XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада кунран-кун çывхарать. Парижри Сорбонна университетĕнче пĕлтĕр июлĕн 12-мĕшĕнче пуçланнă Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисен Çулăмĕн эстафети пĕр минута та чарăнмасть. Раççейре çур çулта чи пысăк 30 хуларан: Якутскран, Красноярскран, Новосибирскран, Сочирен, Дон-çи-Ростовран, Владимиртан, Кировран, Чулхуларан, Санкт-Петербургран, Мускавран тата ыттисенчен иртсе Тутарстана вăл июнĕн 18-мĕшĕнче çитет. Республикăн кашни районĕнче пулса ялсем урлă иртсен тин Хусанта июлĕн 6-мĕшĕнче XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăна уçнă церемонире вĕçленет.
«U» латин сас палли майлă, тюльпан чечекĕ евĕрлĕ хатĕрленĕ çак факела йăтма, паллах, районсенчи чи пултаруллисем кăна тивĕçеççĕ.
Аксу район территорийĕ витĕр июнĕн 25-мĕшĕнче иртекен Универсиада Çулăмне те акă çакăн пек 25 çынна суйласа илнĕ. «Пултаруллисене, тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнӳсем тунă спортсменсене суйлама тăрăшрăмăр», – терĕ Аксу районĕн ĕçтăвком ертӳçин çумĕ С.Александров кун пирки. Претендентсенчен пĕринпе – Çирĕклĕри спорт çемйипе – шăпах нумай пулмасть курса калаçрăмăр. Тутарстанри спорт çемйисен сборнăйне кĕнĕ Васильевсем чăннипех те çак чыса тивĕç. Вĕсем – Пĕтĕм Раççейри çуллахи спорт вăййисен икĕ хутчен кĕмĕл призерĕ, Тутарстанри спорт çемйисен хушшинче икĕ хутчен чемпион, районăн тĕрлĕ спорт тĕсĕсемпе нумай хутчен призер пулнă.
Элметри физкультура техникумĕнче вĕреннĕ чухнех пĕр-пĕрне килĕштернĕ Леонидпа Ольгăна спорт ĕмĕрлĕхе пĕрлештернĕ те. Вĕсем халĕ пĕр çемье, хĕрĕсене Лилийăпа Регинăна та мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă. Ачисем шкулта та «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренме ĕлкĕреççĕ, спортри çитĕнĕвĕсем те нумай. Леонид Федорович Çирĕклĕри пуçламăш шкулăн вĕрентекенĕ пулса 14 çул тăрăшать, Ольга Дмитриевна вара 15 çул Аксу спорт шкулĕн Савгачевăри филиалĕн волейбол тренерĕ. Вĕсем çак вăхăтра тата миçе ачана спорта явăçтарман-ши? Ольга Дмитриевнăн вĕренекенĕсем, хĕр ачасен икĕ команди, тĕслĕхрен, çак уйăхра кăна-ха республикăри волейбол ăмăртăвĕнче I тата II вырăнсем çĕнсе илчĕç. Арçын ачасен команди те маттур, вăл та тăван шкула час-часах кубок-медальпе таврăнать.
Васильевсенчен çамрăк ăру тĕслĕх илмелĕх те пур çав. Акă ĕнтĕ миçемĕш çул вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ. 2009 çулта Елабуга хулинче иртнĕ «Ял çамрăкĕсем» VI çуллахи вăййисенче – I, 2010 çулта та çак хуларах иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спорт вăййисенче хĕрĕпе Лилийăпа – II, 2010 çулта Омскра Пĕтĕм Раççейри хĕллехи спорт вăййисенче – IV, 2011 çулта Мензелинск хулинче «Ял çамрăкĕсем» VII çуллахи спорт вăййисенче – II вырăн çĕнсе илнĕ. 2012 çулта Мамадышра районсенчи спорт çемйисен хушшинче 9-мĕш ял Спартакиадин программипе иртнĕ ăмăртура вара Васильевсем 15 çемьерен чи лайăх результатсемпе I вырăн йышăнса Диплом илме тивĕçнĕ. Çав çулах тата тепĕр пысăк çитĕнӳ те тунă вĕсем. Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи спорт вăййисенче Раççейри 62 регион команди хушшинче Тюмень команди хыççăн II вырăна тухнă. Çак ăмăртăва тепĕр хĕрĕпе Регинăпа хутшăннă пулнă.
Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче район, республика чысне тивĕçлĕн хӳтĕленĕшĕн Леонид Федоровичпа Ольга Дмитриевнăн çемйине район, республика ертӳçисем хаклă парнесем панисĕр пуçне мăшăра «Тутарстан Республикин физкультура отличникĕ» паллăсемпе чысланă. I категориллĕ учитель Леонид Федорович тата Аксу район ертӳçин грантне те тивĕçнĕ.
Район витĕр иртекен Универсиада Çулăмне йăтакансен йышне кĕртни Васильевсемшĕн кĕтменлĕх мар-ха, апла пулин те савăнăçне пытармарĕç вĕсем. Мĕншĕн тесен историе кĕрсе юлакан тĕнче шайĕнчи спорт мероприятине çакăн пек хутшăнни те спортсменсемшĕн кубок-медальтен хаклăрах-çке.
![]() |