕ.
ПĂВА район администрацийĕ район территорийĕнчи предприятисемпе ял хутлăхĕсене федераллă трасса хĕрринчи вăрман йăрăмĕсене тирпей кĕртме хушнă. Çакă темиçе тĕллеве пурнăçлать, пĕрремĕшĕнчен, пушар тухас хăрушлăха чакарать, иккĕмĕшĕнчен, йывăçсене лайăх ӳсме пулăшать, виççĕмĕшĕнчен, илем кӳрет. Ĕçĕ сахал мар, мĕншĕн тесен район витĕр иртекен федераллă трассăн вăрăмăшĕ 54 километр, кунсăр пуçне территорири çулсем 230 километр. Çавна кура ĕç калăпăшне кашни предприятие уйăрса панă. Вăрман йăрăмĕнчи каснă йывăç турачĕсене (вĕсене купаласа хунă) кирек камăн та тиесе кайма юрать.
ЧИСТАЙ. Тутарстан Республикин студентсен хастар пайĕ (хуласенчи Студентсен канашĕсем) кăçал та май уявĕсене 4 кун пĕрле каннă. 9 хула студенчĕсен командисен çумне кăçал тата тепĕр команда – Китай студенчĕсен ассоциацийĕ – хутшăннă-мĕн. Студентсем слетра çапла майпа пĕр-пĕринпе паллашса, вăхăта тĕрлĕ вăйăсем выляса усăллă ирттернисĕр пуçне малашнехи проектсен планĕсене те палăртаççĕ. Ку вара хастарсене хăйсен хулисене таврăнсан тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Çавăнпа та студентсен лигине кĕрес текенсен шучĕ çулран-çул ӳсни йĕркеллĕ пулăм.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Шланка вăтам шкулĕнчи 5-мĕш класс ачисем (ертӳçи Ольга Ефремова) апрель уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енри Шăмăршă районĕнче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ йĕркеленĕ экологи мероприятине – Парксен маршне – хутшăннă. Унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ача-пăча килнĕ, Тутарстан Республикин чысне шланкасем хӳтĕленĕ. Ачасем ыттисемпе пĕрле ятарлă речевкăсем каласа, транспорантсемпе шарсем йăтса Шăмăршă ялĕн урамĕсем тăрăх иртнĕ, тĕп тӳремре йĕркеленĕ тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Сăмах май, тӳремре çамрăк талантсен концерчĕ те иртнĕ. Шланкасем Дипломпа пылак парнене тивĕçнĕ.
 
: 844, Хаçат: 19 (1009), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: