Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калав
Ваттисем вилсе пыраççĕ, вĕсем вырăнне ачасем çуралаççĕ, ӳссе çитĕнсен – каччăсем авланаççĕ, хĕрĕсем качча каяççĕ. Çапла вăл пурнăç. Урам тăрăх çарран чупса çӳренине, тусĕсемпе пуканелле вылянине Ульккаç паянхи пек астăвать. Çамрăк ĕмĕр – савăнăçлă вăхăт ма çав тери час иртет-ши вăл? Пиччĕшĕ авланнă чухне Ульккаç 15 те тултарман. Туйне пит вăйлă туса ирттерчĕç. Унтанпа çак иртнĕ виçĕ çул хушшинче Ульккаç хĕр пулса çитрĕ. Иртнĕ эрнере ăна кӳршĕ ялти Карачăм ывăлне Миккулкана килĕшрĕç. Икĕ çул аслăрах вăл Ульккаçран, хитре те, ăслă та теççĕ, анчах амăшĕ усал. Епле пулсан та ĕнтĕ Ульккаç каймастăп тесе татса калаймарĕ. Миккулка çине куç хӳрипе вăтанкаласа пăхса илчĕ те пичĕ пĕçерсе кайнипе пуçне лаш усса «сирĕн сăмахран иртейместĕп, кирек те мĕнле тăвăр» тесе йăвашшăн каласа хучĕ юратнă ашшĕпе амăшне. Çамрăк чĕри сиксе тухас пек тапать, вĕри юн çан-çурăмне йĕппе чикнĕ пек чиккелет. Çав вăхăтра амăшĕ ăна «ан кай, кăçаллăха тăр» тесен, вăл ăна хирĕç кăшкăрса пăрахма хатĕр. Ульккаçшăн Миккулка пек хитре ача таврара та çук. Пăхăр-ха унăн ункă пек явăнса тăракан сарă кăтрисене, пăхăр-ха унăн кулса тăракан сенкер куçĕсене, унăн килĕшӳллĕ сăн-питне, кам тиркеме пултарĕ ăна?
Тунтикун илме килеççĕ. Тата виçĕ кун кăна вĕт, виçĕ кунтан Ульккаçăн çĕнĕ пурнăç пуçланать. Мĕнле пурнăç-ши вăл, телейлĕ пулĕ-ши? Савăнăçлă ирттерĕ-ши вăл пурнăçа? Амăшĕ усал, хаяр теççĕ те, Ульккаçăн амăшĕпе пурăнмалла мар вĕт? Миккулка, унăн пулас упăшки çеç ăнăçлă, йĕркеллĕ пултăр. Унпа килĕштерсе пурăнсан, савăнăçĕ те, ытти те пулĕ.
Э-эх! вăрăм-çке кунĕ те! Таватă кун тăватă эрне пек туйăнчĕ. Халĕ тата виçĕ кун кĕтмелле. Çунат пулсан, вĕçсе кайĕччĕ Миккулка патне! Ашшĕ те, амăшĕ те, никам та ан систĕрччĕ. Пĕр-икĕ сăмах кăна калаçса килĕччĕ Ульккаç Миккулкапа. Инçе те мар вĕт, ултă çухрăм кăна вĕсен хушшисем. Ултă çухрăм вĕсене уйăрса тăрать.
Акăшĕпе пит килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Халь вăл N ялĕнче пурăнать. Ачи пур, тепри – варта. Вăйăран кĕнĕ чух Ульккаç ăна хапха уçса кĕртетчĕ, каччăпа ларнине курсан та никама та каласа паман. Туя чĕнес пулать ăна. Вун сакăр çул кĕтнĕ савăнăçлă туйран çав ылтăн акăшне хăварма юрать-и? Çу-у-к, Ульккаç ăна чĕнме хăй каять. Ашшĕ чĕннех пултăр, Ульккаç ăна ыттисенчен уйрăм, ятарласа кайса чĕнет. Вăхăт та час иртет, тата юратнă акăшĕпе те калаçса килет.
– Анчах кампа каяс?
Шурă саттин тутăрне майралла туртса çыхрĕ те чупса тухрĕ урама. Шурă кĕпепе, шап-шурă тутăрпа чисти лĕпĕш пекех ĕнтĕ. Шурă лĕпĕшсем вĕçсе çӳреççĕ вĕт-ха? Ульккаç та çавсем пекех. Пĕр самантра Пăльуксен хапхи умне вĕçсе çитрĕ те сасартăк çухалчĕ. Лĕпĕш вăл темле пĕчĕк çурăкран та кĕрсе кайма пултарать. Хапха сасси илтĕнмерĕ — уçă пулнă пулас. Пăльук килте çук — çӳлти касса тăла тӳме чĕнсе кайнă ăна.
– Мĕн тăвас?
Акăшĕ патне çитме пилĕк çухрăм. Ульккаç çулне аван пĕлет. Кăнтăрла иртни нумай пулмасть-ха.
– Е-ей, пĕччен каяймастăп-им? Ача мар-çке?
Амăшĕ кĕлетре çăнăх аллать. Унăн та пуçĕ тĕк тăмасть, хĕрне качча парасси çинчен шухăшлать вăл. Хуньамăшĕпе килĕштерĕç-ши? Миккулка кĕрӳ усал мар-ши? Е пĕрер çул тăрсан та юранă пулĕччĕ-и, тен? Çук, çук, халь ĕнтĕ ун çинчен шухăшлама юрамасть. Çынсем кулĕç. Килĕшнĕ ĕнтĕ – ĕç пĕтнĕ. Туя аван, яла тĕлĕнтермелле туса ирттерес пулать. Ульккаç чупса çитнĕ вăхăтра çавăн çинчен шухăшланă вăл.
– Акка патне паянах каяс терĕм ĕнтĕ эпĕ, анне, – терĕ вăл кĕлет алăкĕнчен кĕрсенех.
– Паян каçа юлмăн-ши? Ыран каймăн-и, ыран ирхине авантарах пулĕ? – тавăрса каларĕ ăна çемçе сасăпа амăшĕ. – Микуç патне кайса тулла пăсса çеç килчĕ. Аçу та çав, – хушса хучĕ вăл ала тĕпне юлнă сăсăла валашкана ярса. – Пăх, мĕн чул сăсăл юлать.
– Сăсăлне пăрах-ха эсĕ. Ман вăл шухăш мар: акка патне каяс шухăш. Пĕртен-пĕр аккана хам туйран хăвармастăп.
– Аçу пасар майĕ кĕрсе тухĕ-ха. Шăмат пасарне каятех вăл.
– Манăн унпа калаçмалли пур.
– Апла пулсан, кай, кай, ачам. Кампа каяс тетĕн? – Вăл çӳпçерен çăнăх илчĕ те алине тултарчĕ. Ĕçчен алăра çăнăхлă ала выляса çеç тăрать. Мамăк пек çемçе çăнăх валашкана юхать.
– Пăльук килте çук, пĕчченех каймалла пулать. Эпĕ унта наччас чупса çитĕп, – терĕ Ульккаç амăшне йăпатса.
– Кай эппин, кай апла пулсан. Каçа хирĕç ан тух, ыран килĕн.
Ульккаç тухса кайсанах амăшĕн пуçне çав паçăрхи шухăшах çавăрса илет. Хăйĕн хĕр чухнехи ĕмĕрне аса илет вăл. Ăна хăйне те çураçса, малтан килĕшсе пит чаплă туйпа пачĕç. Çирĕм пĕр çул пурăнать ĕнтĕ упăшкипе. Пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Упăшки ĕçмест, çынпа харкашмасть; ĕçкĕ вăхăтĕнче лăпкă тытать хăйне. Ульккаç вĕсен чи асли, ун хыççăн тăватă ача вилчĕ. Тепĕр пĕчĕк хĕрĕ – Хресчук урамра çеç выляса çӳрет, вуннă та тултарман-ха. Вăхăт хăй ĕçнех пĕлет. Ульккаçа качча пама та вăхăт çитрĕ. Пирвайхи хĕрĕн туйне те начар тусан вара, мĕнле пулать-ха вăл? Çу-у-к, пĕр 20-30 витре сăра вĕретес пулать, эрехне хатĕрлемелле. Тата ыттисем те кирлĕ. Ĕç нумай, чăрмавĕ мăй таран.
Амăшĕ çăнăх алласа пĕтернĕ çĕре Ульккаç вăрман патнелле çывхарса пырать. Инçетрен ешĕл курăк ăшĕнче вăл шурă лĕпĕш пекех вĕлтĕртетсе пырать.
Çанталăк ăшă, ака уйăхĕнчи пек сивĕ çил те çук, хĕвелĕ те чиперех хĕртсе пăхать. Çу уйăхĕн илемне кам пĕлмест? Ун пек илемлĕ, хитре уйăх тата мĕнле? Вăрăмрах чечек-курăксем Ульккаçа пуç таяççĕ, унăн пылчăкпа вараланнă урисене ыталаса чуп тăваççĕ. (Утма çăмăл пултăр тесе вăл хăй килте çĕлесе тунă «санталине» уринчен хывса аллине тытнă). Акă пĕчĕк çырма юхса выртать. Çăл шывĕ, тăп-тăрă шыв урана шăнтать. Шыв çинче тепĕр Ульккаç ăна пăхать те мерчен пек шăлĕсене кăтартса кулать, Ульккаç пĕшкĕнсен вăл та пĕшкĕнет. Сивĕ шывпа питне çурĕ, тутăрпа шăлса утрĕ малалла.
Вăрман витĕр тухсан – N ялĕ. Вăрман хушши икĕ çухрăм. Акăшпе курса калаçас килет, çавăнпа васкаса утать Ульккаç. Çӳллĕ çамрăк кăкăрсем утнă майăн силленсе пыраççĕ. Вĕсен хушшинче – ал туни хулăнăш хура çиттуни. Ульккаç питне çунă вăхăтра пĕшкĕннипе вăл унта пырса выртнă. Шурă кĕпе çинче хура çӳç таçтан уйрăлса тăрать, вĕçĕнчи хĕрлĕ лента саппунĕ патнех çитнĕ. Тутăрне аллинче тытса пырать, çиттунине те çăмăллăн кăна тытса хыçалалла ывăтса ячĕ.
Хирте те уçă сывлăш, пур енчен те тутлă шăршă кĕрет, вăрманта тата авантарах. Тарăнрах сывласан, çăра сывлăшпа сăмса шăтăкĕсем кăтăкланаççĕ. Акă вăрман турттаракан çул, акă çулла çуран çӳрекенни.
– Тӳрĕрен каяс.
Йывăçсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатса юмах яраççĕ. Мĕн кăна курман-ши çакă ватă юмансем! Вĕсем мĕн курнине каласа та пĕтерме çук пулĕ? Ак çакă, хĕрринчи ватă юман; миçе çĕр çул пурнать вăл тĕнчере? Вăрман хуралçи, вутăпа тытсан, ĕлĕк хресченсене ричакпа хĕненисене те курнă вăл, каччăпа хĕр ун айĕнче мĕнле сăмахсем калаçнине те илтнĕ вăл, тĕнчере ытти чĕрĕ чунсем «пурнăçшăн» епле кĕрешнине те астăвать вăл. Çавăнпа вăл, хăй çумĕнче ларакан çамрăкрах юмана курни-илтни çинчен тайăла-тайăла пăшăлтатса, ăна çеç, хăйне уйрăм, никам ăнланайман чĕлхепе вăрттăн каласа парать.
Тĕрлĕ вĕçен кайăксем, те пытаникле выляççĕ, пурте илтмеллех кăшкăрса савăнаççĕ. Ульккаçа выляма чĕнеççĕ вĕсем. Анчах Ульккаçăн вăхăт çук, аккăш патне çитес часрах. Шаларах кĕрсен, пĕр вăхăтра чĕри темле шикленнĕ пек пулчĕ те (вăрманта пĕччен ялан çапла вăл) анчах вăл нумая пымарĕ. Миккулкăна аса илсенех, чĕри хăвăртрах тапма пуçларĕ.
– Мĕн ĕçлет-ши халь вăл? Вăт вăл кунта пулсан?
Вăрманта курăк вăрăм та нӳрлĕ. Аркă вĕçĕ ан йĕпентĕр тесе Ульккаç кĕпине çӳлелле туртса хĕстерчĕ. Авă уçланкă, сулахаялла — пĕлтĕр вăрман каснă вырăн. Пĕчĕкренпех вăрман çумĕнче ӳссе, Ульккаç вăрмана аван пĕлет.
Уçланкăра чечексем нумай пулаканччĕ.
Çак вырăна пĕчĕк чухне миçе хут çырла пуçтарма килнĕ пуль? Çырла пит нумай пулать, пуç пӳрне пек шултăра çырласем.
– Кук-ку – кук-ку, кук-ку! – Малта инçетре хускатса ячĕ куккук хăйĕн хурлăхлă кĕввине – кук-ку, кук-ку!
Ульккаçăн итлеме вăхăт çук, вăл ытарайми илемлĕ чечексем пухать. Е-ех! Чечексем! Илемлĕ-çке вăрманти, çын таптаман, çамрăк чечексем! Темле тĕсли те пур. Ах мур, такам мурĕ таптанă пĕр çамрăк хитре чечеке, çĕр çумнех çыпăçтарса хăварнă. Ульккаç ăна тăратса лартрĕ.
– Эпĕ пулман пулсан – пĕтеттĕн вĕт!
Йывăçсем хăрушшăн, чуна сĕвĕртсе пĕр-пĕринпе темĕскер çинчен васкаса калаçса илчĕç те хашлатса хуйхăрса ячĕç. Ульккаç ăна аванах илтрĕ, çавăнпа вăл та (хăй те пĕлмест темме) салхулланчĕ. Ватă, вăрăм чăрăш та унпа пĕрле: хăшш! тесе хыттăнах хуйхăрчĕ – çил тухнă. Чăрăш çӳçĕсене çил турама тытăнчĕ. Таçта-а-а инçетре аслати кăлтăртатрĕ, сасартăк чарăнчĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 852, Хаçат: 15 (1005), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: