Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял хутлăхĕ Хусан – Аксу çултан инçе мар ларать, çавăнпа та кунти çынсене ăçта-тăр каймалла пулсан аслă çул çине тухма инçех мар темелле. Анчах та кĕрлĕ-çурлă вăхăтра, пылчăк çăрăлса выртнă чух, кунти ялсенче пурăнакансемшĕн те ăçта-тăр çитесси çăмăлах мар. Машинăпа килтенех тухса кайма çук: е ял вĕçне хăварма, е типиччен тăхтама тивет. Ялсенче урам урлă çуран каçасси те çăмăл мар та… Ялсем патне çул пачах та çук тееймĕн-ха, темиçе çул каялла хуть мĕнле çанталăкра та час кăна çитме пулатчĕ кунта. Анчах та Çирĕклĕ ялне каякан çул çине асфальт сарнă чух пысăк тиевлĕ машинăсем çӳренипе ял хутлăхне илсе çитерекен çул та ванса пĕтнĕ. Халь савгачевăсемпе саврăшпуçсен лайăх çул пуласса кĕтме тивет.
Ытти енчен вара хурламалли çук ку тăрăхра пурăнакансене. Кунта мĕн ĕлĕкрен ĕçчен те пултаруллă халăх пурăннă, паян кун та çаплах. Ял хутлăхĕн территорийĕнчи тĕрлĕ учрежденисенче – пуçламăш тата вăтам шкулсенче, почтăра, ача сачĕсенче, лавккасенче, ял хутлăхĕн кантурĕнче, перекет банкĕн уйрăмĕнче тата ытти çĕрте – пурĕ 115 çын ĕçлет. «Аксубаевская продкорпорация» тулли мар яваплăхлă обществăн К.Маркс ячĕллĕ уйрăмĕнче 98 çын тăрăшать. Шупашкар лесничествинче те 12 çын валли ĕç вырăнĕ пур. Паллах ĕнтĕ, ытти çĕрти пекех кунта та ĕçлеме пултаракан ӳсĕмри пур çын валли те ĕç çитмест. Çавăнпа та ĕçлеме юта, пысăк хуласене каякансем те нумайăн – ик çĕр ытла çын. Ял çынни алă усса ларманни паллă ĕнтĕ, лайăх пурăнас текен выльăх-чĕрлĕхне усраса та тупăш илме пĕлет. Çемье фермисем уçакансем те çук мар ку тăрăхра. Тĕслĕхрен, Ильинсемпе Семеновсем сысна ĕрчетеççĕ, Сидоровсем сурăхсем тытса пăхма шутланă.
Ял хутлăхĕ Саврăшпуçăн тесе каланать, çырăнать пулин те унăн кантурĕ акă ĕнтĕ вăтăр çул ытла Савгачевăра вырнаçнă. Ĕлĕкрех вăл чăн та Саврăшпуçĕнчех пулнă-ха, ун чух ку ял пысăкрах шутланнă. 1979 çулта вара çĕнĕ кантура Савгачевăра тунă, ячĕ вара унчченхиех юлнă. Паянхи кун ял хутлăхне виçĕ ял тата виçĕ поселок кĕрет: Савгачево, Саврăшпуç, Çирĕклĕ ялĕсем тата Заря, Кĕçĕн Акташ, Сосновка поселокĕсем. Пурĕ çак ялсенче 1589 çын пурăнать.
Саврăшпуçĕпе Çирĕклĕре пуçламăш шкулсем, Савгачевăра вара пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул пур. Эпир ăна гимнази теме хăнăхнă, халь вара шкул умĕнчи вывеска çине те «шкул» тесе палăртнă. Ку ыйтăва пире вăтам шкул директорĕн çумĕ В.П.Егоров уçăмлатса пачĕ. Пĕр-икĕ çул каялла района шкулсене тĕрĕслеме комисси килнĕ-мĕн. Çавăн чух гимназие калле шкул статусне памашкăн сĕнӳ панă. Гимназиех хăварас тесен требованисем питĕ пысăк иккен, условисем вара ялти вĕрентӳ учрежденийĕнче япăхрах. Çавна шута илсе 2012 çултан Савгачевăри гимнази калле шкула çаврăннă вара. Палăртмалла: вăл районти чи пысăк шкулсенчен пĕри, кунта хальхи вăхăтра 10 ялтан 259 ача вĕренет. Виçĕ автобус ачасене ирхине шкула илсе килет, уроксем хыççăн кайса леçет.
Саврăшпуç ял хутлăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пире пуçлăхăн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Г.Тимофеев вырăнта пулманнипе (вăл ун чух Хусана кайнăччĕ. – Авт.) унăн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Г.М.Семенова каласа пачĕ. Галина Михайловна ку должноçра февральтенпе кăна пулин те, вăл ку ĕçе пĕлмест мар. 1987 çултан пуçласа хуçалăх панкрута тухиччен вырăнти К.Маркс ячĕллĕ колхозăн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшнă вăл, кайран та ĕçсĕр ларман, бухгалтер ĕçĕпех ĕçленĕ. Кантур ĕçне лайăх пĕлекенскере ял хутлăхĕн кантурĕнче ĕçлеме сĕнсен хирĕçлемен, тӳрех килĕшнĕ. Ĕçĕ вара кунта яланах çителĕклĕ, пурнăçласа çеç ĕлкĕр. Ял-йыш кантура мĕнле ыйтупа кăна килмест-ши? Вĕсене татса пама вара кунта ĕçлекенсем пулăшаççĕ.
 
: 981, Хаçат: 16 (1006), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: