Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Теччĕ тата Пăва районĕн çыннисем канăçа çухатрĕç темелле. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çитнине паллă турĕç. Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче нихçан çука нумай халăх пуçтарăннă. Пăва районĕнчи Тăхăрьял тăрăхĕн ялĕсем те пысăк хăнасене кĕтсе илчĕç.
Çак кун И.Я.Яковлев çуралнăранпа – 165, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин çăмăл атлетика спортсменĕсем чупу йĕркелесе çула тухнă.
Чупу тенĕрен, асăннă çынсене халалласа ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви тата «Хыпар» Издательство çурчĕ» апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен Тутарстан тата Чăваш Ен çĕрĕсем çинче вырнаçнă ялсем тăрăх паллă вырăнсем курса çӳреме палăртнă.
Ултă кун хушшинче 10 спортсмен, вĕсен шутĕнче СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Европа, тĕнче чемпионĕ тата рекордсменки, спорт уттипе çуллахи Олимп вăййисене 25 хут хутшăннă команда командирĕ Алина Иванова та, сывă пурнăç йĕркине тĕслĕх кăтартса ялтан-яла чупрĕç.
Кăçал Пăва районĕнчи икĕ ялта И.Я.Яковлев вĕренекенĕсен И.Юркинпа Г.Тимофеевăн юбилейĕсем иртрĕç. Вĕсене асăнса палăкпа асăну хăми те уçрĕç. Çавăнпа та Кăнна Кушкинчен спортсменсем Пӳркел тата Элшел ялĕнче пулса курчĕç. Ял халăхĕпе тĕлпулусем, митингсем ирттерчĕç, музейсем курса çӳрерĕç.
Апрелĕн 26-мĕшĕнче вара чупакансем Çĕпрел районне çул тытрĕç. Кăнтăрла тĕлне Чăваш Ен спортсменĕсем Упи ялĕн пăрăнкăçне килсе çитрĕç. Кунта вĕсене Упи шкулĕн спортсменĕсем, артистсем кĕтсе илчĕç. Чупу командипе шкул ачисем малалла ялалла чупса кайрĕç.
Упи ял халăхĕ питĕ туслă пурăннине таçтан пĕлме пулать. Кунта ял хутлăхĕ, шкул тата культура ĕçченĕсем пĕр сăмахлă пулса пур ĕçе те пĕрле канашласа тăваççĕ. Çавăнпа та кирек мĕнле мероприяти те питĕ чаплă иртет. Хальхинче те шкул ачисем чупăва шарсем, чечексем тата ялавсем тытса çулăн икĕ енĕпе тăрса савăнăçлăн кĕтсе илчĕç. Чунра хавхалану, чĕре сиксе тухасла тапать вĕсем çине пăхса. Чăн-чăн уяв. Шкулта хăнасене «Упи ен пики» конкурс кăтартрĕç. Питĕ тĕрĕс тунă уписем. Хăйсен пултарулăхне кăтартма пĕлеççĕ.
Чупу маршручĕ Çĕпрел районĕнчен Чăваш Ене тухса кайрĕ. Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕсем Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Çĕрпӳ, Шупашкар, Муркаш районĕсем тăрăх чупса Шупашкар хули урлă Купăрляна çитнĕ.
Уписем.
Уписем.
Элшел ялĕнче.
Элшел ялĕнче.
 
: 850, Хаçат: 18 (1008)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: