Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-14 №№.)
– Килте пĕр ĕне пур, кăна та ĕнелĕх ӳстеретпĕр, – ĕмĕтленсе пычĕ Верук пăрăва çавăтса пынă май.
– Мĕн тума сана икĕ ĕне, Кирюк вĕренме каять, ăçта хурăн сĕтне?
– Ан аптра, кĕçĕртен тепĕр ача никĕсне хывма пуçăнăпăр. Илтмен-им, халь иккĕмĕш ача çуратсан амăш капиталне параççĕ. Кун пирки маларахах шутламалла пулнă. Ялан паянхипе кăна пурăнма хăнăхнă.
– Эпĕ халех хатĕр.
– Киле çитер ĕнтĕ… – йăл кулать Верук. Унăн кулли пурнăç малаллах туртăннине çирĕплетет. Хатарлă вăхăтсем çитнипе аллисене усасшăн мар çынсем. Ĕлĕксенче пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем колхоз-совхозсемсĕр ех пурăннă. Малтанлăха йывăр пулĕ те хуллен хăнăхăпăр теççĕ ял-йышра.
Яхруçа çеç çынсене терт-нуша килсе çитни савăнтарать. «Ăслă ман атте, маларахах лавкка уçса ăнтарчĕ», – тесе хĕпĕртет. Анчах Яхруçăн та пурнăçĕ хĕсĕнчĕ. Прокурор пулăшуçи тĕрĕслесе кайнă хыççăн ăна администрацилле майпа айăпласа 30 пине штрафларĕç, электронлă тараса туянма çирĕп хушрĕç. Штрафне тӳлерĕ, виçине туянчĕ. Ку электронлă хатĕрпе çынсене пит улталаймăн тата туянакансем Яхруç лавккине хăйсен тарасисемпе çӳреме пуçларĕç. Таса тупăш илесси тата та хĕсĕнчĕ. Хĕлип Элекçейĕпе Самай Ваççи лавкка уçаççĕ тенине илтсен уяр кун аçа çапнăн ăшталанса ӳкрĕ Яхруç. «Кусем чыс-сипетлĕх картинчен тухаканнисем мар, тавар хакĕсене манран ик-виç тенке каярах хурсан та вĕсен лавккинчен çын татăлмĕ. Элекçей ашшĕн çуртĕнче уçаççĕ пулсан вут тĕртсе çунтарас ăна», – кĕрет ăсне тискер шухăш. Тулта çынсем шавланипе вăл та унта тухать. Лавкка умне ушкăн арçын пухăннă. Пурте Хĕлип Павăлĕн халиччен пушă ларнă çурчĕ еннелле пăхса калаçаççĕ. Çурт умĕнче пушар машини тăрать. «Ха, эпĕ вут тĕртмесĕрех çав çурт çунма тытăннă иккен», – савăнать ăшĕнче Яхруç. Мĕншĕн тĕтĕмĕ, ялкăшакан çулăмĕ çук? Пĕр пушарнăйĕ çурта çӳлтен пуçласа аяла çитиех кĕпçерен шыв пĕрĕхтерет.
– Вĕсем элле кив пӳрте шывпа çуса тасатасшăн-и? Туянакансене çапла майпа та пулин хăйсен лавккине илĕртесшĕн-и? – кăсăкланать Яхруç ушкăнри пĕр арçынтан. – Шампуньпе çусан та кивĕ çурт кивех курăнать.
– Ăнланмастăн эсĕ, Яхруç, ахаль шывпа пĕрĕхмеççĕ, ятарлă шĕвекпе. Ун хыççăн çурта кĕвĕç чунли вут тĕртсен те пĕренисем çунмаççĕ. Элекçей ашшĕ пекех малтине курса тăрать, çурчĕ те, кӳнĕ таварĕ те сыхлăхра юлаççĕ. Вăт еплерех пуçлă конкурентсем пулаççĕ санăн. Ах, чунпа туятăп, часах чухăна тухатăн эсĕ…
Яхруç лавккине кĕрет. Ним тăвайман енне çиллипе шăлĕсене шатăртаттарать, ылхав çине ылхав ярать Хĕлиппе Самайсен çемйисем çине.
Пушарнăйсем хăйсен ĕçне пĕтерсе Шуршыва васкарĕç. Элекçейпе Ваççа «УАЗик» çине ларса совхоз столяркине циркуляркăпа верстак илме кайрĕç. Вĕсене Ваççа картишне пушатнă тĕле тĕттĕмлене те пуçларĕ. Ашшĕсене пулăшма Кирюкпа Çинук та тухрĕç.
– Ыран Кĕтернепе Верук Шуршыв больницине медицина кĕнекисене илме комисси иртме манпа ларса пыраççĕ, эпĕ лицензи пирки район администрацине кĕретĕп, – терĕ Элекçей. – Эсĕ аттен малти пӳртне урам енчен алăк кас.
– Итлетĕп шеф! – чыс пачĕ Ваççа.
 
* * *
Ака уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле çĕнĕ лавкка пур енчен те хатĕрлĕх шайне çитрĕ. Элекçейпе Ваççа Нурлат хулинчен, Чистайран, Самартан тавар кӳчĕç. Вĕсем çӳлĕксем çинче илемлĕрех курăнччăр тесе Кирюкпа Çинук та çанă тавăрсах ĕçлерĕç. Ĕнтĕ веçех хатĕр. Элекçей Шуршыва кайса пушарни инспекторне, санитари тухтăрне, районти суту-илӳ пайĕн ĕçченне тĕрĕслеве «УАЗикĕпе» лартса килчĕ. Вĕсем нимĕнле кăлтăк та тупаймарĕç, таварсен хакĕсем те район лавккисеннинчен виç-тăват тенкĕ йӳнĕрех. Пушарни инспекторĕ çеç çулăмпа кĕрешекен тепĕр хатĕр туянма хушса хăварчĕ. Çак кунтан лавкка ĕçлеме пуçларĕ. Чи илемлĕ кĕписене тăхăннă Верукпа Кĕтерне килекенсене сапăррăн кĕтсе илеççĕ. Яхруç та кĕрсе курчĕ çĕнĕ лавккана, таварсем енчен пуянтарах та курăнчĕ çĕнĕ лавкка. Хакĕсем çапсах хуçрĕç Яхруç кăмăлне – ун лавккинчи хаксенчен çĕнĕ хуçасен 5-6 тенкĕ каярах. Кĕвĕçсе те мăртăхса тухса утрĕ вăл хăй лавккине. «Аçа çаптăр вĕсене, асат хуçтăр шăмми-шаккисене!» – тулхăрчĕ вăл капланса килнĕ çиллипе. Пĕр çын та кĕмерĕ ун патне çав кун. Лавккине хупрĕ те ашшĕ патне утрĕ.
– Таварсен хакне вĕсенни шайнех антармалла пулать, – сĕнет Тилишух Карачăмĕ. – Чăт пăртак, часах Шуршыври лавкка уçăлать. Унта çын та нумай çӳрет. Эпирех усламсăр юлмăпăр.
Верукпа Кĕтерне апат-çимĕç сутнă вăхăтра Элекçейпе Ваççа кайри пӳртре столяр верстакне циркулярка вырнаçтарчĕç. Кунта Ваççан сĕтел-пукан хатĕрлекен хăйĕн цехĕ пулать. Кайри пӳртре вырăн пайтах-ха. Çавăнпа вĕсем юлнă вырăна складлăх пӳлме шутларĕç. Элекçей çаплах вĕт-ха кантура ĕçе çӳрет, складлăх вырăн тăвассине Ваççа хăй çине илчĕ. Ваççапа Элекçей арăмĕсем еплерех ĕçленине курма кĕчĕç. Лавкка тулли халăх. Верукпа Кĕтерне пичĕсенчен ăшă кулă çухалмасть.
– Ку лавккара туянакансен тирне сӳмеççĕ иккен, Яхруç лавккине ура та ярса пусмастăп, – тет Улюç кинеми.
– Çапла, – тавăрать тепри, – çĕнĕ хуçасен ĕçĕсем ăнса пыччăр.
Каçпа Элекçейсем патне Ваççапа Верук каçрĕç. Элекçей пĕр кунра миçе тенкĕлĕх тавар сутнине шутларĕ.
– Саламлатăп сире, сутуçăсем – эсир паян 30 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Ял лавккишĕн ку лайăх кăтарту.
Кĕтерне миçе кило сахăр песукне, кĕрпесене, ыттисене сутнине веçех çырса пынă. Вĕсен хакне кăларса пăрахсан 10 пин ытла тупăш.
– Налукне тӳлесен, çутă, бензин хакĕсене кăларсан 7 пин тенкĕ таса тупăш. Начар мар вĕт! – савăнать Элекçей.
– Эсĕ шут ăсти, саншăн начар мар-тăк, пирĕншĕн те лайăх, – тавăраççĕ ыттисем.
Кирюкпа Çинук та ашшĕ-амăшĕсен ăнăçлă пуçланса кайнă ĕçĕшĕн савăнчĕç. Вĕсен яваплă тапхăр çывхарать – тата 25 кунран пĕрремĕш экзамен. Кĕнекисене аллисенчен ямасăр вĕренеççĕ, пĕр-пĕрне экзамен параççĕ. Вĕсем юрату çинчен те манса кайрĕç. Пуçĕсене кантарма уçă сывлăша тухса кĕреççĕ те татах кĕнекисене алла илеççĕ.
…Шкул картишĕнчи анлă тӳремре вĕренекенсем стройра. Вĕренӳ вучахĕнче ăс пухнă кунсем, эрнесем, уйăхсем, çулсем кашнин куçĕ умĕнчен хăвăрт шуса иртеççĕ. Çу хĕвелĕ тӳперен пурнăç çулĕ çине тухакансене ăшшăн саламлать. Тепĕр вĕренӳ çулне пĕрремĕш класа килекенсен шучĕ самаях чакнă – пĕр класлăх кăна. Акă ĕнтĕ юлашки шăнкăрав янрать. 11-мĕш класс ачисем тӳпене кăвакарчăнсем вĕçтереççĕ. Тата виç кунтан патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем пуçланаççĕ. Савăнăçлă линейка вĕçленсен строй саланчĕ, спорт вăййисем пуçланчĕç. Çинукпа Кирюк хăйсен ачалăхне асăнса футбол вăййине хутшăнчĕç.
 
* * *
Маюк юлашки вăхăтра ашшĕпе ăшпиллĕн калаçать. Экзаменсем вĕçленсе пынă май вăл хăй палăртнине епле пулсан та пурнăçласшăн. Ял-йышра хăйĕн çинчен, ашшĕ пирки мĕн калаçнине пĕр пытарми каласа парать.
– Илтнĕ, Маюк хĕрĕм, çав калаçусене. Хыç енчен ырă мар сывлăш кăлармасăр усал шăршă сарăлмасть теççĕ. Ют арçынтан çуралнă-и эсĕ, манранах-и, эпĕ сана хам хĕр тесе шутлатăп, сана юрататăп. Анчах аннӳ ним çукран сана кӳрентернĕ вăхăтсенче хутна кĕме хăратăп. Кăмăл ытла çемçешке. Çынна хăйне хӳтĕлеме кăштах унра хаярлăх та кирлĕ пуль çав. Хывман ман чун-чĕрене аттепе анне çав ене. Те тĕрĕснех палкаççĕ, те суялăха кăна?
(Малалли пулать.)
 
: 863, Хаçат: 15 (1005), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: