Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнче юлашки 9 çулта кашни çуркунне «Тăхăрьял шăпчăкĕ» юрă конкурсĕ ирттереççĕ. Чи пĕрремĕш конкурс Элшел ялĕнче пулнăччĕ. Вăл шкул директорĕ В.Афанасьев йĕркелесе янипе пуçланса кайнă. Халĕ вара асăннă конкурс район шайĕнче иртет.
Йăлапа конкурса хăш ял юрăçи çĕнтерет, тепрехинче конкурс çав ялта иртет. Пĕлтĕр Пӳркел хĕрĕ çĕнтернипе кăçал çамрăк артистсем апрелĕн 24-мĕшĕнче çав ялăн Культура керменĕнче пуçтарăнчĕç.
Малтанхи çулсенче «Тăхăрьял шăпчăкне» тăхăр ялтан çеç хутшăннă пулсан, халĕ ытти ял «шăпчăкĕсем» те хаваспах хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Конкурса хутшăнакансен сассисем чăнах та шăпчăк евĕр питĕ уçă та, янравлă. Анчах та çакна каласа хăвармалла, хĕрсене хатĕрлекенсен конкурсанткăсен сассине çеç мар, костюмĕсене те, ура тăхăнмаллисене те шута илмелле пек. Сассисене кура юррисене те суйламалла. Малтанхи çулсенче ачасем анне, Тăван çĕршыв çинчен юрланă пулсан, халĕ вара пурте тенĕ пек эстрада çине куçнă. Пĕчĕк хĕрсене, сăмахран, юрату юррисем, тен, килĕшсех те каймаççĕ-ха?
Кăçалхи конкурса çаплах Ескӳл ялĕн «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вĕсен ертӳçи Наталья Ракова ачасене фольклор юррисене юрлаттарса тата ташлаттарса пурне те тĕлĕнтерчĕ. Хĕр ачасемпе каччăсем залра ларакансене савăнăç кӳчĕç. Вĕсем конкурсра Гран-при çĕнсе илчĕç. Питĕ тĕрĕс шутланă кун пирки жюри.
«Тăхăрьял шăпчăкĕ» номинацие вара Кипеккасси хĕрĕсем çĕнсе илчĕç. Анастасия Степановăпа Юлия Сидорова иккĕшĕ пĕр саслă пулса чуна пырса тивмелле юрă шăрантарчĕç.
Конкурс пуçланас умĕн шкул ачисен «Тăван ял» видеопрезентацисен хăтлавĕ иртрĕ. 14 ĕç кăтартрĕç. Ачасем хăйсен ялĕсемпе паллаштарчĕç, ялта мĕнле йăла-йĕрке ирттернине кăтартрĕç, паллă тата сумлă çынсемпе мăнаçланчĕç.
«Тăван ял» конкурсра Пӳркел хĕрĕ Надежда Смирнова çĕнтерчĕ.
Çав кунах тепĕр пĕтĕмлетӳ пулчĕ. Иван Юркин юбилейне халалласа ӳкерчĕксен конкурсĕ иртнĕччĕ. Чи хитре ӳкерчĕксем – Тури Лащи, Элшел тата Чăваш Киштек ялĕсенче вĕренекенсен пулчĕç.
«Сувар» хаçат редакцийĕ «Тăхăрьял шăпчăкĕ» конкурсра палăрнă 9 çамрăк юрăçа 9 парне парса чысларĕ.
 
: 866, Хаçат: 18 (1008)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: