Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чипер, уçă кăмăллă çак хĕре Хусан чăвашĕсем лайăх пĕлеççĕ. Çамрăксемпе çыхăннă мĕнпур мероприятие (çав шутра чăваш дискотекисене те) ертсе пырать кăна мар, сценарине те хăех çырать вăл. Пултаруллă Нурлат пикипе вулакансене те паллаштарас терĕмĕр. Çапла вара пирĕн хăна – Тутарстан Халăхсен ассамблейин çамрăксен канашĕн членĕ, чăваш çамрăкĕсен лидерĕ, Хусанти культурăпа искусствăсен университечĕн III курс студентки Джулия Максюткина.
– Джулия, сана çамрăксем, тĕпрен илсен, хушаматпа мар, ятпа пĕлеççĕ. Джулия санăн яту е псевдоним?
– Джулия – хамăн ятăм. Атте хунă ăна. 1990-мĕш çулсенче телевизорпа Юрмала кăтартнă чух пĕр конкурсанткăн ячĕ Джулия пулнине илтнĕ те хут çине çырсах хунă. Çапла майпа эпĕ Джулия. Тăван Якаел ялĕнче те, районта та кун пек ятлă хĕр ачасем урăх çукчĕ, çавăнпа мана хушаматпа ачаранах чĕнмен.
– Сайра тĕл пулакан ятлă хĕрпĕрчин ачалăхĕ мĕнпе асра юлнă?
– Тетесен хӳттинче ӳснипе, çемьере эпир пилĕк пĕр тăван. Аслисем пурте арçын ачасем, эпĕ пĕртен-пĕр хĕр ача. Атте-анне маншăн тĕслĕх, юлташ, анчах вăрттăнлăха пурпĕр тетесене – Стаспа Сергее – ытларах каланă эпĕ. Аслă тете, пĕвĕпе вăл пирĕн çӳллĕ, шкула кайнă чух çула май яланах мана хулпуççи çине лартса ача садне леçетчĕ. Унти ачасем ăмсанатчĕç те пулмалла. Пĕр ача: «Джулийăна ав, ашшĕ ялан хулпуççи çине лартса садике леçет, мана атте ăсатса та хăвармасть», – тетчĕ. Мана леçекенни тете пулнине пĕлмен ĕнтĕ вăл.
– Эсĕ пурнăçа планлакан, тĕллев патне çирĕп утакан çын-и?
– Нихăçан та пурнăçа нумай-нумай çула планламастăп. Мĕн килĕшет – çавăнпа аппаланатăп. Шкулта вĕреннĕ чухнех драма, ал ăстисен кружокĕсене çӳренĕ, концертсене хутшăннă тата шкулти спорт командинче баскетболла выляма юратнă. Пĕр сăмахпа, ялта клуб пулмасан та пушă вăхăта мĕнле ирттермеллине пĕлнĕ. Халĕ те-ха ялта пĕр-пĕр мероприяти ирттерме пулăшма ыйтсан хирĕçлеместĕп, яланах килĕшетĕп. Маншăн йывăр мар ку.
– Елабугăри культура училищине мĕншĕн суйласа илтĕн?
– Чи малтан хули питĕ килĕшнипе. Пысăках мар, шăп хула вăл. Шкулта вĕреннĕ чухне пире экскурсие илсе кайнăччĕ унта, çавăн чух килĕшрĕ. Пулас профессие (декораципе ĕçлев ӳнерĕн пултарулăх ертӳçи) суйласси çине икĕ çын витĕм пачĕ. Пĕрремĕшĕнчен, анне пекех вĕрентекен (вăл пирĕн вырăс чĕлхипе литературин учителĕ) пулас килетчĕ. Иккĕмĕшĕнчен, Светлана Аркадьевна Сандрюхина ал ĕç кружокĕнче темĕн те тума вĕрентни хавхалантаратчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ технологипе олимпиадăна та хутшăннă. Ун чух квиллинг (хут пĕтĕрмелли мел) техникине кăтартнăччĕ. Вăл вăхăтра квиллинг мелĕ анлă сарăлманччĕ-ха. Шкула кĕмĕл медальпе вĕçленĕскере мана училищĕне конкурссăрах илчĕç.
– Çакăн пек специальноçа алла илнĕскер, халĕ çӳпĕрен те темĕн те тума пĕлетĕн апла?
– Тăрăшатăп-ха, училищĕре тĕрлĕ меле алла илнĕ. Диплом ĕçĕ, тĕслĕхрен, фарфор çинчи декупажчĕ. Халĕ сувенирсем (савăт çинчи пĕчĕк йывăçсем) ăсталассипе аппаланасшăн-ха, материалсем илсе килтĕм.
– Нурлат тăрăхĕнчи çамрăксем чăвашла питех калаçасшăн мар, эсĕ вара Хусанта та тăван чĕлхепе калаçма, мероприятисем ертсе пыма вăтанмастăн.
– Пирĕн ялта чăвашлах калаçаççĕ. Шкулта та 1-11-мĕш классем таранах тăван чĕлхепе литературăна вĕреннĕ. Вăхăтĕнче эпĕ чăваш чĕлхипе, литературипе иртекен республика олимпиадине те кайнă. Елабугăри культура училищинче вĕреннĕ чух вара «Нарспи» ансамбле çӳренĕ. 2008 çулта «Чăваш пики» республика конкурсне Елабугăран хутшăнма тиврĕ.
– Мĕншĕн-ха Елабуга, Нурлата хӳтĕлемен эсĕ?
– Хула мэрне çыру килнĕ те чăваш хĕрне ку конкурса хутшăнтарма ыйтнă. Эпĕ вара вăл вăхăтра «Нарспи» ансамбле çӳреттĕм. Училище директорĕ патне чĕнтерчĕç те хутшăнма сĕнчĕç – килĕшрĕм. Вăл çулхине конкурса Нурлат хĕрĕсем эпир тăваттăн хутшăнтăмăр. Иккĕшĕ Нурлат районне, тепри Анат Камăна, эпĕ Елабугăна хӳтĕлерĕмĕр.
– Мĕнле пекчĕ вара?
– Елабугăна хӳтĕлеме тивни лайăхчĕ-ха, анчах мана пулăшакансем залра çукки кăмăла кăшт хуçнăччĕ те. Нурлат пикисене куракансем плакатсем çырса, хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Эпир Елабугăран пурĕ те тăваттăн, вĕсенчен иккĕшĕ ташлакансем (вĕсем те пулсан сцена хыçĕнчеччĕ) килнĕччĕ. Çавăнпа мана залран хамăн ертӳçĕсĕр пуçне никам та хавхалантармарĕ. Финал вĕçĕнче хĕрсене тĕрлĕ номинацисем («Сувар пики», «Йăл кулă» тата ытти те) пама тытăнчĕç. Манăн хушамата асăнмаççĕ те асăнмаççĕ. «Ну пĕтрĕ, çĕнтереймерĕм», – тесе шухăшларăм. Кайран «II вице-мисс» (3-мĕш вырăн) титула тивĕçнине пĕлтерсен питĕ хытă савăнтăм. Кăмăла çĕклекен кĕтменлĕх пулчĕ ку.
– «Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнни пурнăçра пулăшрĕ-и?
– Лайăх опыт пулчĕ. Вăл мана хама ытларах шанма вĕрентрĕ. Чăвашсемпе ĕçлесси те çакăнтанах пуçланчĕ, конкурсанткăсем эпир пĕр-пĕринпе туслашрăмăр. Конкурс хыççăн Елабугăри ансамбльте тĕрлĕ конкурссене хастартарах хутшăнма тытăнтăм. Хусанти культурăпа искусствăсен университетне вĕренме килсен Аня Матвеева юлташ хĕрĕпе Туслăх çуртĕнче чăваш дискотекине килсе куртăм малтан. Кунта пĕлĕшсене, пĕлĕшсен пĕлĕшĕсемпе тĕл пултăмăр. Каярах ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев чăваш çамрăкĕсен ертӳçи пулма сĕнсен хирĕçлемерĕм.
– Юлашки вăхăтра Хусанта чăваш дискотекисем иртеççĕ. Унăн сценарине хăвах хатĕрлетĕн тенине илтнĕччĕ, ку тĕрĕс-и? Мĕн палăртни пурнăçланать-и?
– Тĕпрен илсен, ташă каçĕ хăй тĕллевне пурнăçлать. Халăх кашнинче нумайрах пухăнать. «Троя» ресторанăн ташă площадкине пурте шăнăçайманнипе хальхине «Сирокко» кафе-барта ирттерме шутларăмăр. Çапах та кун пек каçсене çамрăксене ытларах хутшăнтарас килет. Мĕншĕн тесен дискотекăна пĕрре килекен çын ыттисенчен те юлмасть. Шел, пирĕн çамрăксем вара унта питех пырасшăн мар. Тен, ташă каçĕсем кашни уйăхрах иртнине пĕлсех кайманнипе. Чăваш çамрăкĕсем хулари ытти халăхсен çамрăкĕсем пек активлă мар çав, мероприятисене питех хутшăнмаççĕ. Çакă кăмăла хуçать. Эпир вĕсене Интернет урлă кашни кĕçнерникун Чистопольская, 5 адреспа каçхине 19 сехетре «Асамат» çамрăксен клубне килме йыхăратпăр. Каллех питех нумайăнах пуçтарăнаймастпăр. Плансем вара пирĕн пысăк, хамăр хушăра лайăх хореографсем çук мар. Ташă ушкăнĕ йĕркелес шухăш та пур. Мероприятисене çамрăксем килччĕр кăна, канăва питĕ интереслĕ йĕркелеме пĕлетпĕр эпир.
Сценари тенĕрен, хамах çырма тăрăшатăп. Кăçал хулари чăваш Елкин сценарине те акă хамах хатĕрлесе юлташсем пулăшнипе лартрăмăр. Куракансем хурламарĕç.
– Мероприятисене чăвашла тата вырăсла ертсе пыракансем Хусанта хальччен питех курăнмарĕç. Сана вара асăрхарĕç. Тутарстан Халăхсен ассамблейи ирттерекен пысăк мероприятисене те ертсе пыма чĕнеççĕ халĕ. Пурнăçа çак енĕпе çыхăнтарас теместĕн-и?
– Мероприятисене шкулта, Елабугăри культура училищинче те ертсе пынă-ха эпĕ. Хусанта вара чи малтан «Ак Барс» çамрăксен центрĕнче чăваш концертне ертсе пыма тиврĕ.
Кăçал Пăва ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕри пулма чĕнсен нумай хатĕрленме тиврĕ, Г.Камал театрĕнче репетицисене те çӳрерĕм. Эпĕ мĕнле ертсе пыни хамăрăн проректора та, ытти куракансене те килĕшнĕ иккен. Март уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутарстан Халăхсен ассамблейинчи нацисен хушшинчи çамрăксен Навруз уявĕн режиссерĕ тата ертӳçи пултăм. Ассамблея çамрăкĕсен пĕрремĕш пĕрлехи проекчĕ пулчĕ вăл.
Малашлăха хамăн пулас профессипех (этнокультура центрĕсен ертӳçи) çыхăнтарас килет. Хальлĕхе кун çинчен калаçма иртерех пек-ха, виççĕмĕш курс кăна пĕтеретĕп вĕт. Кунсăр пуçне «ТНВ» телеканалта чăваш кăларăмĕсем пулсан аванччĕ. Унта та чăвашсем çинчен каласа парас килет.
– Джулия, эсĕ вĕреннĕ хушăрах обществăлла ĕçсене те (Тутарстан Халăхсен ассамблейин çамрăкĕсен культурăллă мероприятисене ирттерекен ушкăнăн ертӳçи, Хусанти чăваш çамрăкĕсен лидерĕ, общежитири студентсен канашĕн ертӳçи) хастар хутшăнатăн, Тутарстан Халăхсен ассамблейин çамрăкĕсен йышĕнче тĕрлĕ форумсене çитетĕн, ал ĕç те тăватăн. Мĕнле ĕлкĕретĕн?
– Вăхăт çук теместĕп, ĕлкĕретĕп. Вăхăтпа тĕрĕсленнĕ юлташсем нумай пулни питĕ пулăшать, вĕсене талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те шăнкăравлама пултаратăп. Тата ман йĕри-тавра пĕр пессимист та çук, ку вара малалла утма хавхалантарать.
– Малашнехи плансем санăн мĕнлерех?
– Вĕсем пысăк манăн, Хусанти чăваш çамрăкĕсен ĕçĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ конкурса хутшăнма шутлатăп.
– Эппин, ĕмĕтӳсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр сана!
 Д.Максюткина архивĕнчи сăнӳкерчĕк.
Д.Максюткина архивĕнчи сăнӳкерчĕк.
 
: 1725, Хаçат: 17 (1007), Категори: Нарспи

Комментарисем:

тупата (2013-05-01 00:38:55):
Кун пек çынсемпе ĕç кăларма пулать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: